Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин пирĕн облаçра мечĕкпе хоккейла выляссипе иртнĕ тĕнче чемпионатне пысăк хак панă.
Нарăсăн 18-мĕшĕнче патшалăх пуçлăхĕ Раççей сборнăйĕн çыннисемпе тĕл пулса чемпионатăн пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явнă, Ульяновскри спорт площадкисене çĕршыври чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Унпа пĕрлех вăл РФ спорт министрне регионсенче мечĕкпе хоккейла выляссине аталантарма, тăрăллă стадионсем тума сĕннĕ.
-Чĕмпĕрти стадионсем çĕршыври чи лайăххисен шутĕнче, апла пулин те пирĕн тăрăллă стадионсем сахалтарах, Швецире, тĕслĕхрен, çавăн пек 25 стадион, Раççейре – 4 çеç, - тенĕ Президент.
- Чемпионат тĕлне хатĕрленĕ Пăр керменĕ, юсаса илемлетнĕ стадионсем, çĕнĕ автобуссем, Карамзин ячĕллĕ çĕнетнĕ аэропорт – йăлтах пире юлчĕç. Паллах, унпа пĕрле мечĕкпе вылясси тата ытти спорта аталантарас ĕç çĕнелчĕ,- тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
 
Çамрăк тухтăрсене – яла
«Земский доктор» федераллă программăпа килĕшсе облаçри ялсенче 217 тухтăра ĕçпе тивĕçтернĕ. 2016 çулта облаçра Сывлăх сыхлавĕн çулĕ тесе пĕлтернĕ, регионта «Земский фельдшер» программа ĕçе кĕнĕ.
-2015 çулта ялти сиплев учрежденийĕсене 65 тухтăра вырнаçтарнă. Ку палăртнинчен ытларах. «Земский доктор» программа хута кайнăранпа ялсенчи медицина учрежденийĕсене терапевтсемпе, ача-пăча тухтăрĕсемпе, психиатрсемпе, диагностика лабораторийĕн тухтăрĕсемпе, акушер-гинекологсем пе, хирургсемпе, куç тухтăрĕсемпе, васкавлă пулăшу тухтăрĕсемпе, оториноларингологсе мпе, эндокринологсемпе тивĕçтернĕ. 2016 çулхи планпа килĕшсе тата 60 специалист кирлĕ. Вĕсем пурте миллионшар тенкĕ илĕç.
«Земский фельдшер» программа кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе тытăннă. Кĕпĕрнаттăр икĕ фельдшера пурнăç условийĕсене лайăхлатма 500-шер пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне ялта тĕпленекен кашни çамрăк специалиста уйăхсерен пиншер тенкĕ тӳлесе тăрĕç. Çаплах пĕр çулталăк ĕçлесен 20 пин тенкĕ хушса тӳлĕç, икĕ çултан – 40, виçĕ çултан – 60.
2016 çулта «Земский доктор» программăна улшăнусем кĕртнĕ: ялта вĕсем 50 çул тултариччен ĕçлеме пултараççĕ. Малалла вĕсене федераллă бюджет палăртнинчен 60 процент хушса тӳлĕ, ыттине – регион саплаштарĕ. Унччен федераллă бюджетран 50 процент тӳленĕ.
 
: 219, Хаçат: 8 (1357), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: