Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
КАЛАВ
 
Чĕкеçпе Кĕркурин умлă-хыçлă виçĕ хĕр çуралчĕ. Тăваттăмĕшĕ ывăл çураласса хытă шаннăччĕ çемье пуçĕ. Кăлăхах. Ку хутĕнче те хĕр. «Каллех манран кулаççĕ ĕнтĕ», – çĕмĕрчĕ унăн пуçне шухăш. Çавăнпа та вăл арăмĕпе пепкине илме пульницана кайма кăмăлсăр тухрĕ. «Урамра хирĕç пулакан ан пултăрах», - терĕ вăл хапха алăкне уçнă май. Çук çав, ялта хыпар хăвăрт сарăлать, никамран та, нимĕн те пытараймастăн. Тухнă-тухманах ăна качча каймасăр икĕ хĕр çуратнă çăмăлттай Юля тĕл пулчĕ.
-Кĕркури, каллех хĕр çуралчĕ-и элле/ Мĕн, ывăл çуралтăр тесен мĕн тумаллине пĕлместĕн-им/ Минтер айне çĕлĕк хураççĕ!-ахăлтатса кулчĕ вăл Кĕркури чĕрине ыраттарса.
Кĕркури ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Кулам пекки туса алă сулчĕ те малалла утрĕ. Çын çăварĕ хапха мар – хупаймастăн, мĕн пĕр пустуй сăмах ваклас/
Çапла Кĕркури тăваттăмĕш хĕрĕ валли те каштаран сăпка çакрĕ. Мĕн тăвăн, çуралнă ачана ӳстермеллех. Арăма айăпланин те усси çук.
Хĕрĕсем Чĕкеç пек илемлĕ пулчĕç: хура куçĕсем кăмрăк пек. Ăсĕ-пуçĕ те пур.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Пĕчĕк хĕр те ураланчĕ.
Пĕр ирхине Чĕкеç кăмăл пăтраннипе вăранса кайрĕ. «Каллех йывăр çын мар пулĕ те/»-вĕлтлетрĕ пуçĕнче шухăш. Анчах çумри мăшăрне ун пирки калама хăрарĕ. Вăхăт иртнĕçем хăй йывăр çын пулнине ăнланчĕ. Кĕркури те сисĕмсĕр пĕрене мар, арăмĕ çине сăнасарах пăха пуçларĕ.
-Каллех хĕр çуратан пулсан киле кĕртместĕп. Хĕрсем çуратса эсĕ мана йĕмсĕр хăварасшăн-и/! - терĕ çирĕппĕн.
Чĕкеç пăрахас та тенĕччĕ. Пульницана кайсан ăна кая юлнă терĕç. Ялти çивĕч чĕлхесем валли каллех калаçма сăлтав тупăнчĕ: «Чĕкеç каллех йывăрлă, каллех хĕр шырама каять ахăр».
Кĕркури те шанма пăрахнăччĕ, анчах Турри унăн çывăхра пулнă ахăр: илтнĕ, пĕлнĕ арçыннăн ĕмĕтне. Чĕкеç ывăл çуратса пачĕ. Савăнăç Кĕркури килĕнче! Ывăл çуралнă ятпа вăл хăна пуçтарчĕ. Сĕтел хатĕрлеме ялти инкĕшĕпе кӳршине – Пăлакие чĕнчĕ.
Аван çурĕ Кĕркури ача урине, пĕр тумлам аншарли юлмиччен хăналарĕ тăван-хурăнташĕпе ял халăхне. Ванюш ят парас терĕ вăл «юман савăлне». Унăн шухăшĕпе пурте килĕшрĕç.
-Ну, арăм, çакăнпа чарăнар пулĕ ĕнтĕ. Мĕнпурне ура çине тăратма ай-яй йывăр пулĕ. Хĕрсенчен усси çук. Вĕсем качча кайĕç те – çухалĕç. Юман савăл çинче çеç шанчăк. Ав çурт та кивелчĕ. Вăл ӳссе пуртă тытма вĕрениччен пурăнасчĕ тульккĕ,- терĕ лутра маччи çине пуçне çĕклесе.
- Мĕн-ма пурăнмастпăр, Кĕркури/ Пурăнăпăр-ха. Кĕçĕн ачин ачине те учукка тăвасчĕ-ха,- терĕ Чĕкеç ывăлне ĕмĕртнĕ май ун çине юратса пăхса.
«Çын ĕмĕтленет, Турри хăйле тăвать»,-тенĕ халăхра. Кĕркурипе Чĕкеçĕн шăпи ĕмĕтленнĕ пек пулмарĕ.
ххх
Çулсем çурхи шыв евĕр кĕрлесе иртрĕç. Кĕркурипе Чĕкеçĕн ачисем ӳсрĕç. Хĕрĕсем шур акăшсем пек çуначĕсене сарса йăвисенчен тĕрлĕ еннелле вĕçсе саланчĕç. Асли – Юля ют çĕршыв çыннипе çемье чăмăртаса унта кайса тĕпленчĕ. Валя Шупашкара кайса çĕвĕçе вĕренсе тухрĕ те ĕçлеме Чĕмпĕре килчĕ. Ăста маçтăра часах пуçлăха çирĕплетрĕç. Йăмăкĕсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшрĕ Валя. Ял ачипе çемье чăмăртарĕ. Лидăпа Зоя мăкшă каччисен мăшăрĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем те Чĕмпĕрте пурăнма тытăнчĕç. Питĕ туслă пурăнчĕç пĕртăвансем. Чăваш Енри ашшĕпе амăшне тăтăшах курма, пулăшма çӳрерĕç. Мĕнпур ĕçĕ ытларах Валя çине тиенчĕ. Упăшки çак ялсемех пулнипе тата частарах кайса çӳрерĕç вĕсем.
Кĕркурипе Чĕкеç ватăлса пычĕç. Ванюша салтака илсе кайрĕç. Юля пилĕк çулта пĕрре çеç килсе каяйрĕ.
Пĕр ирхине Вальăн хваттерĕнче шăнкăрав янăраса кайрĕ. Ялти кӳ-ршĕ Пăлаки аппăшĕ хыпăна-хыпăна калаçать:
-Валя, Валя, калама çук пысăк хуйхă сирĕн. Аçăрпа аннĕре сĕрĕм тивнĕ ахăр. Качакăр ĕнертенпех макăрнипе чун аван мара сисрĕ те – чупса каçрăм. Шаккатăп – никам та сасă памасть. Юр çийĕн ура йĕрĕсем те çук. Часрах хирĕççисене чĕнтĕм, карта урлă каçса пӳрт алăкне çĕмĕрсе кĕтĕмĕр. Аçăр вилнĕ, хытма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Аннĕрĕн юн тымарĕ кăшт тапнă пек. Урайне хутăмăр аптăранипе. Васкавлă пулăшу чĕнтертĕмĕр. Килĕр часрах!
Валя юлашки сăмахĕсене илтмерĕ. Унăн куçĕ хуралса килчĕ, ура вăйĕ таçта кайса çухалчĕ. Аллинчи кĕпçипех вăл вырăнта хытса ларчĕ. Мăшăрĕ хулпуççинчен силлесен тин тăна кĕчĕ.
-Атя, пуçтарăн, халех каятпăр. Атте вилнĕ, аннен пурнăçĕ Турă аллинче,- терĕ те хăй мĕнрен тытăнмаллине пĕлмесĕр пĕр вырăнтан тăмасăр ларчĕ.
-Таксипе каяр пулĕ. Икçĕр çухрăма автобуспа хăçан çитетпĕр/- куçĕ-нчен тинкерчĕ мăшăрĕ Вальăна. – Хĕрĕмĕре пĕччен хăварар-и вара/
- Вăл пĕчĕк мар, шкула кайма вăхăт ĕнтĕ, атя тăрат,- тесе Валя пуçтарăнма тытăнчĕ. Амăш валли аялти кĕпе-йĕм, халат, алшăлли, чăлха таврашĕ чикрĕ. Вĕсен хушшине Мускав Матронин пластикран тунă пĕчĕк турăшне чĕркесе хучĕ.
ххх
Валя çул тăршшĕпе йĕчĕ. Мĕне пула сиксе тухма пултарнă-ха ку инкек/ Аттепе анне ĕçекен çынсем мар-çке. Çанталăк сивĕ пулнипе каланккине çывăрас умĕн хутрĕç-ши/ Юшкине сĕрĕмĕ тухса пĕтичченех хупнă ахăртнех,- çĕмĕрчĕ вăл пуçне. Упăшки ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Шупашкарпа Хурамал хушшинчи çул паян Вальăшăн нихçанхинчен вăрăм пек туйăнчĕ. Яла çитнĕ тĕле пӳртре никам та çукчĕ. Такси килсе чарăннине курса хайхи шăнкăравлакан кӳрши чупса каçрĕ.
-Валя, аçăра морга ăсатрăмăр, аннĕре – пульницана илсе кайрĕç. Тухтăрсем аннĕре укол турĕç, вăл тăна кĕмерĕ. Пĕлместĕп. Сывă илсе çитейрĕç-ши ăна пульницана е çук-ши/ - пĕр чарăнмасăр калаçрĕ Пăлаки аппăшĕ.
Валя çав таксипех район центрне таврăнма шутларĕ. Вĕсем çăмăл машинана ларчĕç те район центрне васкарĕç.
-Атя тӳрех пульницана каятпăр. Аттен халĕ ниçта та васкамалла мар ĕнтĕ,- куççуль витĕр калаçрĕ Валя. Хăй вĕçĕмсĕр Турра кĕлтурĕ. Темшĕн вăл амăшĕ сывă пуласса шанчĕ.
Вĕсем часах пульница умне çитсе чарăнчĕç. Валя тӳрех йышăну уйрăмне васкарĕ. Амăшĕ реанимацире иккен. Коридорти сĕтел хушшинче медсестра темĕн çырса ларать. Валя амăшĕ патне кĕртме тархасласа ыйтрĕ. «Аннене хăрах куçпа та пулин курасчĕ»,- тесе йăлăнчĕ.
-Вăл тăна кĕмен-ха. Унта кĕме юрамасть,- терĕ хĕр Вальăна лăплантарса. Медсестра амăшĕ çинчен каласа пачĕ. Ăна кислородпа сывлаттараççĕ иккен, "система" лартнă. Валя сумккинчен Матронăн пĕчĕк турăшне кăларчĕ те медсестрана амăшĕн хĕвне – чĕри тĕлне – хума ыйтрĕ. Телее, хĕр этемĕн хуйхине ăнланаканскер пулчĕ. Мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлама шантарчĕ.
Амăшĕ сывă пулни Вальăна пăртак лăплантарчĕ. Анчах чĕрине тепĕр пысăк хуйхă çĕçĕпе каснă пек касрĕ – ашшĕ вилни, ăна тирпейлесе пытарасси... Кунта урăх хальлĕхе амăшне нимĕнпе те пулăшма çуккипе вĕсем пульница картин тепĕр вĕçĕнче ларакан хура та лутра çурта – морга утрĕç. Унта пысăк çăра çакăнса тăрать.Иртсе пыракан санитарка ашшĕ пирки тĕп тухтăртан ыйтса пĕлме сĕнчĕ.
Тĕп тухтăр пӳлĕмре пĕчченехчĕ.
-Аçăра ыран ир касаççĕ, çăваççĕ. Кăнтăр хыççăн илсе кайма пултаратăр. Тăхăнтармалли тата тупăк илсе килес пулать,- терĕ.
Ашшĕ валли çĕнĕ тум туянма универмага кĕчĕç. Костюм, пушмак туянчĕç. Çыхăну уйрăмне кĕрсе аякри аппăшне, салтакри шăллĕне телеграмма пачĕç.
Яла таврăннă тĕле Чĕмпĕртен икĕ йăмăкĕ килсе çитнĕччĕ. Йĕнипе иккĕ-шин те куçĕсем хĕрелсе шыçăннă. Пĕрле пуçтарăнсан пĕртăвансем каллех куççулĕсене ирĕке ячĕç. Пăртак лăплансан тин малалла мĕн тумаллине палăртрĕç.
Тул çутăлнă-çутăлман Кĕркурисем патне çынсем килме тытăнчĕç. Кам çăнăх, кам çăмарта, кам сĕт-турăх, тăпăрчă йăтнă. Ялта çапла вĕт, ыр çын вилсен ял та хурланать, кашни мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать.
Вальăн мăшăрĕ морга кайма машина шырама каяс тесе тăнăччĕ çеç – леш урамра санитарка машини тытакан Çируш килсе кĕчĕ, хăй пулăшăвне сĕнчĕ.
Ашшĕне яла хĕвел ансан тин илсе килчĕç. Кĕркурие кĕтсе илме чылайăн пухăнчĕç. Арçынсем тупăка илсе кĕрсе турăш умне – икĕ пукан çине – вырнаçтарса лартрĕç. Каçхине салтакран Ванюш килсе çитрĕ. Çĕрле таксипе Юльăпа мăшăрĕ килчĕç.
Тепĕр кунне Кĕркурие тирпейлесе пытарчĕç. Вальăпа Ванюш асăннă çĕре юлмарĕç, санитарка машини çине ларса амăшĕ патне район пульницине васкарĕç.
ххх
Чĕкеç куçне уçрĕ. Шурă мачча. Йăлт çаврăнать. Ун умĕнче хура тум тăхăннă виçĕ хĕрарăм тăрать. Пĕри Чĕкеç патне пĕшкĕнсе Чĕкеçе тимлĕ сăнать.
-Мĕн, илсе каятпăр-и ку хĕрарăма е çук-и/ - ыйтать çамрăкраххи.
-Çук пулĕ, куçне уçрĕ. Пурăнасшăн ахăр ку. Атьăр, каяр кунтан, - тесе сăнаканни хĕрарăмсене палатăран илсе тухса каять.
Чĕкеç куçне уçма хăтланать. Вăйĕ çук. Куç хăрпăкĕсене хускатать, каллех тĕттĕм тĕнче авăрне путать. Вĕçет те вĕçет Чĕкеç тĕпсĕр-хĕрсĕр уçлăхра. Куçне уçать, хупать... Уçать – ун умĕнче каллех çынсем тăраççĕ. Вĕсен хушшинче – салтак тумĕ тăхăннă каччă. Чĕкеç вăйсăр аллине çĕклесе вĕсене хăваланă пек сулать. «Кайăр, эпĕ вилместĕп-ха», - тет.
Ахăртнех, вăл кусем те ăна леш тĕнчерен илме килнĕ пулĕ тесе шутлать: "Тăхта-ха, кусем темшĕн йĕреççĕ. Пĕри пĕшкĕнсе мăйран ыталаса «анне» тесе татăлса макăрать".
Вĕри куççулĕ Чĕкеçе çĕр çине тавăрать. «Кусем хам ачасем-çке... Авă салтакран Ванюш ывăл та килнĕ... Апла эпĕ сывă!» - савăннипе Чĕкеçĕн икĕ куçĕнчен куççулĕ юхса анать.
- Анне, эпир ку. Сана курма килтĕмĕр. Хăвна мĕнле туятăн/ Юрĕ, калаçма вăю çук пулсан ан чĕн. Тавах Турра, тăна кĕтĕн. Питĕ хăратрăн пире, анне,- терĕ Валя амăшĕн пуçри тутăрне майласа.
Чĕкеçĕн ăшĕ хыпнă, çăварĕ типнĕ. Вăл вăйсăр сассипе: «Шы-ы-в»,- тет. Валя медсестра патне чупса кайрĕ. Пăртак шыв пама юранине пĕлсен темиçе кашăк шыв ĕçтерчĕ. Ашшĕне тирпейлесе пытарни пирки амăшне пĕр сăмах та каламарĕç. Мĕн тума кулянтарас ăна халĕ/ Хăй те пĕр урипе леш тĕнчере те...
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 271, Хаçат: 7 (1356), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: