Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕллехи сивĕ кун Витя тумланчĕ те картишне тухрĕ. Пăхрĕ те – аслăк айне кĕрекен алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Тӳрех ун куçĕ тĕлне пулчĕ вăл темшĕн. Ун патне ура айĕнчи юра шăтăртаттарса утса пычĕ. Çăра – çăварĕ тĕлĕнчех. Арçын ача ун çине ăшă сывлăш вĕрчĕ. Çăра пасарса, шуралса кайрĕ. Халь кăна хураччĕ-çке! Арçын ача кăштах пăхса тăчĕ те çăра çинчи паса ирĕлтерем-ха тесе тата вĕрчĕ. Вăл тата шурăрах пулса тăчĕ.
«Мĕн пулчĕ-ха ăна, мĕншĕн вĕрсен шуралать/» - кăсăкланчĕ Витя.
Паса ирĕлтерес шутпа чĕлхине кăларчĕ те çăра çумне перĕнтерчĕ. Ай, мĕн ку/! Чĕлхене сивĕ çатăртаттарса, пĕçертсе илчĕ! Туртса илесчĕ те – уйрăлмасть. Хайхискер тимĕр çăра çумне çыпăçсах ларчĕ. Ăна туртма хăтланать арçын ача – тата хытă ыратать!
Мĕн тумалла! Лекрĕ-тĕк—лекрĕ! Кăшкăрма та май çук хуть. Сивĕ пирки ним пĕлми пулчĕ ĕнтĕ чĕлхи... Витя çăрана икĕ алăпа ярса илчĕ те пĕр хускалмасăр тăрать. Ун çине сывлăшне темиçе хут хыттăн вĕрсе кăларчĕ – усси çук, ăшăтмасть, тимĕр пурĕпĕр хăй тыткăнĕнчен ямасть. Арçын ача хăраса ӳкрĕ.
«Хăçанччен тăмалла кун пек/! Чĕлхе çăтăр-çăтăр туса ыратать. Кун пек пулмасть, мĕнле те пулсан хăтăлмаллах тимĕр çăра тыткăнĕнчен», - шухăшларĕ вăл.
Вара мĕн пулать те мĕн килет тесе пуçне хыçалалла карт! туртрĕ те – ун чĕлхи хĕртнĕ тимĕр перĕнтернĕ пек çатăртатса ыратса кайрĕ.
Витя кукленсе ларчĕ те çăварне икĕ аллипе хупларĕ. Эх, ыратать! Эх, ыратать! Вăл çăра çине пăхрĕ: вăл юнпа пĕвеннĕ! Арçын ача сурчĕ те – шурă юр юнпа хĕрелчĕ.
Çăра тыткăнĕнчен хăтăлнăскер нумай шутласа тăмарĕ, пӳртелле вирхĕнсе кĕчĕ. Ним тăвайман енне витререн пĕр курка шыв ăсса илчĕ те туххăмрах ĕçсе ячĕ. Çăварне кăмакаран кăларнă кăмрăк хыпнă пек çунтарать. Вăт инкек!
Ку мыскара хыççăн Витя икĕ эрнене яхăн вĕри тата хытă апат çиеймерĕ. Сивĕннĕ шӳрпе лĕрĕплеттерсе, сивĕннĕ чей тата сĕт ĕçкелесе пурăнчĕ.
Ваттисем: «Кашни шăтăка сăмсуна ан чик»,- тенĕ шахвăртса. Чĕлхене те пĕлмен япала çумне перĕнтермелле мар çав. Сивĕ тимĕр çумне – пушшех те!
 
: 233, Хаçат: 6 (1355), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: