Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри чăвашсем наципе культура автономийĕн пиллĕкмĕш отчетпа суйлав конференцине 91 делегат килсе çитрĕ. Мероприятии пуçланас умĕн вĕсен кăмăл-шухăшне ыйтса пĕлтĕмĕр. Делегатсене панă ыйту пĕр пулчĕ: паянхи конференцирен мĕн кĕтетĕр тата малашне еплерех ĕçлесшĕн/
 
Г.И. Кондратьев (Инза районĕ).
- Малтан отчет итлесе пăхасшăн. Кайран мĕн кĕтесси паллă пулать. Паллах, лайăх енне улшăнусем кĕтетпĕр. Пирĕн районта чăвашсем сахал, чăвашсем уйрăм тĕпленсе пурăнакан ялсем çук, ытти çĕртен куçса килнисем кăна. Çавăнпа пирĕн уйрăм организаци те çук. Эпĕ хам район администрацийĕ çумĕнчи национальноçсен канашĕнче, манпа пĕрле тата 2-3 хĕрарăм. Эпир вĕсемпе нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетессипе иртекен районти мероприятисене хутшăнатпăр, юрăсем юрлатпăр, сăвăсем вулатпăр. Паллах, пирĕн районта та Чăваш культурин кунĕсене йĕркелес килет. Хальлĕхе вăй çук. Тен, малашне пулăшĕç.
Е.К. Сулагаева (Чăнлă районĕ).
- Çĕнĕлĕхсем кĕтетпĕр. Конференцие лайăх ирттерме сунатпăр. Малашне те ăнăçлă ĕçлесчĕ. Паллах, ĕçре çителĕклĕ нихçан та пулмасть, пулмалла та мар – шав ĕçлемелле, малалла каймалла.
В.Л. Конюхов (Çинкĕл районĕ).
- Малашне пирĕн районта чăвашлăх ĕçĕ аталанасса, ĕçлеме çăмăлтарах пуласса шанатпăр. Кăшт та пулин пулăшу парасса кĕтетпĕр. Иртнĕ çул эпир Чăваш Республикинче иртнĕ тăватă конкурс-фестивале хутшăнтăмăр – пĕрре те пулăшмарĕç. Малашне апла ан пултăр.
П.И. Барышников (Мелекесс районĕ).
- Конференцирен, паллах, отчет кĕтетпĕр. Малашне тата авантарах ĕçлес килет. Пирĕн районта Акатуйсем кашни çул иртеççĕ, ытти нумай мероприяти йĕркелеççĕ, концертсем те час-часах пулаççĕ. Кун пек ĕç мана килĕшет.
Л.В. Краснова (Çинкĕл районĕ).
- Мĕн те пулин интереслине кĕтетпĕр. Малашнехи плансем пирĕн пысăк. Хамăр тăрăхра эпир П.И.Ишутовăн асăну тата А.Ф.Юманăн пултарулăх каçĕсене тата Анатолий Федоровичпа тĕлпулу ирттересшĕн. Анчах пирĕн тĕп тĕллев – шкула сыхласа хăварасси. Ялта ача сахал çуралнипе вĕренекенсен шучĕ чакать. Апла пулин те пирĕн ачасем питĕ хастар, районти, облаçри кашни мероприятие хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
З.П. Портнова (Сăр районĕ).
- Пирĕн часрах чăваш ялĕнчи чăваш музейне уçмалла. Тата Ульяновск хулине пырса кĕнĕ çĕрте Чĕмпĕре 860 çулта йĕркелени пирки паллă лартасси пирки шутламалла. Çак палла вырнаçтармалла. Чĕмпĕр хулине 1648 çулта йĕркеленĕ тесе çырни тĕрĕс мар вĕт. Хамăр район пирки каласан - пирĕн чăвашсем нумай мар, апла пулин те кашни çул область Акатуйне килетпĕр, районти «Туслăх кăшăлĕ» уява хутшăнатпăр.
Е.Л. Уресметова (Çĕнĕ хула).
- Чăвашсемпе пĕрле пулас килет, чăвашлăх ĕçĕнче çамрăксене нумайрах курас килет. Мероприятисене ытларах ирттерсен питĕ аван пулĕччĕ, чăваш халăхне концерт-спектакльсе мпе хавхалантармалла. Эп хам алĕçне кăмăллатăп: çĕлетĕп, тĕрлетĕп. Малашне цех уçма та кăмăл пур. Хастар хĕрарăмсем пайтах пирĕн чăвашсен. Пĕрле ĕçлес килет.
Н.Д. Розов (Çĕнĕ хула).
- Эпĕ тăнăçлă пурнăç кĕтетĕп. Харкашмасăр, лăпкă, пĕр тикĕс малалла та пĕрле килĕштерсе ĕçлеме май пултăр. Ман шутпа, суйлавра тем улăштарма кирлĕ мар. Çĕнни ĕнтĕ пирĕн куç умĕнче. Демократсем – Горбачевпа Ельцин – килчĕç те веç салатса çĕмĕрсе пĕтерчĕç, çĕршыва сутрĕç. Эп асăрхануллă çын. Сĕре харкашма юрамасть. Пирĕн, чăвашсен, хамăра шанса пурăнмалла. Эп ĕнтĕ ватăлтăм, сĕре хытă ĕçлейместĕп, анчах хастар çамрăксем пур.
П.Н. Морозов (Ульяновск районĕ).
- Малалла тата лайăхрах ĕçлемелле. Ытларах çамрăксене воспитани парас, тăван чĕлхене вĕрентес ыйтусене тимлĕх уйăрмалла. Çак ыйту хытă пăшăрхантарать. Чăвашлăх ĕçĕнче улăштаракан çамрăксене çитĕнтермелле.
Н.Н. Краснова (Чăнлă районĕ).
- Пирĕн районта чăвашсем йышпа чи нумаййи. Конференцире чăвашлăх ĕçĕнчи çитĕнӳсем пирки, малашлăхра мĕн кĕтни пирки илтес килет. Хамăр халăх чĕлхипе культури ӳссе аталантăр, чечеклентĕр, мероприятисем илемлĕрех те чаплăрах, сумлăрах иртчĕр. Ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарччăр. Юрлатăр пирĕн халăх! Ульяновск облаçĕнчи пур чăваша ăнăçу, телей, сывлăх сунатăп.
В.Н. Головин (Вешкайма районĕ).
- Пире лайăх, тĕрĕс ертсе пыракан аван пуçлăх пултăр. Вăл каланипе эпир ĕçлесе пыма хатĕр. Малашне тата авантарах ĕçлес килет. «Паян лайăх, ыран тата лайăхрах пултăр» девизпа пурăнатпăр эпир, чăвашсем. Иртнĕ çул Акатуй йĕркелесе ирттертĕмĕр, ачасем конкурссемпе фестивальсенче çĕнтерчĕç. Пирĕн «Сарпике» клуб ĕçлет, чăваш ачисен «Çăлкуç» юрă ушкăнĕ пур. Районти, облаçри мероприятисене хутшăнмасăр юлман.
З.М. Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск).
- Ырă ĕçсем пуласса, малашне те çаплах лайăх ĕçлессе кĕтетĕп. Эпир чăвашсемшĕн ĕçленĕ, ĕçлетпĕр тата ĕçлесчĕ. Çапла пултăр!
 
: 631, Хаçат: 6 (1355), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: