Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Львович Табакин 1922 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Украинăри Донецк облаçĕнчи Славянск хулинче çуралнă. Еврей.
 
1932 çулта унăн çемйи Ленинграда пурăнма куçать. 1940 çулта Владимир хулин 14-мĕш шкулне Мухтав хучĕпе пĕтерсе Орелти танк училищине вĕренме кĕрет.
Аслă вăрçă тытăнсан вĕсене вăхăтсăр вĕрентсе кăларса Хĕрлĕ Çарăн тĕп штабĕн разведка шкулне офицера вĕренме яраççĕ. Пĕрремĕш çапăçăва В.Л. Табакин 1942 çулта Хĕвеланăç фрончĕн дивизи штабĕн разведуйрăмĕн пуçлăхне пулăшаканĕ-нче кĕрет. 1944 çулта ăна 23-мĕш танк корпусĕн разведуйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Вăл Румыни, Австри, Чехословаки, Венгри çĕрĕсене тăшманран тасатса Çĕнтерӳ кунĕчченех çапăçать.
1951 çулта Владимир Львович бронетанк çарĕсен академийĕн командирсен факультетне пĕтерет. Кайран Инçет Хĕвелтухăç çар округĕнче тĕрлĕ должноçсенче хĕсметре тăрать.
1963 çулта В.Л. Табакин полковника танк училищин директорне çирĕплетеççĕ. 1966 çулта вăл генерал-майор звание тивĕçет. Çав çулах ăна Ульяновскри В.И.Ленин ячĕллĕ аслă гварди танк училищин начальникĕн должноçне шанса параççĕ. Ăна вăл 1977 çулччен ертсе пырать.
1992 çулта Владимир Львович саппаса тухать. Ăна Ульяновскри вăрçă ветеранĕсен комитечĕн пуçлăхне суйлаççĕ.
1998 çулта В.Л. Табакина «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни» ят парса чыслаççĕ, унăн ятне Ульяновск облаçĕн Ылтăн Хисеп кĕнекине кĕртеççĕ.
Владимир Табакин 2001 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Ульяновскра пытарнă. Вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. 2010 çулта Ульяновскри «Искра» завод хыçĕнчи çĕнĕ урама Владимир Табакин ятне панă.
 
: 566, Хаçат: 8 (1357), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: