Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 29-мĕшĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
 
УОЧНКАн председательне суйланă чухне делегатсенчен ытларахăшĕ пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕшĕн Олег Николаевич Мустаевшăн сассине пачĕ.
О.Н. Мустаев Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче1965 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче çуралнă, 1983 çулта Лащ Таяпа шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне кĕнĕ. 1984-1986 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă.
Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра, 1989 çулта, О.Н. Мустаева Ульяновскри патшалăх телевиденине чăваш кăларăмне ĕçлеме яраççĕ. «Волга» патшалăх телерадиокомпанин «Еткер» телекăларăмăн редакторĕнче вăл 2007 çулччен вăй хурать. Çак каналта наци кăларăмĕсене хупнăранпа – «Наш век» телеканалта.
1992 çултанпа – Чăваш наци конгресĕн Аслă канашĕн, 1995 çултанпа – РФ Журналистсен членĕ, 1997-2007 çулсенче – ЧНК президенчĕн Ульяновск облаçĕнчи шаннă çынни.
1993 çулта Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçет, унăн историйĕнче чи çамрăк лауреат пулса тăрать. 2005 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçет.
1993 çулта облаçри чăвашсен «Еткер» ыркăмăллăх фондне йĕркеленĕ. 1994 çулта чăвашлăхра хастар ĕçлекенсене хавхалантарма фондăн ятарлă премине тата И.Я.Яковлев орденне пама тытăннă.
1997 çулта Чăвашсен наципе культура автономине йĕркелекенсенчен пĕри тата учредителĕ.
Чăваш патшалăх университечĕн Ульяновскри вĕренӳпе консультаци пунктне, Чăваш культура центрне уçакансенчен пĕри. Вăл сĕннипе облаçри вĕренӳ управленийĕнче И.Я.Яковлев должноçне – чăваш шкулĕсен инспекторне – çĕнĕрен кĕртнĕ.
И.Я. Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенне, нумай çул Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче ĕçлесе пурăннă А.В.Рекеева хăй укçипе палăк ларттарнă.
1998 çултанпа облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин хисеплĕ çынни, тĕнчери тĕрĕк халăхĕсене тĕпчекен фондăн членĕ, РФ Федераци Канашĕн «За гуманизм и милосердие» тата Петр Великий ячĕллĕ наци премийĕ-сен лауреачĕ, 2013 çултанпа пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕ, 2015 çултанпа – Анлă информаци управленийĕн пĕтĕм тĕнчери академийĕн корреспондент-членĕ , ЧР Елчĕк районĕн Хисеплĕ çынни.
Çăмăл атлетикăпа спорт маçтăрĕн кандидачĕ.
Патшалăхăн тата обществăлла организацисен наградисене тивĕçнĕ: ăна Петр Великий орденĕпе (2-мĕш пусăм), «За ратную доблесть», «За верность присяге», Г.К.Жуков тата ытти медальсемпе, кĕпĕрнаттăрăн Хисеп Грамотипе наградăланă.
 
: 310, Хаçат: 6 (1355), Категори: УОЧНКА

Комментарисем:

Tuesday (2016-06-30 11:23:22):
I would like to thnkx for the efforts you have put in writing this blogĕ I am hoping the same hid-rghage blog post from you in the upcoming alsoĕ In fact your creative writing skills has inspired me to get my own site nowĕ Actually the blogging is spreading its wings rapidlyĕ Your write up is a great example of itĕ

Jeanne (2016-07-02 02:26:05):
Pecfret<Ӳa> shot! Thanks for your post!

Jock (2016-07-02 08:44:46):
Play inartmfoive for meĔ Mrĕ internet writerĕ http,ӲӲnomgvhoĕcom [urlçhttp,ӲӲvptmorii pqĕcom]vptmoriipq[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲcamelvf ĕcom]camelvf[Ӳlink]

Dahrann (2016-07-04 20:47:25):
Hahaĕ I woke up down todayĕ You've cheeerd me up! http,ӲӲhukxfldrjĕco m [urlçhttp,ӲӲbhvtabvj azĕcom]bhvtabvjaz[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲygtnokĕ com]ygtnok[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: