Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар шкулĕнче Ольга Янкова православи тата технологи предмечĕсене вĕрентет. Унсăр пуçне вăл чăваш чĕлхи кружокне тата класс тулашĕнчи уроксене илсе пырать. Чĕлхемĕре сыхласа хăварассипе шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Ольга Анатольевна çак ялтах çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен вăл Димитровградри машинасем тăвакансен техникумĕнче технолог специальноçне алла илет. Часах ку професси унăн маррине ăнланса илет. Яла таврăнсан чунĕ ачасем патне туртнипе шкула ĕçлеме вырнаçать. Малтанах ăна хатĕрленӳ класĕпе ĕçлекен воспитателе çирĕплетеççĕ. Каярахпа пултарулăхне кура ӳкерӳ тата музыка предмечĕсене шанса параççĕ.
-Ӳкерес, юрлас туртăм манра вăйлах пулмасан та – аппаланма юрататăп. Хам тĕллĕн нумай вĕренетĕп. Ачасемпе папье-маше мелĕпе тĕрлĕ кӳлепе ăсталас, вак шăрçапа тĕрлес, ӳкерес, эскизсем хатĕрлес ĕçсене малтан кĕнекесем тăрăх тата Интернет урлă хам тĕллĕн алла илетĕп, кайран ачасене вĕрентетĕп.
Пултарулăх ĕçне те явăçтарма тăрăшатăп ачасене. Пирĕн ялти Культура керменĕнче аслисен «Илемпи» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Ольга Ямкина) пур. Вĕсем паракан концертсене пирĕн ачасем те хутшăнаççĕ,- паллаштарать хăй ĕçĕпе вĕрентӳçĕ.
2014 çулта Упамсар шкулĕ Чăваш культура кунне ирттернĕччĕ. Унта ялти юрă ушкăнĕпе пĕрле ачасем пысăк концерт кăтартрĕç: ташларĕç, юрларĕç, кулăшла сценкăсем лартрĕç. Ачисем хăюллă, пултаруллă. Йывăрпа пулин те йăлтах чăвашла калаçаççĕ.
- 2015 çултан эпĕ чăваш кружокне илсе пыма тытăнтăм. 1,2,3,4-мĕш классемпе эрнере 6 сехет класс тулашĕнчи уроксем ирттеретĕп, 4 сехет чĕлхене кружок мелĕпе вĕрентетĕп. Унта 8-9 ача çӳрет. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ халăх ачисем. Вĕренӳ ĕçĕнче мана ялти хастар та сумлă çынсем тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ. В.П.Ванюкова, С.Н.Федорова вырăнти чăвашсен йăли-йĕркине, тум-юмне аван пĕлеççĕ,- тет Ольга Анатольевна.
Янковсен çемйи ялта тарăн тымар янă. Мăшăрланса çирĕп хуçалăх чăмăртанă. Çемье выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать. Ыттисем пекех пахча çимĕç лартса ӳстерет. Чи хаклă мулĕ – Елена хĕрĕ. Вăл Ульяновскри патшалăх университетĕнче вĕренет.
Юратнă ĕç çеç савăнăçпа телей кӳрет теççĕ халăхра. Ольга Анатольевна та хăй кăмăлланă ĕçĕнче телей тупнă. Ирхине вăл шкула васкать, каçхине – килне.
 
: 665, Хаçат: 6 (1355), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: