Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКАн пиллĕкмĕш отчетпа суйлав конференцийĕнче Ульяновск облаçĕнчи хастар таврапĕлӳçĕ Владимир Ярухин Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945» асăнмалăх палла илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Февраль уйăхĕ Владимир Егоровичшăн уйрăмах хĕрӳ пулнине пăхмасăр хисепе тивĕçнĕ йăхташ чăваш хаçат редакцине кĕрсе тухма килĕшрĕ. Ыйтусене те хаваспах хуравларĕ вăл.
- Ку уйăхра регионта Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунне халалланă паттăрлăхпа патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Эсир ку пархатарлă тăвăма тӳрремĕнех хутшăннине пĕлетпĕр-ха. Эсир шкулсенче нумай пулатăр.
- Облаçри вĕренӳ çурчĕсенче паян пур çĕрте те çар историйĕпе паттăрлăх урокĕсене, «Çĕнтерӳ хĕç-пăшалĕ» куравсем, Аслă тата хĕрӳ вырăнсенче хĕсметре тăнă ветерансемпе тĕлпулусем, çар ăсталăхĕн дисциплинисемпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Эпир те, пĕтĕм Раççейри ветерансен «Боевое братство» обществăлла пĕрлешĕвĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕнче, «ШĔМ ветеранĕ-сем» тата «Чернобыль» пĕрлĕхсенче тăракан хастар офицерсем, шкулсене «Паттăрлăх урокĕсемпе» тухса çӳретпĕр. Ку уйăхра хулан Заволжски районĕнчи 64, 72, 86, 81-мĕш шкулĕсенче пултăмăр. Унсăр пуçне Чартаклă районĕнчи Белый Яр ялĕнче, Чартаклă рабочи поселокĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш шкулсенче, Кивĕ Майна рабочи поселокĕнчи икĕ шкулта пире хапăл пулчĕç. Эпĕ, Чернобыльти пысăк инкек йĕрĕсене пĕтерекен çынсенчен пĕри пулнă май, ачасене хими хӳтĕлевĕн хатĕрĕсене (дозиметрсем, противогазсем) кăтартрăм. Тата Чернобыльте ĕçленĕ çынсен сăнӳ-керчĕкĕсене, докуменчĕсене, кирлĕ хучĕсене тăратнăччĕ. Çак кунсенче çеç-ха Ульяновскри Карбышев урамĕнче вырнаçнă иккĕмĕш библиотека никĕсĕнче вĕренекенсемпе кăсăк тĕлпулусен ярăмне йĕркелерĕмĕр. Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене уйрăмах Чечня вăрçипе çыхăннă калавсем килĕшеççĕ. Калаçăва эпир истори факчĕсемпе, документсемпе çирĕ-плететпĕр, боевиксенчен туртса илнĕ çар япалисене кăтартатпăр. Сумлă ватă салтаксене пурте тимлĕн итлесе ларни, çамрăксем юлашки вăхăтра çар службипе кăсăкланни мăнаçлантарать. Вĕсенче патриотизм туйăмĕ ӳссе пырать. Каччăсем уйрăмах çар, хĕсмет, вăрçă, паттăрлăх темисемпе питĕ нумай ыйту параççĕ. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕ умĕн Ульяновск облаçĕнче, пĕтĕм Раççейĕпех савăнăçлă пухусем, митинг-реквиемсем, çар çыннисен чыславĕсем иртĕç. Унта эпир те, хĕрӳ вырăнсенче пулнă харсăр салтаксемпе офицерсем, хаваспах хутшăнăпăр.
- Владимир Егорович, пĕлтĕр Эсир хăвăр çуралнă Çĕнĕ Упи ял ветеранĕсем çинчен кăларнă «Потомки Уби Батыра во время войны» пысăк та сумлă кĕнекĕр кĕске вăхăт хушшинчех хисеп çĕнсе илчĕ. Мĕнле-ха запасри милици подполковникне, пĕр хутчен çеç мар хĕрӳ вырăнсенче терроризма хирĕç кĕрешекенсен йышĕнче (1999-2000 çулсенче – Чечня Республикинче) пулма тӳр килнĕ офицера, «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн» тата «Çарти хастарлăхшăн» мухтав паллисене тата иккĕмĕш пусăмри «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ паттăра, Чернобыльти атом электростанцинчи инкеке пĕтернĕ çĕре хутшăннă харсăра, таврапĕлӳ, тăван ял историйĕн ыйтăвĕсем кăсăклантарса яма пултарнă/
- Тĕрĕссипе, таврапĕлӳпе эпĕ пĕчĕккĕллех кăсăкланнă. Астăватăп-ха, асанне чапа тухнă Упи пасарĕ çинчен тем пек хавхаланса каласа кăтартма юрататчĕ. Унта суту-илӳ тума хăй вăхăтĕнче кӳршĕ уессенчен, кĕпĕрнесенчен килнĕ тет. Вăл каланă тăрăх, Перси çĕршывĕ-нчен тĕве çине ларса килекен купсасем те Упи пасарне ытарайман имĕш. Асанне каласа панине итленĕ май эп ача чухнех çав пасара ӳкерсе пăхрăм – ăçта, мĕн вырнаçнине унăн сăмахĕсем, кăтартни тăрăх тĕп-тĕрĕс калăплама тăрăшрăм. Пасарта сутăнакан кашни япалан хăйĕн çирĕп вырăнĕ тата речĕ пулнă: утсем сутăнакан рет – хăйне, тепринче кӳлмелли хатĕр-хĕтĕр сутăннă, виççĕмĕшĕнче – çăкăр-булка таврашĕ, унтан – тир-сăрантан çĕленĕ тумтирпе атă-пушмак. Упире сутуçăсем чарăнакан ятарлă çуртсем (эпĕ вĕсене те ӳкернĕччĕ) тăнă. Ун чухне эп ытла та пĕчĕк (5-6 çулта çеç) пулнăран, шел, ку ӳкерчĕксем сыхланса юлайман. Ӳкерме эпĕ чăнах та чĕререн юрататтăм. Таврапĕлӳ материалĕсен ытларах пайне эп милицире ĕçленĕ чухне пуçтартăм. Пенсие тухсан, пушă вăхăт тупăнсан вара эп ку сăваплă ĕçе хама тĕппипех халалларăм. Паян хамăр ял еткерлĕхне тĕпченĕ май чăваш халăх историйĕпе çыхăннă кĕнекесем нумай вулама тӳр килет. Ярухинсен йăх-несĕл тымарне тĕпчерĕм. Пирĕн çемьен ăру йывăççи 1715 çултанпах пырать. Паян тăрăшсах Çĕпрел районĕнчи Упи ял тăрăхĕ тата паллă çыннисем çинчен материалсем пуçтаратăп, Кивĕ хаклă япаласене аваллăха упракан сăваплă вырăнсене – этнографи музейĕсене паратăп.
- Палăртса хунă пысăк ĕçсем тата та пурах Сирĕн.
- Архивсенче ĕçлеме юрататăп. Хам çуралнă, ӳснĕ Упи ял тăрăхĕ çинчен çырнисем нумай унта. Çĕнĕ Упи ял çинчен кăларма тĕв тунă историпе этнографи кăларăмĕсен 2, 3-мĕш кĕнекисем те хатĕр темелле: «Потомки Уби-Батыра в документах», «Потомки Уби-Батыра». Хамăр ялти 35 çемьен йăх-несĕл тымарне тĕпчесе пĕлтĕм. Пурĕ вара ялта 70 хушамат. Çынсем патĕнчен пушă алăпа кайман эп – салтак, хăна, туй юррисене çырса пыратăп. Ял çыннисем çинчен энциклопеди кăларма шухăшлатăп. Хальлĕхе 250 паллă та пултаруллă çын çинчен материал пуçтартăм. Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 70 çул тултарнă тĕле ветерансене халалласа лартнă палăк умне тирпейлерĕмĕр, хăтлăлантартăмăр, ялта часавай турăмăр. Кашни çулла ял халăхĕ Хăят уявне пухăнать.Çĕпрел районĕнчи вăтам шкулсенче тĕлпулусем, патриотла юрăсен ăмăртăвне, ӳкерчĕксен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Çулласерен «Зарница» ирттеретпĕр.
- Тавах Сире калаçушăн. Ĕçсем малашне те ăнса пыччăр!
 
: 643, Хаçат: 7 (1356), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: