Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Конкурс 2016 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче 13.00 сехетре Тутар культура центрĕнче (Нариманов проспекчĕ, 25-мĕш çурт) иртет.
 
Учредителĕсем – Ульяновск облаçĕнчи искусствăпа культура политикин министерстви, Халăхсен культура центрĕ, УОЧНКА.
Йĕркелекенсем – Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА.
Конкурсăн тĕллевĕ – 5 -25 çулхи çамрăк ăрăва чăваш культурине явăçтарасси, халăх йăли-йĕ-ркине сыхласа хăварасси, пултаруллă çамрăксене палăртасси, вĕсене аталанма пулăшасси.
Конкурса хутшăнмалли йĕрке:
-конкурса Ульяновск облаçĕнче пурăнакан, унччен пĕр-пĕр пултарулăх конкурсне хутшăнса курнă 5-25 çулхи хĕрачасене чĕнеççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче сцена хыçĕнче кашни хĕрачана пулăшакан çын (ашшĕ-амăшĕ е ертӳçĕ) пулмалла*
-кашни хĕрача хăй çул-ӳсĕмĕн йышĕнче ăмăртать, йыш конкурса пĕр çул-ӳсĕмĕнчи миçе хĕр хутшăннинчен килет. Кашни çул-ӳсĕмĕн йышĕ 5 çынран ытларах пулмалла мар*
-çул-ӳсĕмне малтанлăха çапла пайланă: 5-10 тата 15-25 çулхисем.
Конкурсăн йĕрки тата условийĕ:
-конкурс 2 тапхăрпа иртет*
-1-мĕшĕ – февралĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса мартăн 8-мĕшĕччен муниципаллă пĕрлĕхсенче, вăл суйлав тапхăрĕ шутланать. Унта çĕнтерекенсем 2-мĕш тапхăра хутшăнаççĕ*
-2-мĕш тапхăрĕ икĕ уйрăмран тăрать. Пĕрремĕш уйрăмĕнче 1-мĕш тапхăрта çĕнтернĕ хĕрсен ăмăртăвĕ, иккĕмĕшĕнче – профессиллĕ ушкăнăн концерчĕ*
-конкурса хутшăнакансен заявка-анкета çырмалла (унпа тивĕçтереççĕ), хăйпе паллаштармалли ăмăрту валли фонограмма пулмалла, чăваш апат-çимĕçĕн конкурсĕ валли флешка çине çакăн пек çырни пулмалла: конкурс ячĕ, хутшăнаканăн ячĕпе хушамачĕ.
Конкурс ĕçĕсем:
1. Конкурса хутшăнакансемпе паллаштарни (хĕрсем сцена çине чăваш кĕпипе тухаççĕ) – ку номере жюри хакламасть.
2. «Визит карточки» – хăйпе паллаштарни (1 минут) – хăй пирки тата çуралнă е пурăнакан вырăн пирки чăвашла илемлĕ каласа (проза, поэзи е юрă мелĕпе) пама пĕлмелле: ятпа хушамат, миçе çулта, мĕнпе кăсăкланать, мĕн пирки ĕмĕтленет, ял-хулан илемлĕ вырăнĕсем.
3. Ыйтусене хуравлани (литература тата халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă). Кашни уйрăм карточка туртса илет. Жюри тĕрĕс ыйтăва хаклать.
4. Апат-çимĕç конкурсĕ – «Асанне рецепчĕ» (1 минут). Хатĕрленĕ апат çинчен каласа памалла. Жюри апат-çимĕçе халăх йăлипе пĕçернине, мĕнле илемлетнине тата сĕтел çине лартнă чухнехи хĕрсен артистла хăтланăвне хаклĕ.
5. Чăваш костюмĕпе сцена çине тухасси. Хĕрсен илемлĕ уттине, хăйсене тытма пĕлнине хаклĕç.
6. Пултарулăх конкурсĕ (3 минут). Конкурса хутшăнакан сăвă, юрă, ташă, сценка, фокус хатĕрлеме пултарать, çаплах хăй ӳкернĕ, çĕленĕ е тĕрленĕ япалапа паллаштарма юрать. Тумĕ тĕрлĕрен пулма пултарать.
7. Хĕрсем пурте пĕрле сцена çине тухни. Пурин те уяв тумĕпе пулмалла. Номере хакламаççĕ.
Жюри кашни заданишĕн 10 балл парĕ.
 
Асăрхаттарни: йĕркене пăхăнманшăн жюри 10 балл чакарать.
Наградăсем пани.
Конкурс çĕнтерӳçине пухнă балсене пĕрле хушса палăртĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннисене «Пĕчĕк çăлтăр» тата «Сарпике» хисеплĕ ятсемпе чыслĕç, дипломсемпе, асăнмалăх хăюпа тата парнесемпе хавхалантарĕç.
Укçа-тенкĕпе учредительсем тата спонсорсем тивĕçтерĕç.
Илемлĕх конкурсне хутшăнакансен палăртнă вырăна (Тутар культура центрĕ, Нариманов проспекчĕ, 25-мĕш çурт) мартăн 20-мĕшĕнче 10.00 сехете çитмелле. 10.30 сехетре репетици тытăнать.
Ыйтусене: Ульяновск хули, Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт – адреспа пырса е: 8(8422) 42-09-32 – телефонпа шăнкăравласа (Ираида Васильевна Гаврилова) пама пулать.
Электрон почти: domdn73@yandex.ru е ira270269@mail.ru
 
: 590, Хаçат: 7 (1356), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: