Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçата 2016 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттересси пирки эпир пĕрре кăна мар пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тавах пирĕн хаçата тĕплĕ вулакансене, лотерея вылявне 94 çын абонемент ярса пачĕ.
«Ульяновская правда» Издательство çурчĕ» «Канаш» хаçата пилĕк парне уйăрчĕ. Палăртнă кун, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, шăп та лăп 12 сехетре выляв иртрĕ. Лотерея ирттернĕ çĕре пирĕн обществăлла корреспондент Петр Рахманов тата Луговой ялĕнче пурăнакан вулаканăмăр Валентина Лудина хутшăнчĕç.
Парнесене çак абонементсем выляса илчĕç:
З.И.Угарина (Ульяновск, Цветочная переулокĕ) – «Аквафор» фильтр*
Г.А.Аюгина (Ульяновск, Фестивальный бульварĕ) – алшăлли пуххи*
Нина Кузнецова (Ульяновск, Созидательсен проспекчĕ) – электробритва*
Л.Н.Ерепова (Ульяновск, Филатов проспекчĕ) – градусник*
Н.В.Малофеев (Ульяновск, Российская урамĕ) – кĕнеке.
Саламлатпăр!
Çаплах «Канаш» хаçат редакцийĕ хăйĕн ятарлă парнисене те выляттарчĕ.
Телейлисем çаксем пулчĕç:
Галина Ярзуткина (Ульяновск, Созидательсен проспекчĕ) – чăваш юррисен дискĕсен пуххи (3 шт)*
П.В.Великанова (Ульяновск, Созидательсен проспекчĕ) – Елена Алексеева-Аксупин «Каснă чĕлĕ» кĕнеки*
С.Н.Федорова (Çĕнĕ Малăкла районĕ, Упамсар ялĕ) – Елена Мустаеван «Аннесене каçараççĕ» кĕнеки*
Л.В.Павлова (Ульяновск, Авиастроительсен проспекчĕ) - «Канаш» хаçат футболки.
Парнесене «Канаш» хаçат редакцине (Ульяновск хули, Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çурт) килсе илмелле. Хăвăрпа пĕрле паспорт илме ан манăр!
 
: 486, Хаçат: 6 (1355), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: