Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун. Сехет йĕпписем ĕç кунĕ вĕçленнине кăтартаççĕ. Паян пирĕн патăмăра хăнана мăнуксем килеççĕ пулĕ-ха тесе пуçтарăнтăм та киле тухса утрăм. Эпĕ шутлани тĕрĕс пулчĕ: хĕрĕмпе «пĕчĕк хăнасем» чăнах та пирĕн патăмăрта иккен. Тĕлĕнмелле шăплăх тăрать пӳлĕмре - пурте телевизор кураççĕ. Мана сывлăх сунма мар, асăрхамаççĕ те. Калаçăва хам пуçарас терĕм.
-Мăнукăм, мĕнле передача куратăр/
- «Шрек-2» мультфильм, кукаçей,- куçне экран çинчен илмесĕр каласа хучĕ кĕçĕн мăнук шăпрах пулма систерсе.
-Ку хăрушă мультфильма курсан каçпа çывăрса каяймастăр вĕт, -терĕм шӳтлесе.
-Çу-у-ук, кунти персонажсем хăрушă мар, ырă ĕç çеç тăваççĕ,- ăнлантарать мана мăнукăм.
Кухньăра апат хатĕр. Çиекен çеç çук – кашни хăй ĕçĕпе аппаланать. Васкамасăр апатлантăм та каллех мăнук патне тухрăм.
-Эсĕ икĕ сехет телевизор умĕнче ларатăн. Пар-ха пульта, канала куçарар,- тетĕп.
-Çук, çук! Нумаях юлмарĕ, часах пĕтет,- терĕ те пульта кукамăшне тыттарчĕ. Эпĕ туртса илесрен хăраса ĕнтĕ.
-Мана пульт кирлĕ мар, эпĕ алăри пӳрнесемпе хама мĕнле канал кирлĕ - çавăнта куçарма пултаратăп. Ĕненетĕн-и çавна/- шăхвăртса калаçатăп мăнукпа.
-Пулма пултараймасть! Улăштарса пăх-ха эппин,- кăсăклансах кайрĕ хайхискер.
Кукамăшĕ эпĕ шӳтленине тавçăрса илчĕ пулас, эпĕ алла телевизор енне тăссанах пульт çине пусрĕ.
-Куртăн-и/ Акă – пĕрремĕш канал çине куçартăм,- тетĕп. Мăнук тĕлĕнсех кайрĕ.
- Татах пултаратăн-и, кукаçей/ Тепре куçарса пăх-ха!-терĕ куçран пăхса. Кукамăшĕ никам асăрхаман чух тепĕр канал çине куçарчĕ.
-Пулма пултараймасть! Атя, тухăр-ха пурте тепĕр пӳлĕме,- тесе пире алăк уçса пачĕ. Эпир пурте тухрăмăр. Кукамăшĕ пультне хăйĕнчен хăвармарĕ. Мăнук пĕчченех ларса юлчĕ.
Пӳрнисен вăйне тĕрĕслесе пăхма шутланă иккен вăл та. Эпир вăрттăн сăнаса тăратпăр. Акă икĕ аллине тăсрĕ те - çав самантра кукамăшĕ пульт çине пусрĕ, урăх канал çине куçарчĕ. Ача савăннипе пĕр вырăнта сиксе илчĕ. Аллине тата малалла тăсрĕ. Эпĕ хам шӳт тунă чух нихăçан та кулмастăп. Хальхинче ача хăтланăшĕ калама çук кулăшла пек туйăнчĕ, чăтаймарăм - кулса ятăм. Эпир кулнине илтсен мăнукăн амăшĕ (манăн хĕр) пырса тăчĕ. Мĕн пирки кулнипе кăсăкланчĕ. Эпир ăна хамăр шӳт пирки каласа патăмăр.
-Эх, эсир, аллă урлă каçнă, анчах ачаран уйрăлман-ха,-терĕ те хăй ĕçĕпе пăрăнса кайрĕ. Эпир те лăпланса чей ĕçме кайрăмăр. Пирĕн патăмăра часах мăнук вирхĕнсе кĕчĕ.
-Кукаçей, эпĕ те сан пек алла тăсса темиçе канала куçартăм. Кайран темшĕн куçми пулчĕ! – хĕпĕртесе те пăшăрханса калаçать мăнук.
-Санăн батарейка вăйĕ пĕтнĕ ахăртнех,- тесе хучĕ аслă мăнук, мĕн пулса иртнине сăнаса лараканскер.
Кăшт вăхăт иртсен мăнукăн аслашшĕпе тĕл пултăмăр.
- Хăта, кала-ха, мĕнле-ха эсир мăнукпа иксĕр каналсене пультсăр куçарма пултарнă/ Пирĕн патăмăрта мăнук темшĕн куçараймарĕ,- тет.
Эпĕ ăна кула-кула мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. Эх, култăмăр та иксĕмĕр...
 
Ульяновск хули.
 
: 591, Хаçат: 5 (1354), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: