Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Вырăс патшалăхĕн историйĕ" – паллă çыравçă ĕçĕ çеç мар, тӳрĕ кăмăллă çын паттăрлăхĕ те
 
Николай Михайлович Карамзин çыравçă тата историк Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Михайловка ялĕнче помещик çемйинче 1766 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – 12-мĕшĕнче) çуралнă. Килте питĕ аван пĕлӳ илнĕ.
14 çул тултарсан Мускавра Шаден профессорăн харпăр пансионĕнче вĕренме пуçланă. 1783 çулта ăна пĕтерсен Петербургри Преображенски полкне килнĕ. Унта вăл çамрăк сăвăçпа, каярах хăй уçнă «Мускав журналĕнче» ĕçлеме пуçăнакан Дмитриевпа паллашнă. Шăп çавăн чухне хăйĕн пĕрремĕш куçарăвне – С.Геснерăн «Йывăç ура» идиллине пичетленĕ. Подпоручик ятпа отставкăна тухсан 1784 çулта Мусква куçса килет те «Чĕрепе ăс-тăн валли йĕркеленĕ ача-пăча вулавĕ» журнал (тĕп редакторĕ – Н.Новиков) ĕçне-хĕ-лне хутшăннă хастарçăсенчен пĕри пулса тăрать, масонсемпе çывăхланать. Тĕнпе ăс-хакăл хайлавĕсене куçарма тытăнать. 1787 çултан пуçласа тăтăшах ун паллă куçарăвĕсем кун çути кураççĕ: Томсонăн «Çулталăк вăхăчĕсем», Жанлисăн «Ял каçĕсем», Шекспирăн «Юлий Цезарь» тата Лессингăн «Эмилия Галотти» трагедийĕсем.
1789 çулта «Ача вулавĕ» журналта Николай Карамзинăн хăйнеевĕр «Евгений тата Юлия» повеçĕ тухать. Çуркунне вăл Европа тăрăх çулçӳреве тухса каять. Германире, Швейцарире, Францире пулса революци правительствин ĕçне-хĕлне сăнать. 1790 çулхи июнь уйăхĕнче Францирен Англие çул тытать.
Кĕркунне Мускава таврăнать те кĕçех уйăхра пĕрре тухакан «Мускав журналне» кăларма пикенет. Шăпах унта «Вырăс çулçӳревçин çырăвĕсен» ытларах пайĕ, «Лиодор», «Бедная Лиза», «Наталья, боярская дочь», «Флор Силин» повеçĕсем, очеркĕсемпе калавĕсем, тишкерӳ статйисем, сăввисем кун çути курнă. Карамзин статйисем литературăра çĕнĕ тĕс – сентиментализм – çуралнине çирĕплетнĕ. 1790 çулсенче çыравçă пĕрремĕш вырăс альманахĕ-сене – «Аглая» (1794-95 çç.) тата «Аониды» (1796-99 çç.) – кăларнă.
1790 çулсен варринелле Карамзин вырăс литературинче çĕнĕ страница уçакан вырăс сентиментализмĕн ятлă-сумлă ертӳçи пулса тăнă. Ăна Жуковский, çамрăк Пушкин питĕ хисепленĕ.
1802-1803 çулсенче Карамзин литературăпа политика ыйтăвĕсене çутатакан «Вестник Европы» журнал кăларса тăнă. Çыравçăн хаклав статйисенче хăйнеевĕрлĕ наци литературине пуçарма май паракан çĕнĕ илемлĕх (эстетика) программи сăнарланнă. Культура хăйнеевĕрлĕхĕн уççине вăл историре курнă. Унăн шухăшлавĕн тĕрлĕ енлĕхĕ «Марфа Посадница» повеçре вăйлă палăрнă. Хăйĕн политика статйисенче Карамзин правительствăна çутĕç сумне, вырăнне кăтартакан чĕнӳсемпе тухнă.
Пĕрремĕш Александр патшана витĕм кӳрес тĕллевпе Карамзин ăна «Записки о древней и новой Руси» (1811) алçырăвне парать. Çапла майпа унра тарăху çуратать. 1819 çулта «Мнение русского гражданина» çĕнĕ çыру парать. Вăл патшана тата пушшех тарăхтарать. Карамзин çавах та çутта кăларакан самадержави йĕрки хăтарма пултарассине шанма пăрахман, каярах декабристсен пăлхавне сивленĕ. Карамзин-художника çамрăк çыравçăсем ĕлĕкхиллех пысăк хак панă. Унăн политика шухăшлавне пайламаннисем те.
1803 çулта М.М.Муравьев пулăшнипе Карамзин патша таврашĕнчи историографăн официаллă ятне илнĕ.
1804 çулта вăл «История государства Российского» кăларăмпа ĕçлеме пуçлать. Хавхалансах материал пуçтарать. Синод, Эрмитаж, ăслăлăх академийĕн, уçă библиотекăн, Мускав университечĕн, чиркӳсен архивĕсемпе кĕнеке пухăвĕсене шĕкĕлчесе тухать. Вăл ыйтнипе мăнастирсенче, Оксфорд, Париж, Венеци, Прага тата Копенгаген архивĕсенче шыраççĕ. Питĕ хаклă ĕçсене – летопиçсем, хушусем, суд йышăнăвĕсем – тупать... Остромирово Евангелине (1056-1057 çулхи) – вырăс кĕнекисенчен чи кивĕ кăларăма, Ипатьев, Троицкий, Волынский летопиçĕ-сене, Хаяр Иванăн суд кĕнекине, авалхи вырăс литературин хайлавне – «Моление Даниила Заточника» тата ытти алçырусене савăнсах тĕпчет.
Мĕн виличченех ку сумлă ĕçе – ăслăлăхпа культура еткерлĕхне – калăплать вăл.
Сасартăк çут тĕнчерен уйрăлни çыравçа, историка ĕçĕн 12-мĕш томне пĕтерме чăрмантарать. Николай Карамзин Петербургра 1826 çулхи майăн 22-мĕшĕнче (июнĕн 3-мĕшĕнче) вилет.
 
: 320, Хаçат: 8 (1357), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: