Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн хаçата вуламан хăш-пĕр чăвашсен вăхăт-вăхăт хăйсен «хастарлăхне» кăтартса халăх çинче «Канаша» хурлас йăли пур. Вĕсем ку статьяна вулĕç-и, вуламĕç-и – çапах та ентешсем умне хамăрăн шухăшсене кăларасшăн. Тен, вĕсене кам-тăр каласа парĕ кун пирки.
 
2014 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа «Канаш» хаçатăн 8 полоси те тĕрлĕ тĕспе тухать, халĕ ăна çынна кăтартма та намăс мар. Пĕлтĕрхи 2-мĕш çурçуллăхра 12 страницăпа та тухса тăтăмăр, çапах та укçа-тенкĕ сăлтавне пула каллех малтанхи вариант патне таврăнтăмăр. Пирĕн журналистсем тăтăшах ялсене тухса çӳреççĕ, халăхăн кулленхи пурнăçне çырса кăтартма тăрăшаççĕ. Ялсенче пурăнакан обществăлла корреспондентсене те пире пысăк пулăшу панăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем хаçата туллирех те пуянрах тума пулăшаççĕ. Хамăра пулăшакансене çывăх вăхăтра пĕрле пуçтарса çавра сĕтел ирттересшĕн – хаçата мĕнлерех аванлатмалла тата тиражне ӳстермелле/ Сăмах май, пĕлтĕрхипе танлаштарсан январьте тираж 122 процент ытла ӳснĕ. Февраль уйăхĕнче вара тата 60 çын хушăнчĕ. Вĕсене хавхалантарас шутпа кашни çурçуллăхра пĕрре лотерея вăййине ирттеретпĕр, вулакансем хушшинче парнесем вылянтаратпăр.
Интернетра «Канаш» хаçатăн сайчĕ те пур – kanach.su. Унта хаçатра пичетленнĕ материалсене вулама пулать. Эпир Чĕмпĕр чăвашĕсен çитĕнĕвĕсене, паллă пулăмĕсене хамăр хаçат сайчĕсĕр пуçне çаплах Чăваш халăх сайтне, Мускав чăвашĕсен «Мосентеш» ятлă сайтне лартатпăр. Вĕсене Çĕр чăмăрĕн хăш кĕтесĕнче те вулама пулать.
Пирĕн журналистсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Елена Мустаева 2014 çулта пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк культурин организацийĕ йĕркеленĕ Кашкăр Махмучĕ ячĕллĕ конкурса хутшăнса чăваш çыравçисем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Елена Алексеева пĕлтĕр Шупашкарта «Шан мана, Çĕр» ятлă Интернет-конкурсра çакăн пекех çитĕнӳ турĕ. Нина Еграшкина вара журналист та, художник та, çав вăхăтрах «Палнай» ансамбльте те юрлать. Ку ушкăн тĕрлĕ уявсене тухса çӳресе çынсене илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарать, «Канаш» хаçат кунĕсене, çыравçăсен пултарулăх каçĕсене илем кӳрет.
Хаçат çумĕнче 1997 çултанпа чăваш çыравçисен «Шевле» литпĕ-рлешĕвĕ ĕçлет, унта халĕ 10-12 çын çӳрет. Эпир вăхăт-вăхăт редакцире е 17-мĕш библиотекăра пуçтарăнса ларусем ирттеретпĕр, çĕнĕ кĕнекесене, хайлавсене тишкеретпĕр. Пирĕн çитĕнӳсем те çук мар. Облаçри чăваш çыравçисен вĕрентекенĕ, литература шурсухалĕ Анатолий Юман пĕтĕмĕшле 57 кĕнеке кăларнă ĕнтĕ. Валентина Тарават вара – 26. Çакăн пек тухăçлă ĕçлекен çыравçăсене тĕслĕхе хурса малалла ăнтăлатпăр эпир. Анатолий Ырьят кĕнекисене те вулакансем ырласа йышăнаççĕ, Серте Мишшин те темиçе кĕнеки халăх хушшинче тахçанах сарăлнă. Вĕсене пăхса кĕçĕнтерех ăрурисем те çине тăрса ĕçлеççĕ. Юлашки вăхăтра кăна «Канаш» журналисчĕсем – Елена Мустаева, Елена Алексеева, Валентина Ефимова хăйсен кĕнекисене пичетлесе кăларчĕç. Манăн та пĕлтĕр икĕ кĕнеке тухрĕ. Хаçат журналисчĕсем çаплах Дмитрий Кузьмина икĕ томлă энциклопеди кăларнă çĕрте те пысăк пулăшу пачĕç.
Эпир редакцире 20 çул ĕнтĕ чăваш авторĕсен кĕнекисене кăларас ĕçе илсе пыратпăр. Кунта яваплă секретарĕн -- Валентина Ефимован тӳпи пысăк. Пурĕ «Канаш» хаçат пулăшнипе Чĕмпĕр чăваш çыравçисен 90 ытла кĕнеки пичетленсе кун çути курнă. 2013 çул пуçламăшĕнче «Атăл юрри» журналăн 2-мĕш номерне те редакцире пичете обществăлла майпа хатĕрлесе кăлартăмăр.
Ялсенче журналистсем, çыравçăсем вулакансемпе тĕлпулусем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Анатолий Юманпа Анатолий Ырьят Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи ачасемпе тĕл пулчĕç. Василий Журавлевăн пултарулăх каçне «Палнай» артисчĕсемпе пĕрле Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăкра, Анатолий Юман каçне Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта, Анатолий Ырьят каçне Пăва районĕнчи Элшелĕнче ирттертĕмĕр. Эпир Валентина Тараватпа иксĕмĕр пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел, Упи, Çĕнĕ Упи ялĕсенчи шкул ачисемпе тĕл пултăмăр, литература çинчен калаçрăмăр, ачасене хамăрăн тата ытти авторсен кĕнекисене парнелерĕмĕр.
Çав вăхăтрах хамăрăн йывăрлăхсем, чун ыратăвĕ çинчен те каласа хăварас килет. Çыравçăсен шучĕ чакса пыни пăшăрхантарать пире. Иртнĕ çул кăна пирĕнпе тачă ĕçлекен çыравçăсем – Василий Журавлев, Михаил Аляпкин, Алексей Ашкеров, Мария Селендеева пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Маларах вара Валентина Деменкова, Анатолий Чебанов вилчĕç. Питĕ тухăçлă ĕçлетчĕç вĕсем, «Канаша» тăтăшах хайлавсем çыратчĕç, кĕнеке çине кĕнеке кăларатчĕç, вулакансене савăнтаратчĕç. Çаплах хаçатăн çывăх тусĕсем – Анна Никонорова тата Лаврентий Данилов Ульяновскран куçса кайса тăван ялĕнче тĕпленчĕç. Çакăн хыççăн, паллах, Чĕмпĕр чăваш çыравçисен речĕ чылай сайралчĕ. Вĕсен вырăнне килекен çамрăк журналистсене, çыравçăсене вара паян ниçта та асăрхамастпăр. Кунта шкулсен витĕмлĕхне курасчĕ, эпир вĕсем чăваш чĕлхине юратакан, статьясемпе илемлĕ хайлавсем çырма пултаракан çамрăксене шыраса тупас ĕçре хастартарах ĕçленине курасшăн. Ку енĕпе Чӳрекел ачисене (вĕрентекенĕ Л.Ф.Ярославская) палăртса хăварас килет, вĕсем «Канашра» тăтăшах пичетленеççĕ. Вĕсенчен ыттисем ырă тĕслĕх илесчĕ. Чăваш ялĕнче çуралса ӳсекен чăваш ачисем, шкулта чăваш чĕлхине предмет шайĕнче вĕренекенсем, нивушлĕ чăвашла çырма пĕлмеççĕ-ши вара/ Ĕненес килмест! Вĕсем тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнаççĕ-çке. Ман шутпа, ку ĕçре учительсем ырă тĕслĕх кăтартмалла, пирĕн хаçатпа çыхăну тытма пуçламалла. Вара вĕсем хыççăн ачисем те туртăнĕç ку енне. Облаçра чăваш чĕлхине ачасем предмет шайĕ-нче 16 шкулта вĕренеççĕ вĕт! Çакăнта шырамалла пирĕн ыранхи журналистсене, çыравçăсене.
Ку темăна тăсса çакна каламалла: пĕлтĕр Литература çулĕ пулчĕ, анчах обществăна çыравçăсем чăннипех кирлине туймарăмăр эпир. Эпир кĕнекесене пушă вăхăтра çырса ытларах чухне хамăр укçапа кăларатпăр, пултарулăх каçĕсене хамăр пуçарулăхпа, хамăр укçапа ирттеретпĕр. Ачасемпе тĕл пулма ыйтса шкулсене чĕннĕ тĕслĕхсем вара çулталăк хушшинче Чӳрекел ялĕсĕр пуçне пĕрре те курмарăмăр. Пĕр шкул та, пĕр директор та, пĕр РОНО та ачасемпе тĕлпулу ирттерер-ха, пирĕн пата килĕр-ха тесе чĕнмерĕ пире. Кун пек тĕлпулусем çыравçăсене мар, ытларах çамрăк ăрăва кирлине манса каймалла мар пирĕн. Эпир ку енĕпе ырă тĕслĕх пĕлетпĕр. Чăваш Енре хăш-пĕр депутатсем, пуçлăхсем çыравçăсене хăйсен машинипе пĕр-пĕр шкула ачасемпе тĕлпулу ирттерме лартса каяççĕ, çийĕнчен тата укçа тӳлеççĕ тенине илтрĕмĕр. Эпир укçа ыйтмастпăр, çапах та ачасемпе тĕл пулма пулăшакан ырă çынсем тупăнсан тав сăмахĕ каланă пулăттăмăр.
Йывăрлăхсем çук мар пирĕн. Пĕлтĕр, сăмахран, редакци штатне чакарчĕç, 6 çынран 5 çын юлчĕ. Çапах та ĕçлес кăмăл пысăк, куллен малалла ăнтăлатпăр. Эпир тăрăшнине тăван халăх ăнланни, çынсем çулран-çул «Канаш» хаçата çырăнса илни, вулакансен шучĕ ӳсни, пирĕн авторсен кĕнекисене вуласа ырă сăмахсем калани вара темле наградăран та хаклă. Çаксем пире çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантараççĕ.
Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев: «Хаçат урлă ырра вĕрент»,- тенĕ. Эпир çакна астуса тăрса тăван халăх ăс-тăнĕнче кунран-кун ырăлăх вăррине акма тăрăшатпăр.
 
: 675, Хаçат: 7 (1356), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: