Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван чĕлхе вунăкунлăхĕпе килĕшсе Чӳрекелĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхе кунĕ иртрĕ. Çак хăйнеевĕрлĕ уявра УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов тата журналистсем – Елена Мустаевапа Нина Еграшкина – пулчĕç.
 
Экскурси
Мероприятие йăлтах шкул ачисен вăйĕпе хатĕ-рленĕ. Хăнасене ачасем шкула халалланă сăвăсемпе кĕтсе илчĕç. Унтан музейпа паллаштарчĕç. Чăваш тумĕсен историйĕ, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Савăт-сапа тата ĕç хатĕрĕсен кĕтесĕ авалхи япаласемпе пуян. Ачасем кунти кашни япалан пĕлтерĕшне пĕлеççĕ. Çар Мухтавĕн музейĕпе Сергей Дьяконов, Ольга Киверова, Ангелина Белова паллаштарчĕç, хăйсен аслашшĕ-семпе мăн аслашшĕсен тата ытти ентешĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Ялтан 180 çын вăрçа тухса кайнă, 40-шĕ çеç таврăннă, 70 çынна яхăн хыпарсăр çухалнă, 4 çын Берлина çитнĕ. Шкаликовсен çемйинчен пĕр харăс 6 çын тухса кайнă, Беловсен-5, Калинсен – 4, чылай çемьерен – икшер çын. Унсăр пуçне музей стенине ялти паллă çынсене халалланă стенд илемлетет.
 
Уçă урок
Урока РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, халăх çутĕç отличникĕ Лидия Ярославская ирттерчĕ. Малтанах ачасем «Илемлĕ, илемлĕ» юрă кĕввине тĕпе хурса хăйсем çырнă юрра ура çине тăрса шăрантарчĕç.
Урок «Чăваш халăхĕн ывăл-хĕрĕ» темăпа иртрĕ. Ăна чăвашсен паллă поэтне Валентин Урташа халалланă. Ачасем поэт çырнă сăвăсен сыпăкĕ-сене пĕрерĕн вуларĕç, Урташăн йывăр ачалăхне, вăрçăран аманса таврăннă самантсене аса илчĕç, вĕрентӳçĕн ыйтăвĕсене хуравларĕç. Лидия Федоровна Аслă вăрçа паянхи лару-тăрупа çыхăнтарса Украинăри бандеровецен ирсĕр ĕçĕсене пула пĕр айăпсăр халăх шар курни пирки пăлханса каласа пачĕ. Унтан ентешĕ фронтран янă сархайнă çырупа паллаштарчĕ.
Урока ачасем Валентин Урташ сăввипе кĕвĕленĕ «Атте вăрçăран килеймерĕ» юрăпа вĕçлерĕç. Вăрçă темине вĕренекенсен ушкăнĕ коридорта «Никама та манман, нимĕн те манăçман» стенд умĕнче тăсрĕ, вăрçăпа çыхăннă сăвăсем каларĕ.
Концерт программине Алена Волынщикова, Анастасия Садовникова тата Ольга Киверова ташă-юрăпа уçрĕç. Концерт хыççăн шкул директорĕ С.Г.Ярославский сăмах илчĕ. Вăл шкул ӳсĕмĕсем çинче чарăнса тăчĕ, йывăр лару-тăрупа паллаштарчĕ. Шкула хупасран сыхласа хăварас ĕçре УОЧНКАн çĕнĕ ертӳçинче тата «Канаш» хаçатра пысăк шанчăк пурри пирки каларĕ.
Майна районĕнче çак шкулта çеç чĕлхене предмет мелĕпе вĕрентеççĕ. Çакăншăн вăл облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутатне А.Ф.Балакишиевана тав туса хăварчĕ.
Унтан директор районти, облаçри конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă вĕренекенсене грамотăсем тата дипломсем парса чысларĕ. Алена Волынщикован (9-мĕш класс), тĕслĕхрен, ку тĕле 149 грамота тата диплом. Кайран хăнасене сăмах пачĕç.
Олег Николаевич хăйпе паллаштарчĕ, шкул директорне Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Унтан çĕнĕ ĕçтăвком йышне вырăнти усламçа Ю.Н. Волынщикова илни пирки пĕлтерчĕ. Шкулăн шухăш-тĕллевне автономи ĕç планне кĕртме пулчĕ.
Олег Николаевича ачасем ыйту хыççăн ыйту пачĕç: ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ/ Миçе награда/ Пушă вăхăтра мĕнпе апаланма юрататăр/ Автономи малалла аталанас шанчăк пур-и/ Çĕнĕ ертӳçĕ кашни ыйтăва тĕплĕн хуравларĕ.
«Канаш» хаçат редакторне Николай Николаевича та ыйтусем пулчĕç. Ачасене «Вут хӳре» кĕнекери геройсем кăсăклантарчĕç. Малтан вăл кĕскен хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Чӳрекелсене хаçата çырса тăнăшăн тав турĕ, шкул библиотекине кĕнекесемпе хаçат çыххисем парнелерĕ. Кайран вăл ыйтусене хуравларĕ, ачасем валли тепĕр çĕнĕ кĕнеке хатĕрлени пирки пĕлтерчĕ.
«Канаш» хаçат журналисчĕ Елена Мустаева ача чух кам пулма ĕмĕтленнипе те кăсăкланчĕç ачасем. Елена Николаевна кĕскен хурав пачĕ, шкул библиотекине «Аннесене каçараççĕ» кĕнекине парнелерĕ.
Хаçат журналисчĕ Нина Еграшкина ачасен пултарулăхне палăртрĕ, ума çирĕп тĕллев лартса лайăх вĕренме, таса чунлă, ăслă çын пулма сунчĕ.
Пухăннисем пĕр саслăн пулса: «Çак тĕслĕ-хлĕ шкула мĕнле те пулин сыхласа хăварасчĕ!» - терĕç.
Мероприяти ачасен хорĕн «Анне» юррипе вĕçленчĕ.
 
Майна районĕ.
 
: 543, Хаçат: 8 (1357), Категори: таван самах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: