Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ырă кун, хисеплĕ делегатсем, кăмăлран чĕннĕ хăнасем!
 
Паян эпир «Киндяковка» Культура керменĕнче тăватă çул хушшинче тунă ĕçсене пĕтĕмлетме тата чăваш культурин малашнехи çул-йĕрне палăртма, Ульяновск облаçĕн социаллă экономикине аталантарас ĕçе хамăр епле хутшăнса вăй хумаллине сӳтсе явма пухăнтăмăр.
Ульяновск облаçĕ малалла кăна аталанмалла!
Пирĕн облаçа кĕпĕрнаттăр тата Ульяновск область Правительствин председателĕ С.И.Морозов çак тĕллевпе ертсе пырать.
Çак иртнĕ çулсем хушшинче облаçра социаллă экономика аталанăвĕнче сахал мар пысăк улшăну пулса иртрĕ. Çĕнĕ культура политикине аталантарса кашни çыннăн хăй евĕрлĕ пултарулăхне çĕклесе пурнăçлама майсем туса парас енĕпе пысăк утăмсем тунă.
Ульяновск область Правительстви тĕрлĕ наци çыннисене хăйсен пултарулăхне палăртма хăтлă условисем туса панă, вăл Ульяновск облаçĕн чечекленĕ-вне çакăнта курать.
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ çумĕнче туса хунă национальноçсен хăйневĕрлĕхне упраса хăвармалли ыйтусене хускатса вĕсене малалла аталантармалли ыйтусене сӳтсе яваççĕ, тĕрлĕ тапхăра ĕç планĕсене палăртаççĕ.
2014 çултанпа районсенче йĕркеленĕ муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕсем ĕçлеççĕ, вĕсене районсенчи администраци пуçлăхĕсем ертсе пыраççĕ. Канашсен йышне тĕрлĕ наци представителĕсем кĕреççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ытти обществăлла пĕрлешӳсемпе наци ăнланулăхне ӳстерес тата вырăнта пурăнакансен гражданлăхне çирĕплетес, общество пурнăçĕнче вĕсен активлăхне ӳстерес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлет, çапла вара социаллă экономика аталанăвне ӳстерессишĕн тивĕçлĕ вăй хурать.
Ĕçтăвкомăн тата Ульяновск облаçĕ-нчи чăвашсен мĕнпур общественноçĕн тухăçлă ĕçне С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск облаçĕнчи власть органĕсем тата облаçри районсенчи муниципалллă пĕрлешĕвĕсем вырăна хураççĕ, ырласа йышăнаççĕ. Ĕçтăвком хăйĕн мĕнпур йĕркелӳ ĕçне чăваш халăх культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе туса пырать.
Пирĕн халăх пуласлăхĕ чăваш чĕлхине упраса хăварассинче пулнине эпир пурте лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн хитре чăваш чĕлхи пур чухне чăваш халăхĕ пĕтмест. Паян эпир çакна çирĕплетсе калама пултаратпăр: РФ халăхĕсен чĕлхисем çинчен калакан саккун обществăлла пурлăхсен системинче таса та сăваплă культура пурлăхĕ пулса тăрать, вăл халăхсен наци туйăмне сӳнме памасть.
Пирĕн облаçра тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Çавна май С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр тата Правительство председателĕ вырăс мар халăхсене тăван чĕлхене тĕпчесе вĕрентес, хăй халăх историне, культурине тишкерме кирлĕ условисем туса парассишĕн активлă ĕçлет. Раççейри вĕренӳ тытăмĕнче пулса иртекен реформăсен тӳнтер енĕсем тĕл пулкалаççĕ пулин те облаçри шкулсенче учительсемпе ачасем историе, культурăна тата тăван чăваш чĕлхипе кăсăкланса вĕренесси чакмасть. Кунта тăван чĕлхене вĕрентекен учительсен, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн, Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳ тата наука министерствин тӳпи пысăк. Эпир пĕрле чăваш наци пĕлӳ системине тытса тăма пултартăмăр. Халĕ халăхăмăрăн чĕлхине, историне, культурине тĕрлĕ майпа 2077 шкул ачи вĕренет. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 145 ытларах. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 87 шкулта 81 ача пулнă. 15 шкулта 814 ача тăван чĕлхе предметне вĕренеççĕ, унччен 14 шкулта 682 ача вĕреннĕ.
Барăш районĕ – 1 шкул (61 ача)* Майна районĕ – 1 шкул (21 ача)* Мелекесс районĕ – 1 шкул (13 ача)* Кăлаткăпуç районĕ – 1шкул (20 ача)* Ульяновск хули – 2 шкул (93 ача)* Чăнлă районĕ – 8 шкул (571 ача).
Кăçал Çĕнĕ Малăкла районĕнче 1 шкул (35 ача) хутшăнчĕ. 1263 ача (иртнĕ вĕренӳ çулĕпе танлаштарсан 132 ытларах) 78 шкулта чăваш халăх культурипе йăли-йĕркине ытти тĕрлĕ меслетсемпе тĕпчеççĕ. Факультативсемпе кружоксем Майна, Çĕнĕ Малăкла, Çинкĕл, Кăлаткăпуç, Сăр, Чартаклă, Тереньга, Ульяновск, Чăнлă районĕсенче ĕçлеççĕ. Ульяновск хулипе Димитровградра, Вешкайма тата Мелекесс районĕсенче çĕнĕрен уçăлнă. Ульяновск, Чартаклă районĕ-сенче, Ульяновск хулинче шкулсен шучĕ ӳснĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче облаçри 57 шкулта 1584 ача Атăл тăрăхĕнчи халăхсен йăли-йĕркине, культурине тишкерет.
Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри йывăрлăхсене татса парас тĕллевпе Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви ĕçтăвкомпа пĕрле чăваш чĕлхи учителĕсен облаçри конференцийĕсене, чăваш чĕлхи учителĕсен облаçри конференцийĕсене ирттерет, чăваш чĕлхине шкулсенче мĕнле вĕрентнине кайса тĕрĕслет. Йывăрлăхсене августри канашлусенче, учительсен канашлăвĕсенче, Чăваш чĕлхипе культурин кунĕсенче сӳтсе яваççĕ.
Тăван чĕлхепе литература олимпиадисене ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Вĕренӳпе ăслăлăх министерстви 2015 çулта районсенче 20 хутчен тăван чĕлхе олимпиадисене ирттернĕ. Вĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕренекен 11 ача хутшăннă. Пухтелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхене вĕренекен Андрей Мускин, Ирçелĕнчи шкулта вĕренекен Кирилл Ржата, Çĕнĕ Улхашри шкулта – Дина Ендеева лайăх пĕлӳ илнине кăтартнă. Чăваш чĕлхипе литературин регионсем хушшинчи олимпиадăра та пирĕн ачасем мала тухнă. Ку олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви ирттернĕ. Унта 9-мĕш класра вĕренекен Кирилл Ржата (Ирçел шкулĕ), 11-мĕш класра вĕренекен Дина Ендеева (Çĕнĕ Улхаш шкулĕ) хутшăннă. Пурте Чăнлă районĕнчен.
Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре учительсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
Хăйсен ĕçĕнче пултарулăхри çĕнĕ меслетсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен çак учительсем ăнăçлă ĕçлеççĕ: Лидия Федоровна Ярославская, Зинаида Николаевна Ярославская (Майна районĕ)* Надежда Михайловна Сайгушева, Нина Николаевна Кушты, Светлана Федоровна Кудряшова, Елена Кузьминична Сулагаева, Зоя Владимировна Головина, Светлана Валериановна Телеева, Светлана Ильинична Мигукова (Чăнлă районĕ)* Валентина Васильевна Черкасова (Кăлаткăпуç районĕ)* Татьяна Валерьевна Рупасова (Барăш районĕ)* Светлана Николаевна Федорова (Çĕнĕ Малăкла районĕ)* Светлана Васильевна Яковлева, Валентина Викторовна Прохорова (Ульяновск районĕ)* Лариса Петровна Батюк (Николаевка районĕ)* Валентина Викторовна Киргизова (Димитровград хули)* Алена Владимировна Катерисова, Ирина Владимировна Мещанова, Светлана Анатольевна Марышева, Елена Михайловна Краснова (Ульяновск хули)* Елена Владимировна Краснова (Çинкĕл районĕ)* Людмила Петровна Иванова (Тереньга районĕ)* Татьяна Николаевна Судакова (Чартаклă районĕ) тата ытти те. Мĕнпур учительсене тӳрĕ кăмăллă ĕçшĕн пысăк тав!
Тăван чĕлхене вĕрентекен учительсене тупса палăртас тата вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хаклас тĕллевпе 2014 çулхи декабрĕн 8-18 -мĕшĕсенче «Тăван чĕлхене чи лайăх вĕрентекен» ятлă конкурса виççĕмĕш хутчен ирттернĕ.
«Чăваш чĕлхи учителĕ» номинаципе иртнĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Ирçелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул учительне Надежда Михайловна Сайгушевана 1-мĕш пусăмлă диплом тата 25 пин тенкĕ парса чысланă.
Иккĕмĕш пусăмлă диплом тата 15 тенкĕ укçан преми Кивĕ Улхашри вăтам пĕлӳ паракан шкул учителĕ Надежда Кузьминична Сулагаева тивĕçнĕ.
Виççĕмĕш пусăмлă диплома тата 10 пин тенкĕ укçа Луговойри вăтам пĕлӳ паракан шкул учительне Алена Владимировна Катерисована парса чысланă. Майна районĕнчи Чӳрекелĕ-нчи шкул учительне Лидия Федоровна Ярославскаяна «Наставник-учитель» дипломĕпе наградăланă.
Конкурс çĕнтерӳçи Н.М. Сайгушева Мукавра иртнĕ тăван чĕлхе учителĕсен пĕтĕм Раççейри мастер-класс списокне кĕме тивĕçлĕ пулчĕ.
Тăван чĕлхе кабинечĕсен вĕренӳпе техника никĕсне аталантарса пырас тĕллевпе облаçра çулсерен тăван чĕлхе кабинечĕсен смотрне ирттеретпĕр.
«Чи лайăх чăваш кабинечĕ» номинацире çаксем çĕнтернĕ:
1-мĕш вырăн – Вăта Тимĕрçенти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул (учителĕ Светлана Ильинична Мигукова)*
2-мĕш вырăнсене – Анат Тимĕрçен шкулĕ (вĕрентӳçи Светлана Валериановна Телеева) тата Барăш районĕнчи Ĕшкери вăтам шкул (Татьяна Валерьевна Рупасова) пайланă*
3-мĕш вырăнсене – Упамсарти вăтам шкул (учителĕ Светлана Николаевна Федорова) тата Бахтеевкăри вăтам шкул (Валентина Васильевна Черкасова)*
Наци культурине упраса хăварма халăхра историлле астăвăма калăпласа çитерме Çар тата Ĕç Мухтавĕн музейĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Учительсенчен чылайăшĕ музей туса йĕркелес ĕçе хутшăнать. Ĕшкере, Кивĕ Сахчара, Чӳрекелĕнче, Чăвашкасси тата Çĕнĕ Улхаш ялĕсенче, Кивĕ Улхашра, Ульяновскри 55-мĕш шкулта тата ытти çĕрте те шкул музейĕсене лайăх йĕркеленĕ.
Халĕ вĕренӳ министерстви автономипе пĕрле облаçри этнографи музейĕсен конкурсне ирттерет.
Çĕнĕ Улхашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев музейĕ (Чăнлă районĕ) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсанти пĕтĕмĕшле вăтам шкулăн «Чăваш кил-çурчĕ» музей – 2-мĕш вырăнта.
Карсун районĕнчи Белозерскинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулăн «Чăваш халăх культури» музейĕ – 3-мĕш вырăнта.
Вешкайма районĕнчи Каркелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулти «Чăваш халăх еткерлĕхĕ» музей – 3-мĕш вырăнта.
Çак тĕслĕхсем пурте учительсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ чăваш халăх историйĕпе культурин тымарĕсемпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçлани çинчен калаççĕ мар-и/ Асăннă конкурссем пурте пирĕн автономи ĕç планĕпе тӳрремĕнех çыхăнни çинчен калаççĕ. Куншăн чи малтанах Ф.Т. Улендеевана тав тумалла.
Чăваш чĕлхине, историне тата культурине тĕпчесе вĕренме облаçра мĕнпур майсем туса хунă. Туса ирттерекен ĕçсемшĕн, ачасене воспитани парассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн учительсене, шкул директорĕсене тав тумалла. Вĕсем наци вĕренĕвне аталантарма кирлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Уйрăмах Ирçелĕнчи вăтам шкул директорне Валерий Михайлович Горбунова, Анат Тимĕрçенти вăтам шкул директорне Юрий Александрович Аппанова, Кивĕ Улхашри вăтам шкул директорне Надежда Викторовна Шахинана, Çĕнĕ Улхаш шкул директорне Надежда Михайловна Утриванована, Уличери шкул директорне Надежда Викторовна Жигалинана, Вăта Тимĕрçенти шкул директорне Лидия Сергеевна Авасевана, Ялавăрти шкул директорне Михаил Алексеевич Разубаева, Ĕшкери шкул директорне Эльмира Нимуллаевна Бахтиозинана, Упамсарти шкул директорне Альбина Владимировна Долгована ырă ĕçсемшĕн тав тăвас килет.
Облаçри специалистсем чăваш пĕлӳ тытăмне аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленине те палăртмалла – Ф.Т.Улендеевана, В.А.Архипована, Г.Д.Юдинана (Ф.Т.Улендеева вырăнне ĕçлеме килнĕскер) пысăк тав.
Çав вăхăтрах йывăрлăхсем те сахал мар-ха. Тĕп ыйту вăл чăвашсенче - хамăрта. Пĕр-пĕринпе чăвашла калаçма, ачасене çемьере тăван чĕлхепе калаçма вĕрентме, халăх йăли-йĕркипе культурине йышлатса пыма пире никам та чăрмантармасть.
Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче В.А.Архиповапа вĕренӳ министерстви шкулсене учебниксемпе тивĕçтерме лайăх никĕс хурса хăварчĕç. Çапла вара ку шкул ачисене учебниксемпе тивĕçтермелли тытăм пулса тăрасса шанас килет. Ку енĕпе вĕренӳ министерствипе чăваш кĕнеке издательстви пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă, муниципаллă пĕрлешӳсем проблемăна татса пама пуçăнма килĕшнĕ. Куна пирĕн вĕренӳ министрĕ Е.В. Уба виçĕ автономи представителĕпе пĕрле ирттернĕ канашлура çапла каларĕ: «Пирĕн ачасене çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те воспитани памалла». Ахальтен мар ĕнтĕ ку вĕренӳ çулĕнче иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăтартусем те лайăхланчĕç.
Шел, педуниверситет çумĕнчи наци уйрăмĕсем ĕçлеме чарăнчĕç. Эпир те, тутарсем те вĕренӳ ушкăнĕ йĕркелеме 25 çын пухаймарăмăр. Ку урăх сăлтавран та килчĕ: шкул пĕтерсе тухакан ачасем халĕ пĕр вăхăтрах темиçе аслă шкула вĕренме кĕме заявлени пама пултараççĕ, çапла вара педуниверситета кĕме заявлени панисем хăйсен шухăшне улăштарчĕç, кĕме шутланисем педуниверситет палăртнă чухлĕ балл пухайман.
Чăваш чĕлхи учителĕсем пирĕн 81 çын. Вĕсенчен 20-35 çулхисем – 13 çын (16-16,5 процент), 36-50 çулхисем – 42 çын (55 процент), 50 çултан иртнисем – 26 çын (32,5 процент). Çапла вара çамрăксем сахалли курăнать.
Пирĕн Çинкĕлти педколледжпа таччăнрах çыхăнса ĕçлемелле. 8-9 –мĕш классенче вĕренекенсене Çинкĕлти педколледжа кĕме хатĕрлемелле.
Кружоксемпе факультативсем илсе пыракан учительсен пĕлĕвне ӳстерме тăрăшмалла. Ыйтăва татса памалли çул-йĕр шырамалла.
Ĕçтăвком халăх культурине тĕрлĕрен мероприятисем ирттерсе аталантарас енĕпе пысăк ĕç илсе пырать, çапла вара тăван чăваш чĕлхине тĕпчесе вĕренме, тăван историне тишкерме, халăх йăли-йĕркипе культурине аталантарма тăрăшать.
Ӳсекен çамрăк ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе кирлĕ ĕçсен тытăмне туса хунă темелле. 3-10 çулхи ачасемпе çулсерен «Путене» конкурс-фестиваль ирттеретпĕр. 2015 çулта ăна октябрĕн 23-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура çуртĕнче ирттертĕмĕр, унта 225 ача хутшăнчĕ. Çав фестивале ача сачĕсем, районсенчи, ялсенчи тата хуласенче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи пуçламăш шкул ачисем хутшăнчĕç.
Фестивальсем илемлĕ иртеççĕ. Çакнашкал уявсене кашни районтах, кашни шкултах, ача сачĕсенче ирттерсен аван пулмалла, ун чухне ашшĕ-амăшĕ ачасем тăван чĕлхепе культурăна пĕлни епле аван пулнине хăйсемех курса ĕненме пултарĕччĕç.
Фестивале хутшăннă 225 ачана дипломсемпе парнесем панă. Çĕнтерӳçĕсем дипломсемпе медальсене тивĕçнĕ.
2015 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче «Строитель» Культура керменĕнче «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурс-фестиваль иртрĕ. Унта 11-18 çулхи ачасем пурĕ 100 çын хутшăннчĕç. Хитре тумлăскерсем чăвашла сăвăсем вуларĕç, юрă юрлама та ăста.
2014 çулта «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль ирттернĕччĕ. Çак икĕ фестиваль икĕ çулта пĕр хутчен пулса иртет.
«Сарпике» конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Вăл пирĕн автономие çеç мар, Раççейри мĕнпур чăваша илем кӳрет. Паян конкурс çамрăксене чăннипех илĕртет, вĕсене тăван чĕлхепе культурăна юратма вĕрентет. Ку уйрăмах пулас ача амăшĕсене кирлĕ.
Çак конкурс-фестивальсе м пурте вĕренӳ министерстви, ЦНК пĕрле хутшăнса вăй хунипе пулса иртеççĕ. Вĕсене йĕркелекенĕсем чăваш чĕлхи учителĕсем, вĕсен ĕçне Чăваш культура центрĕн ертӳçи И.В. Гаврилова илсе пырать.
Чăваш культура центрĕ хăйĕн ĕçне лайăхлатрĕ темелле, ăна И. В. Гаврилова вунă çул ытла ертсе пырать. 2015 çулта вăл чăваш тум-юмĕн фестивальне ирттерчĕ. Ку культура пурнăçĕнчи тепĕр утăм пулса тăчĕ. Центр уйрăмах çамрăксемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.
Чăваш çамрăкĕсен канашне 2005 çултах йĕркеленĕ, юлашки тăватă çул хушшинче ăна УлППУ студентки Алена Краснова ертсе пычĕ.Ĕçтăвкомпа центр хăйсен мĕнпур ĕçне çамрăксен канашĕ хастар хутшăннипе туса пынă.
Музыкçăсем çукки пысăк ыйту шутланать. Баянистсем çуккипе «Илем» ушкăн «Киндяковка» Культура керменне вырнаçрĕ. Ĕç укçи пĕчĕк пулнипе культурăпа çутĕç училищи специалистсем кирлĕ таран хатĕрлеймест, епле пулсан та пирĕн культура училищипе тачă çыхăнса ĕçлемелле, пултаруллă ачасене тупса вĕсене çак училищĕне вырнаçтармалла.
Ĕçтăвком хăйĕн ĕçĕнче наци спортне аталанатарас тесе сахал мар вăй хурать. Пирĕн çамрăксем мини-футболпа, пляж çинчи футболпа халăхсен хушшинчи турнирсене хутшăнаççĕ, тепĕр чухне вĕсем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пирĕн çамрăксем уйрăмах кĕрешĕве юратаççĕ.
2006 çулта эпир «Кĕрешӳ» федерацине йĕркелерĕмĕр. Унăн президентне Виталий Владимирович Софронова суйларăмăр. В.С.Рахманова асăнса тата Акатуйра ăмăртусем иртеççĕ. Пирĕн кĕрешӳçĕсем Шупашкарта иртекен тĕрлĕ турнирсене хутшăнаççĕ.
Шупашкарта çулсерен чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» конкурсне пирĕннисем те хутшăнаççĕ. 2015 çулта автономи чысне Людмила Белова хӳтĕлерĕ. Конкурса ăна Станислав Толстов композитор хатĕрлерĕ. Людмила Белова Чăваш Республикинчен солистсем хушшинче конкурс дипломанчĕ пулса таврăнчĕ.
Юлашки çулсенче халăхăмăрăн культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕш тĕлне облаçра чăвашсен 28 художествăлла пултарулăх ушкăн ĕçленĕ. Çав шутра çитĕннисен коллективĕсем - 21, ачасен – 7. Тăватă ушкăна «Халăх ансамблĕ» ят панă. Кусем – «Эревет» (ертӳçи С.П. Толстов), «Шанăç» (ертӳçи В.Н. Игнатьева) тата Чăнлă районĕ-нчи Кивĕ Улхашри «Янра,юрă» ушкăн (ертӳçи Л. Шиваева), Димитровградри «Савăнăç» (ертӳçи И.Н.Иванюкова).
Ĕçтăвком членĕ В.Н. Игнатьева чăваш культурине аталантарассишĕн чун-чĕ-ререн тăрăшса ĕçлет, чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Вăл РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ. Облаçри, Мускаври тата Шупашкарти хисеп пьедесталĕ çине мĕн чухлĕ çамрăк чăваш ачине хăпартнă вăл. 2014 çулта вăл «Шанăç» ятпа çĕнĕ фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕ. Ушкăн кĕске вăхăт хушшинчех «Халăх ушкăнĕ» ята илме пултарчĕ. Пысăк тав сире, Валентина Николаевна! Тăван культурăна епле сыхласа хăварас ĕçре вăл пире пурсăмăра та ырă тĕслĕх кăтартать.
Светлана Николаевна Чернова ертсе пыракан «Огонек» ача-пăча ташă ушкăнĕ те пире савăнтарать. Ку вăл ачасемпе юратса ĕçленин тепĕр паха тĕслĕхĕ.
Паян пирĕн уявсемпе фестивальсенче Станислав Толстов ертсе пыракан «Эревет» коллектив, Димитровградри Ирина Николаевна Иванюкова ертсе пыракан «Савăнăç», Валентина Алексеевна Сымова ертсе пыракан «Палнай», Александр Николаевич Чурбанов ертсе пыракан «Илем», Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашри Люция Шиваева ертсе пыракан «Янра, юрă», Чăвашкассинчи Антон Кириллов ертсе пыракан «Шуçăм», Аслă Нагаткинти Александра Леонтьевна Синдюкова ертсе пыракан «Уйсас», Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи Петр Улюкин ертсе пыракан «Телей» ушкăнсем хутшăнмасăр пĕр уяв та, фестиваль те иртмест.
Чăваш культурине аталантарнă çĕрте Çĕнĕ Малăкла районĕнчи «Пилеш» ушкăн (ертӳçи Ирина Иванюкова),Николаевка районĕнчи Чăваш Сайманри тата Барăш районĕнчи Ĕшкери фольклор ансамблĕсен тӳписем пысăк. 2013 çулта Дмитрий Васильевич Кузьмин пуçарнипе «Сăрнай» ятпа арçынсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Музыка ертӳçи -- Виктор Андреевич Коваленко. Вĕсем кĕске вăхăтрах халăх кăмăлне тупма пултарчĕç.
Çак хушăра Чартаклă, Барăш, Николаевка, Çинкĕл, Чăнлă, Майна, Ульяновск районĕсенче Чăваш культура кунĕсене ирттернĕ. Халĕ Культура кунĕсем районсенчи администрацисенчи наци уйрăмĕсен управленийĕсен канашĕсем хутшăннипе иртеççĕ.
Çăварни, Кĕрхи сăра, Акатуй чăваш халăх уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ.
Акатуй уявĕ халĕ Çĕнтерӳ паркĕнче иртет. Унта 20 пин ытла çын пухăнать. Вăл çулсерен интереслĕрех иртет, курма пынисене тĕлĕнтерет. Унта Чăваш Республикинчен, Тутарстанран, Самар облаçĕнчен хăнасем пулаççĕ. Иртнĕ çул облаçри Акатуя 11 муниципаллă пĕрлĕх хутшăннăччĕ. Çаплах Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районĕ те хутшăнчĕ.
С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕ-пе Çĕнтерӳ паркĕпе Ипподромра наци кил-çурчĕн комплексĕ ӳссе лармалла. Унта тăхăр наци пĕрлешĕвĕ хăйĕн кил-çуртне кăтартмалла. Чăваш автономийĕ чăваш кил-çуртне чи малтан туса кăтартма пултарчĕ. Ăна «УльяновскЦентрГазСт рой» хăйĕн вăйĕпе тума пуçларĕ. Генеральнăй директорĕ – Владимир Артемьевич Федоров. Халĕ унăн ывăлĕ Артем Владимирович черетлĕ уяв тĕлне туса пĕтерме шутлать. Çакăн хыççăн вăл уçăлать. Эпир пурсăмăр та Федоровсене тав тума тивĕçлĕ. Акатуй уявĕсем облаçри ялсенче те иртеççĕ. Вĕсем Тереньга, Вешкайма, Николаевка, Барăш, Майна, Чартаклă, Чăнлă, Çинкĕл, Кăлаткăпуç районĕсенче иртрĕç. Хула Думин депутачĕ Николай Алексеевич Лазарев тата УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ Олег Николаевич Мустаев пуçарăвĕ-пе темиçе çул хушши ĕнтĕ Кĕрхи сăра уявĕ иртет. 2015 çулта çавнашкал уяв «Губернаторский» Культура керменĕ-нче иртрĕ.
Çăварни уявĕ Винновка ращинче иртесси йăлана кĕчĕ. Ăна УОЧНКА Чукун çул уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Николаевич Буяндуков ирттерет.
Халĕ çак уявсем пурте массăллă иртеççĕ. Вĕсене облаçри мĕнпур район тенĕ пекех хутшăнать. Чăваш Республикинчи культура министерствипе, республика филармонийĕпе, ЧНКпа, Чăваш драма театрĕпе, профессиллĕ артистсемпе, уйрăм коллективсемпе малалла та тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр. Профессиллĕ артистсен концерчĕсене, Чăваш драма театрĕн спектаклĕсене халăх юратса çӳрет.
Ĕçтăвком творчество интеллигенци çыннисен ĕçĕсене тимлесе тăрать. Пултарулăх çыннисемпе эпир чăннипех пуян. Пирĕн писательсен, поэтсен пултарулăхĕсем çинчен облаçра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен шутне Анатолий Федорович Ермилов-Юмана, Валентина Николаевна Игнатьева-Таравата, Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьята, Александр Михайлович Богатова кĕртмелле. Анатолий Сафронович Чебанов хайлавĕ-сем ку тарана çитсе те вулакансене тĕлĕнтереççĕ.
Мĕнпур поэтсемпе писательсен «Шевле» литпĕрлешӳре тăраççĕ. Вăл «Канаш» хаçат редакцийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. Ăна «Канаш» хаçат редакторĕ тата ĕçтăвком членĕ Николай Николаевич Ларионов ертсе пырать.
Поэтсемпе писательсем 100 яхăн кĕнеке кăларма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем автономин культура пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре вĕсен тӳпи калама çук пысăк.
Ульяновск хулинче пĕртен-пĕр наци библиотеки ĕçлет. 17-мĕш библиотека пекки Атăл тăрăхĕнче урăх çук темелле. Унта чăваш чĕлхипе тухнă 960 экземпляр кĕнеке упранать, вулакансен шучĕ – 509 çын. Кунта писательсемпе поэтсен тĕлпулăвĕсем, вулакансен конференцийĕсем, халăхсен туслăхĕн каçĕсем иртеççĕ.
Автономи ĕçне А.А. Мордовкин ертсе пыракан И.Я.Яковлев ячĕллĕ культурăпа çутĕç обществи хастар хутшăнать.
Чăваш Республикинчи таврапĕлӳçĕ-сен пĕрлĕхĕн Ульяновскри уйрăмĕ усăллă ĕçсем сахал мар тăвать. Ăна Н.А. Казаков ертсе пырать. Кунта Н.А. Казаковăн, А.М. Богатовăн, Н.К. Кадебинăн, Н.Д. Розовăн, М.А. Аляпкинăн, В.Е. Ярухинăн, Н.Г. Кондрашкинăн, Н.Н. Кирюшинăн кĕнекисем тухрĕç.
Семинарсене учительсене, шкул ачисене явăçтарассине йĕркеленĕ. Таврапĕлӳçĕсене малашне те ĕçтăвкомпа таччăн çыхăнса ĕçлеме, çĕнĕ те интереслĕ ĕçсемпе савăнтарма, чăваш ялĕсен энциклопедийĕсене çырса хатĕрлеме, çĕнĕ ăру çыннисем валли ял историйĕсене çырса пичетлеме сĕнес килет.
Эпир чăвашсен общество юхăмĕн хастар ветеранĕсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Вĕсем – Александр Михайлович Богатов, Нина Васильевна Ратаева, Александр Гаврилович Пешне, Надежда Ильинична Погодина, Евдокия Степановна Кирюшкина, Геннадий Петрович Улюкин, Елизавета Алексеевна Фурашова тата ытти те.
Вĕсем пурте чăваш юхăмне пуçарса яма çул уçса панăскерсем. Хăшĕ-пĕ-ри пирĕнтен уйрăлса та кайрĕ ĕнтĕ. Хăйсен ĕçне малалла аталантарма халалланăскерсен ячĕсене эпир нихăçан та манас çук.
Акă 25 çул хушши ĕнтĕ пирĕн облаçри чăвашсем «Еткер» телекăларăма кураççĕ. Унăн экранĕ çинче Олег Николаевич Мустаев чăваш халăх пурнăçне тата автономи ĕçтăвкомĕ халăхăмăрăн хăйнеевĕрлĕ культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине кăтартать.
Чăвашсем «Еткер» сенкер экран çинчен чăваш сăмахне, чăваш музыкине, юррисемпе чăвашсен пурнăçĕ çинчен калакан хыпарсене итлеме хаваслансах пухăнаççĕ. «Еткер» телепередача чăваш культурине аталантарас, чăвашсен наци туйăмне упраса хăварса çĕклес енĕпе калама çук пысăк ĕç илсе пырать.
Çаплах 26 çул хушши ĕнтĕ чăваш хаçачĕ «Канаш» тухса тăрать. Юлашки вăхăтра унăн содержанийĕ те самай лайăхланчĕ. Вăл хитре, тĕрлĕ тĕспе тухса тăнине те палăртмалла. Унта çĕнĕ рубрикăсем курма пулать, содержанийĕпе те тарăн. Хаçат журналисчĕсем районсене тухса çӳреççĕ, çынсемпе тĕл пулаççĕ, чăваш халăхĕн пурнăçĕ-пе автономи ĕçтăвкомĕн ĕçне анлăн çутатаççĕ.
Професси енĕпе те вĕсем пысăк шайра, вĕсем хушшинчен писательсемпе поэтсем тухрĕç. Елена Николаевна Мустаева, Елена Геннадиевна Алексеева, Валентина Алексеевна Ефимова хăйсен кĕнекисене кăларма пултарчĕç. Хаçат редакторĕ Николай Николаевич Ларионов хăй те сăвăсем çырать, кĕнекесем кăларать. Анатолий Григорьевич Дмитриев та лайăх сăвăсем çырать, вĕсенчен чылайăшне юрра хывнă. Çав юрăсене сцена çинче юрлаççĕ. Унăн та темиçе кĕнеке.
Пире хаçат тиражĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарть, нумайăшĕ чăваш халăхĕ çинчен савăнса калаçаççĕ, хăйсем вара «Канаш» хаçата çырăнса илмеççĕ. Ку вăл пирĕн пурнăçри пысăк çитменлĕх. Тăван чĕлхене маннисем валли хаçат çумне хушма кăларăм кăларас текен сĕнӳсем те пулчĕç. СМИ пуçлăхĕсемпе эпĕ ку сĕнӳ пирки нумай хутчен тĕл пулса калаçнă, хальлĕхе усси çук-ха. Кун валли СМИ пуçлăхĕсем тата 25 пин тенкĕ укçа хушса тӳлеме ыйтаççĕ. Çав вăхăтрах журналистсен йышне чакарасшăн, вĕсене çителĕксĕр тӳлеççĕ. Вăт çакнашакал лару-тăру.
Автономин районсенчи уйрăмĕсенчи ĕçсем самай лайăхланни сисĕнет. Вĕсене облаçри 18 районта йĕркеленĕ. Пирĕн облаçри районсенчи уйрăмсен председателĕсенче тăван халăх чĕлхине, йăли-йĕркипе культурине лайăх пĕлекен çынсем ĕçлеççĕ. Чăнлă районĕнче – Анатолий Александрович Узиков* Ульяновск районĕнче – Валентина Викторовна Прохорова* Тереньга районĕнче – Виктор Дмитриевич Филиппов* Барăш районĕнче – Людмила Михайловна Ильина* Чартаклă районĕнче – Ирина Ильинична Мишина* Кăлаткăпуç районĕнче – Валентина Васильевна Черкасова* Çинкĕл районĕнче – Александр Федорович Самаркин* Çĕнĕ Малăкла районĕнче – Сергей Александрович Сандрюков* Вешкайма – Виталий Николаевич Головин* Радищево – Валентина Петровна Штаева* Сăр районĕнче – Зинаида Петровна Портнова* Майна – Сергей Петрович Ярославский* Павловка районĕнче – Ирина Ивановна Мигукова* Николаевка районĕнче – Антонина Ивановна Юдина* Çĕнĕ Спасск районĕнче – Лидия Павловна Васильева* Çĕнĕ Ульяновск хулинче – Зоя Михайловна Рейтер* Ульяновск хулинчи Чукун çул районĕнче – Вячеслав Николаевич Буяндуков. Ырă ĕçсемшĕн вĕсене пысăк тав!
 
Хисеплĕ делегатсем!
IV отчетпа суйлав конференцийĕ-нче автономи ертсе пыракан органне – ĕçтăвкома – 27 çын суйланăччĕ. Ĕçтăвком членĕсенчен ытларахăшĕ хăйсен вăхăтне шеллемесĕр ĕçленине палăртмалла, вĕсем чăннипех те ырă ята тивĕçлĕ. Ĕçтăвком председателĕ пулнă май эпĕ ун членĕсене тухăçлăх тата пултарулăх кăтартса ĕçлеме сунса хам енчен йĕркелĕх, тӳсĕмлĕх, тӳ-ркăмăллăх кăтартма тăрăшрăм. Тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн, культурипе йăла-йĕркине аталантарассишĕн хастар ĕçленĕшĕн чылайăшне С.И. Морозов кĕпĕрнаттăрăн, Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕн А.А. Бакаевăн, Ульяновск хулин администрацин пуçлăхĕн М.П.Беспалован, Чăваш Наци Конгресĕн тата, паллах, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн Тав хучĕсемпе наградăланă.
Ĕçтăвком облаçри тата Ульяновскри саккунсем кăларакан тата вĕсене пурнăçлакан влаç органĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме тăрăшнă. С.И. Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск облаçĕн правительство пуçлăхĕ хута кĕрсе тăнине шута илнĕ, ахальтен мар кĕпĕрнаттăрăн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕн тивĕçĕсене тĕпе хурса ĕçленĕ. Районсенчи администрци пуçлăхĕсен, Ульяновск, Çĕнĕ Ульяновск тата Димитровград хулисенчи администраци пуçлăхĕсене ĕçре пулăшса тăнăшăн тав тумалла.
Уйрăмах Чăнлă район пуçлăхне Ханяфи Валиевич Рамазанова асăнса хăварас килет. Мероприятисенчен ытларахăшĕ çав районта пулса иртет. Вăл чăвашсем ытларах тĕпленсе пурăнакан район . Кунта чăваш чĕлхи, халăхăмăрăн культурипе йăли-йĕрки сыхланса юлнă. Ахальтен мар унтан чăваш шăпчăкĕ-сем, сарпикисем, ăмăрту призерĕсем тухаççĕ. Чăнлă район администрацийĕ пулăшнипе вĕсем конкурссемпе фестивальсенче мала тухаççĕ.
Ĕçтăвком хăйĕн ĕçне планпа, «Наципе культура автономийĕсем çинчен», «РФ халăхĕсен чĕлхисем çинчен», «РФ халăхсен чĕлхисем çинчен», «РФ пĕрлешĕвĕсем çинчен» калакан саккунсемпе, автономи Уставĕпе килĕшӳ-ллĕн туса пынă. Вĕренӳпе ăслăлăх министерствипе, облаçри ӳнер тата культура политикин министерствипе, ЦНКпа, ЦВРНКАпа, тутарсемпе мордвасен культура автономийĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçленĕ. Уйрăмах пысăк мероприятисене облаçри Наци канашĕнче С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр çирĕплетнĕ хыççăн плана кĕртсе пынă.
Халĕ эпир Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çуртра вырнаçрăмăр. Çав çуртрах автономи ĕçтăвкомĕ, «Канаш» хаçат редакцийĕ, «Кĕрешӳ»федерацийĕ валли пӳлĕмсем уйăрнă. «Еткер» телеперадача та ĕçлет кунта. Çак çурта чăвашсен усламçисен «Эртел» обществи шучĕпе юсаса хатĕрленĕ, яланлăхах усă курма ирĕк панă. Культурăна аталантарас, йăла-йĕркене упраса хăварас енĕпе туса ирттерекен ĕçсем валли укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Вĕсене эпĕ услам ĕçĕнче ăнăçу сунса чун-чĕререн хавхаланса тав тăватăп: Владимир Артемьевич Федорова, Артем Владимирович Федорова, Юрий Владимирович Федорова, Сергей Владимирович Федорова, Николай Герасимович Абрамова, Анатолий Георгиевич Еленкина, Александр Егорович Елюкина, Петр Капитонович Столярова, Анатолий Петрович Альмяшкина, Георгий Васильевич Майрабеева, Андрей Васильевич Садюхина, Василий Васильевич Крлыкова, Нина Геннадьевна Фадеевана, Анатолий Николаевич Кочкова, Дмитрий Васильевич Кузьмина, Анатолий Николаевич Юманова, Владимир Михайлович Чумуркина, Павел Петрович Батрова, Александр Владимирович Владимиркина, Валерий Федорович Муртакова.
Çурта тытса тăма укçа-тенкĕ кирлĕ. Электроэнергишĕн, шывшăн, канализацишĕн, çӳп-çап тасатнăшăн, çĕр тытса тăнăшăн, çыхăнусемшĕн, Интернетшăн тӳлемелле. Çак тăкаксемшĕн пире «Эртел» тӳлет. Хĕл кунĕсенче çурта хутса ăшăтнăшăн уйăхсерен 30 пине яхăн тӳлеме тивет. Çавăнпа та эпĕ хамăрăн усламçăсем умĕнче яланах пуçăма таятăп. Вĕсене ырлăх-сывлăх, ĕçĕсем ăнса пыччăр тесе ăнăçу сунатăп.
Отчетлă тапхăрта ĕçтăвкомăн 8 ларăвне ирттернĕ. Президиумăн 26 ларăвĕ иртрĕ. УОЧНКА Уставне пăснă тĕслĕхсем пулман.
Паллах, пирĕн ĕçре çитменлĕхсем те нумай темелле. Куншăн эпир сиртен каçару ыйтатпăр. Епле пулсан та эпир хамăр ĕçе тĕплĕн те лайăх тума тăрăшнă, халăх умĕнче пирĕн кăмăл таса.
Эпир хамăр тунă ĕçсен шайне чакарни пулман, çакăнпа эпир мухтанатпăр. Чăваш наци конгресĕнче те пире вырăна хураççĕ. Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕ хăйĕн мероприятийĕсене йыхравламасăр хăвармасть, пире вĕсенче тухса калаçма ирĕк парать. Чăваш Республикинчи ытти официаллă çынсем те вырăна хураççĕ.
Ахальтен мар пулĕ Чăваш Республикин министрсен кабинечĕ мана Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи представителĕ пулма шанчĕ. Ку вăл пысăк чыс. Çав вăхăтрах икĕ регион хушшинчи туслă çыхăнусене çирĕплетме кирлине лайăх пĕлсе тăратăп.
2015 çулхи август уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе С.И. Морозовпа Шăмăршăра Ульяновск облаçĕн Культура кунне ирттерме килĕшсе татăлнăччĕ. Вăл тĕлпулу ăнăçлă иртрĕ. Пĕр-пĕ-ринпе çапла килĕштерсе ĕçлени автономи ĕçне пысăк пулăшу парать. Хамăр ĕçре эпир яланах çакна асра тытатпăр.
Ульяновск (Чĕмпĕр) хули пирĕншĕн яланах сăваплă вырăн шутланнă. Кунта чăвашсен аслă просветителĕ тата патриархĕ И.Я.Яковлев чĕлхене, культурăна, наукăна аталантарас ĕçре çĕнĕ тапхăр пуçласа янă. Чăваш халăхĕ пултаруллă та талантлă, чаплă халăх пулнине пĕтĕм тĕнче умĕнче кăтартса панă.
Эпир, паян пурăнакан чăвашсем, И.Я.Яковлев шутланă пек хамăр ырă ĕçсемпе палăрма тивĕçлĕ. Эппин, пирĕн шăпах И.Я.Яковлев халалласа хăварнă пек пурăнмалла тата ĕçлемелле.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!!!
 
: 202, Хаçат: 6 (1355), Категори: УОЧНКА

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: