Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, чирлекен усă курнă хатĕрсене дезинфекци тумалла, чирлипе ытлашши хутшăнмалла мар. Халăх йышлă çӳрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. Таврăннă хыççăн алла супăньпе çумалла.
Сунасланă е ӳсĕрнĕ чухне тута-сăмсана ятарлă салфеткăпа хупламалла.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, уçăлса çӳрени, тĕрĕс апатланни, рациона белокпа, минерал хутăшĕпе, витаминпа пуянлатни пĕлтерĕшлĕ. Хĕл кунĕсенче сухан, ыхра, улма-çырла, пахча çимĕç, йӳçĕтнĕ купăста сĕтел çинчен татăлмалла мар. Çĕлĕксĕр çӳремелле мар.
 
Чир мĕнле палăрать/
А(Н1N1) 2009 амакăн малтанхи палăрăмĕсем:
ӳт температури сасартăк ӳссе каять, ӳслĕк, сунас пуçланать, пуç, ӳт тĕртĕмĕ ыратать, сывлав хăвăртланать, куç пӳрленсе, хĕрелсе тăрать (конъюнктивит). Хăшĕ-пĕрин вар-хырăмĕ пăсăлать (çакнашкал пулăм ахаль йышши грипп ерсен пулмасть).
Грипăн малтанхи палăрăмĕсем сисĕнсенех тухтăра киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пăхăнмалла. Пациент хăйне йывăр туйсан е унăн чĕрепе юн тымарĕн тата вăраха кайнă ытти чир пулсан пульницана выртмалла. Чирлесен уйрăм пӳлĕме вырнаçтармалла. Унпа пурин те сăлтавсăр хутшăнма тăхтамалла. Ачасене грипп вирусĕ аптратсан садика е шкула ямалла мар.
Чирлĕ çыннăн организмĕнчен наркăмăша кăларма ăна чей, ăшă сĕт, çырла шывĕ е сĕткенĕ ытларах ĕçтермелле. Ӳт температури 38 градусран иртсен вĕрилентернине чакаракан эмел (парацетамол) памалла. Антибиотиксемпе сипленме тăхтăр, мĕншĕн тесен вĕсем иммунитета вăйсăрлатса аллергие яма пултараççĕ. Вирус инфекцийĕсене сиплемешкĕн ремантадин, альгирем, занамивир, интерферон тата ытти препаратсем юрăхлă. Эрех-сăрапа е мунча кĕрсе чире хăвалас тени сиен кăна кӳрĕ.
 
: 678, Хаçат: 5 (1354), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: