Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн сопредседателĕпе, облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн çĕнĕ председателĕпе Олег Мустаевпа тата кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçипе Владимир Сваевпа тĕлпулу ирттернĕ.
-Облаçри чăвашсене пĕрлештерекен автономин тĕп ĕçĕ – халăх йăли-йĕркипе культурине, тăван чĕлхене сыхласа хăварасси, Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçлесси. Владимир Сваев Олег Мустаева ĕçлеме пултаракан организацие парса хăварчĕ. Мĕн пуррине упраса малашне аталантарса ĕçлемелле. Чăваш халăхне культура йăли-йĕркипе паллаштарассипе ытларах тăрăшмалла. Ульяновск облаçĕнче чăваш чĕлхи час-часах янăрани савăнтарать: шкулсенче тăван чĕлхене вĕренеççĕ, кашни çулах районсенче тата облаçра Акатуй иртет, «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм кун çути кураççĕ, Наци ялĕнче чăвашсен кил-çурчĕ те кĕçех чĕрĕлĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕ-нчи хушăвне пурнăçласа регионта наци политикин стратегине йышăннă. Унăн планне нумай мероприяти кĕртнĕ, çав шутра Кĕрсăри, Акатуй, «Чăваш шăпчăкĕ», «Путене», Чăваш чĕлхипе культурин кунĕ.
- Эпир малашне те Владимир Сваевпа пĕрле килĕштерсе ĕçлеме палăртатпăр. Пирĕн пĕр тĕллев – ĕмĕртен сыхланса юлнă йăла-йĕркене тата культурăна сыхласа хăварса тытса пырасси, нацин харпăр ăнланăвне çирĕплетесси, çамрăксене воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрасси, - тенĕ Олег Мустаев.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр УОЧНКАн отчетпа суйлав конференцийĕ хыççăн председателе суйланă Олег Мустаева саламланă май Владимир Сваева тав тунă, унăн ĕçне пысăк хак панă, вăл малашне те чăваш чĕлхипе культурине аталантарассишĕн ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.
Владимир Сваев муниципалитетсенче наци ыйтăвĕпе ĕçлекен кĕпĕрнаттăрăн шаннă çынни пулса тăрать, районсенчи Наци канашĕн ларăвĕ-сенче регион пуçлăхне улăштарать.
Тĕлпулура çаплах çемье тата демографи политикипе çыхăннă ыйтусене, наци спорчĕпе услама аталантарассине, Çăварнипе çыхăннă мероприятисене епле йĕркелемеллине сӳтсе явнă. Кĕпĕрнаттăр облаçри халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Нацисен туслăх кунне палăртма сĕннĕ.
 
: 220, Хаçат: 6 (1355), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: