Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çулталăк вĕçленсе пырать. Пуçлăх тепĕр çул валли отпуска каймалли график хатĕрлет.
- Владимир, эсир отпуска хăш уйăхра каясшăн/ - ыйтрĕ вăл пĕрле ĕçлекен патне черет çитсен.
- Сан Санч, эпĕ кăçал хĕлле кантăм, тепĕр çул çулла канасшăн, - хурав пачĕ леш.
Пуриншĕн те паллă – отпуска пурте çулла каясшăн. Çырла-кăмпа вăхăчĕ. Хуть вăрмана кай, хуть дачăра ирттер кану саманчĕсене, Хура тинĕс хĕрринче хĕртĕнни те – тем пек усăллă.
- Улатимĕр, пуш уйăхĕ - пушă. Хальлĕхе никам та йышăнман-ха, килĕш çав уйăхра канма, - тăрук сĕнӳ пачĕ хăй çулла çеç канма хăнăхнă ĕçтешĕ.
- Пуш уйăхĕ вăл çуллана кĕретчĕ-им-ха / - ыйтрĕ ăшăра канма ăнтăлакан ни вырăсла, ни чăвашла пĕлмен арçын.
- Çуллана, çуллана, - шӳтлешсе хуравларĕ сĕнӳ паракан. Вара куçне мăч тутармасăр хăйĕн шухăшне каласа хучĕ чăвашлăх аталанăвĕшĕн çунакан çын:
- Эпĕ вара хĕлле - çурла уйăхĕнче - кайăп.
- Апла пулсан мана çулла пуш уйăхне çырса хурăр, - Владимир хăй хăçан канассине çирĕ-плетсе каларĕ пуçлăха.
Виç уйăхран пуш (март) уйăхĕ çитрĕ.
- Вова, эсир тунтикун отпуска каятăр, - сасартăк систерчĕ ĕçтешне пуçлăх.
- Эсир мĕскер, Сан Санч, эпĕ çулла – пуш уйăхĕнче – отпуска каятăп, - хуравларĕ тĕлĕнсе кайнă арçын. Çав хушăра хаяр куçĕпе «ырă» сĕнӳ панă юлташне шырарĕ.
- Ху ăсупа пурăнма вĕрен. Эпĕ çакна çеç каласшăн, - терĕ канашçă хăйне ним пулман пек тыткаласа. – Эп сана, йăхташăм, тахçантанпах уйăх ячĕсене чăвашла вĕренме ӳкĕтлетĕп. Сан вара ялан пĕр сăмах: «Кайран, кайран!» Вăт халь пĕлтĕн-и ĕнтĕ чăваш сăмахĕн вăйне/!
 
 
Ульяновск хули.
 
: 596, Хаçат: 6 (1355), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: