Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Февраль уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Димитровградри «Юность» лагерьте облаçри шкулсенче чăвашла, тутарла, мордвалла, нимĕçле вĕренекенсен тата таврапĕлӳпе кăсăкланакансен олимпиади иртнĕ.
 
Кăçал чăваш чĕлхипе литературин олимпиадине 15 шкул ачи хутшăннă, ытларахăшĕ Чăнлă районĕнчен. Вĕсенчен 9-мĕш класра вĕренекенсем – улттăн, 10-мĕш класрисем – тăваттăн, 11-мĕ-шсем – пиллĕкĕн.
Шкул ачисен пĕлĕвне тĕрĕслекен комисси виçĕ çынран тăнă: Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Е.С. Нагорнова (председатель), облаçри вĕренӳ-пе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.А. Архипова, Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.М. Сайгушева.
- 2016 çулхи тăван чĕлхепе литературин олимпиадине хутшăннă ачасен пĕлӳ шайĕ пысăк пулнине палăртас килет. Пĕрремĕш вырăна тухнисемпе ыттисен балĕсем хушшинчи уйрăмлăх сахал пулнипе 15 çынран 13-шĕ призер пулса тăчĕ. Вĕсем пурте 50 ытла балл пухрĕç. Иккĕшĕ çеç - 50 балл пухаймарĕç, - каласа пачĕ В.А. Архипова.
Олимпиадăри чăваш чĕлхипе тата литературăпа çыхăннă кăткăс ыйтусене хуравланă ачасем. Ыйтусем те çулсерен йывăрланса пынине палăртаççĕ жюри членĕсем. Апла пулин те вĕренекенсем ĕçсене тивĕçлипе пурнăçланă.
Тăххăрмĕш класрисем хушшинче чи пысăк балл пухса пĕрремĕш вырăна Алина Сулагаева тухнă (88 балл, Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ – Е.К. Сулагаева).
Призерсем: Наталья Рахманова (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ – Е.К.Сулагаева)*
Анастасия Азанова (Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.М.Сайгушева)*
Юлия Надиванова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.В.Телеева.)*
Анастасия Садюхина (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.Ф.Кудряшова)*
Алена Волынщикова (Майна районĕ, Чӳрекел шкулĕ, вĕрентекенĕ – Л.Ф.Ярославская).
Вуннăмĕшсем хушшинче вырăнсем çапла:
пĕрремĕш вырăна 78 балл пухса Ангелина Адамова тухнă (Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.М.Сайгушева).
Наталья Коннова (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.В.Телеева)*
Марина Великанова (Чăнлă районĕ, Çĕнĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ – С.Ф.Кудряшова)*
Андрей Мускин (Чăнлă районĕ, Пухтел шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.Н. Кушты) призер ятне тивĕçнĕ.
Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем хушшинче те ăмăрту хĕрӳ пынă.
Çĕнтерӳçĕ ятне Кристина Юдина тивĕçнĕ (76,5 балл, Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕ, вĕрентекенĕ – А.И.Денисова).
Призерсем:
Кирилл Ржата (Чăнлă районĕ, Ирçел шкулĕ, вĕрентекенĕ – Н.М.Сайгушева)*
Юлия Горбунова (Ульяновскри Карлински шкулĕнчен, хăй тĕллĕн пынă, вĕрентекенĕ çук).
Олимпиадăна хутшăнакансем:
Снежана Чернова (Ульяновск районĕ, Симĕс Раща шкулĕ, вĕрентекенĕ – Р.А.Волкова)*
Валерия Антипова (Ульяновск хули, 55-мĕш шкул, вĕрентекенĕ – С.А.Марышева).
Тăван чĕлхепе литературин тата культурин олимпиадине хутшăннă кашни вĕренекен Диплома тата парнене тивĕçнĕ.
Ăмăртусем хушшинче хĕрсемпе каччăсем сцена çинче пултарулăхне кăтартнă, спортра вăй виçнĕ.
 
: 781, Хаçат: 8 (1357), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: