Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан хастар чăвашсем çĕнĕ юрă ушкăнĕ йĕркелесе янă. Ăна илемлĕ ят панă – «Укăлча».
- Ялта пурăнакансен пĕр-пĕр интерес пулмалла, унсăрăн питĕ кичем. Садкире пĕчĕк клуб пур. Эпир унта ял халăхне тăтăш уявсем йĕркелесе параттăмăр. Нумаях пулмасть клуб заведующине В.И. Лянкина лартрĕç. Эпир, ялти хĕрарăмсем, пухăнса улах ларма шутларăмăр. Малтан клуба йĕркене кĕртес тесе çăмăл юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр: пĕр стенине ишрĕмĕр, ыттисене сăрларăмăр, сцена турăмăр, чаршавсем çĕлесе çакрăмăр. Илемлĕ те хăтлă клубра тăваттăн – Зинаида Моисеева, Елизавета Улюкина, Мария Андреева тата эпĕ - ал ĕçĕсем илсе ларма пуçларăмăр. Тĕрлетпĕр, чĕнтĕр çыхатпăр... Пурпĕр ахаль ларнă пек туйăнать. Юрлама пуçларăмăр. Çапла юрă ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралчĕ. Ятне те часах тупрăмăр. Ĕлĕк хамăр юрланă юрăсене, хальхисене аса илтĕмĕр, тетрадь çине çыртăмăр. Валентина Тараватăн анне çинчен çырнă юррине те юрлатпăр. Купăспа клуб заведующийĕ Владимир Ильич калать. Тĕнчери Аннесен кунĕнче – ноябрĕн 29-мĕшĕнче – ялта пĕрремĕш концерт патăмăр. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ирина Мигукова та килчĕ. Питĕ килĕ-шрĕ ăна. Çак куна ушкăнăн çуралнă кунĕ тесе шутлатпăр, - каласа парать Елена Лянкина.
Ансамбль турăмăр тенипе кăна мар вĕт-ха, тум та кирлĕ. Юлашки вăхăтра ĕлĕкхи, асаннесем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ шакмаклă кĕпесем, модăна кĕрсе пыраççĕ. Садкисем те пир кĕпесем çĕлеме шутлаççĕ. Елизавета Улюкинан кун пек кĕпе унчченех пулнă. Зинаида Моисеева Патăрьел районĕнчи тăван ялне кайса амăшĕн арчинчен пир тĕркисем илсе килет, ыттисем валли хăй кĕпе, саппунсем çĕлесе парать. Улахра ларнă вăхăтра саппунĕсене тĕрлесе илемлетеççĕ. Хĕрарăмсем тăваттăшĕ те Патăрьел районĕнче çуралса ӳснипе кĕписене те хăйсен тăрăхĕнчи модăпа çĕлет Зинаида Моисеева.
-Эпир пулăшу ыйтса тĕрлĕ çĕре çӳреместпĕр. Хамăр вăйпа веç тăватпăр: кашнин икшер тĕрлĕ кĕпе пур, темиçе саппун. Уявсенче концерт кăтартнă хыççăн ял халăхне хăналатпăр, сĕтелне хамăрах майлатпăр, апат-çимĕçне килте хатĕ-рлесе килетпĕр, ачасене парне паратпăр. Ял çыннисем савăнаççĕ, çамрăксем сире мĕнпе пулăшмалла тесе ыйтса çеç тăраççĕ. Питĕ кăмăллă ку, - каласа парать Зинаида Моисеева.
Ялта виçĕ концерт панă хыççăн укăлчасем Владимир Лянкинăн тăван ялне, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелне, концертпа каяççĕ. Пĕрле ачасен «Хĕвелсем» ушкăнне илеççĕ. Аслисен ансамбльне Аслă Нагаткинти Надежда Разиновапа Лида Симендеева та хутшăнаççĕ. Куракансем кашни юрра тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ, артистсене хавхалантараççĕ.
Паян «Укăлча» ансамбль репертуарĕнче 15 юрă. Малашнехи тĕллевсем укăлчасен пысăк. Вĕсем кăçал Чăваш Республикинчи ялсене концертсемпе çитесшĕн. Хатĕрленеççĕ, репертуара анлăлатаççĕ. Тата çĕнĕ купăс туянма ĕмĕтленеççĕ. Юрă ушкăнне артистсем хутшăнасса та шанаççĕ, хăйсене пĕр-икĕ арçын тата пĕр-икĕ хĕрарăм сассисем çитменнипе кулянаççĕ.
- Ĕмĕр иртет - савăнса, юрласа юлмалла. Халь пирĕн пĕр минут та пушă вăхăт çук, çамрăклансах кайрăмăр. Канма ларсан та юрă сăмахĕсене вĕренетпĕр, каçпа килти ĕçсене вĕçлесен те клуба васкатпăр. Ачасем шăнкăравласан та ан чăрмантарăр, эпĕ репетицире тетĕп. Тĕлĕнеççĕ вара. Выльăх-чĕрлĕх тытмастпăр халĕ. Кăнтăрла тĕрĕ тĕрлетĕп. Тутăра та, саппуна та илемлетмелле вĕт. Тата эпир, ансамбле çӳрекенсем, ăмăртса тенĕ пек картинăсем тĕрлеме тытăнтăмăр, - каласа парать 76 çулпа пыракан Елизавета Улюкина.
 
: 296, Хаçат: 8 (1357), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: