Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейĕн пĕрлештернĕ команди (тренерĕ – Сергей Мяус) Ульяновскра мечĕ-кпе хоккейла выляссипе иртнĕ 36-мĕш тĕнче чемпионатĕнче çĕнтерчĕ.
Раççейĕн пĕрлештернĕ йышĕн капитанĕ Сергей Ломанов финсен хапхине виçĕ гол кĕртнĕ.
Ульяновскри «Труд» стадионта иртнĕ финалта Раççей команди Финлянди хоккеисчĕсене 6:1 шутпа çĕнтернĕ. Чемпион кубокне тата ылтăн медальсене çĕнтерӳçĕсене Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тата Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов панă.
Раççей спорт министрĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ команди лайăх вылянине палăртнă.
-Кăçал тĕнче чемпионачĕ Раççейри питĕ илемлĕ хулара, Ульяновскра, иртрĕ. Вăл малашне те пысăк ăмăртусене хăйĕн патĕнче йышăнма пултарасси пирки иккĕленместĕп. Регион вырăнта спорт аталантăр тесе нумай ырă ĕç тăвать. Юлашки пилĕк-çичĕ çул хушшинче кунта 42 спорт комплексĕ çĕкленсе ларнă. 2018 çулта Ульяновск футболпа иртекен тĕнче чемпионатне килекен пĕр командăна йышăнĕ. Спортсменсем кунта пурăнĕç тата тренировкăсем ирттерĕç, - пĕлтернĕ Виталий Мутко.
Регион пуçлăхĕ Ульяновск облаçне ăнăçусем çĕнсе илме аталану ĕçĕсене тĕрĕс ертсе пыни пулăшнă тенĕ. «Эпир укçана экономикăна çеç мар, çынсен ăсталăхне аталантарнă çĕре те хыватпăр. Çав шутра – спорта, культурăна, вĕренĕве çĕклеме те,- тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Чĕмпионата вĕçлекен ăмăрту «Труд» стадион трибунисем çинче 15 пин çын пухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Тольяттирен, Саратовран, Красногорскран, Хусантан, Мускавран, Красноярскран, Иркутскран килсе çитнĕ. Пурне те хуламăр ăшшăн кĕтсе илнĕ.
 
: 584, Хаçат: 6 (1355), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: