Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ наци политикипе килĕшсе облаçри вĕренӳ министерстви тата облаçри вĕренӳпе инноваци тытăмĕсен центрĕ шкул ачисен хушшинче «Этнокультурный калейдоскоп Поволжья» ятпа пултарулăх ĕçĕсен куçăмсăр конкурсне ирттерет.
Конкурс тĕллевĕ – ачасенче тăван чĕлхене, культурăна, историе ăса хывас туртăма аталантарса таса чунлă, илемлĕхе пĕлекен-туякан çынна ӳстересси.
Конкурса облаçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенчи 7-11-мĕш классенче вĕренекен, чĕлхепе, халăхсен культурипе тата историйĕпе кăсăкланакан ачасем хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçсене çак номинацисемпе йышăнаççĕ:
-тĕпчев ĕçĕ*
-сочинени.
Конкурс 2016 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Заявкăсене апрелĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Сирĕн ыйтăвăрсене облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Вера Александровна Архипова çак номерпе хуравлĕ: 32-79-21.
Конкурс положенине этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн сайтĕнче тупма пулать: ipk.ulstu.ru.
 
: 503, Хаçат: 8 (1357), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: