Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 224-мĕш ача садне çӳрекен Кира Купцова пилĕк çулта çеç-ха.
Апла пулин те кăçалхи кĕркунне маттурскере темиçе хутчен те пысăк сцена çинче чăваш мероприятийĕсене хутшăнма тӳр килнĕ. Чăваш тумĕсен фестивалĕнче хĕрача «Губернаторский» Культура керменĕнче Çĕнĕ Улхаш модельерĕн Татьяна Серебрякован коллекцийĕнчи ачасем валли çĕлетнĕ чăваш кĕпине кăтартрĕ, «Путене» фестивальти чи кĕçĕн çул-ӳсĕмрисен «Ытарлă сăмах» номинацийĕнче ăмăртрĕ. Хулара пурăнакан хĕрача тăван чĕлхепе шăкăртатса калаçни куракансене ун патне илĕртрĕ.
Амăшĕ, Надежда Купцова, Кира çӳрекен ача садĕнче воспитательте вăй хурать, мĕнпур пушă вăхăтне тĕпренчĕкĕсене халаллать. Вĕсене чăваш культурине, йăли-йĕркине ăса хывтарнă çĕрте хĕрарăмăн тӳпи пысăк. «Эпир упăшкапа иксĕмĕр те Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнчен. Хамăрăн пуян историпе, культурăпа мухтанмалăх пур пирĕн. Асли, Лиза, шкулта кадет класĕнче вĕренет, йăмăкĕ ун ӳсĕмĕсемпе мухтанать, ăна кура хăвăрт аталанать. Кира – телевизорпа мультфильм курма юратмасть, ăна ытларах хамăрăн вуласа, интереслине каласа памалла. Вăл ыйтусем нумай парать, пиртен тарăн хуравсем кĕтет, çĕннипе кăсăкланма, тĕпчесе пĕлме юратать. Ун умĕн ача садĕнчи ăмăртăва хутшăнса малти вырăна тухнăччĕ»,- терĕ Надежда Петровна фестивальте сăмах пуçарсан.
- Анне, эпĕ пысăк хĕрача вĕт, эпĕ ывăнман, - чĕвĕлтетет хĕрача. Хăйĕн çине куç туллин ытараймасăр пăхакан илемлĕ çамрăк хĕрарăма уншăн пăшăрханмалла маррине ĕнентересшĕн пĕчĕкскер. Çав вăхăтрах аслине пит çăмартинчен чуптуса илет, йăпатма хăтланать.
 
: 218, Хаçат: 5 (1354), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: