Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 7-мĕш номерте.)
 
ххх
Икĕ эрнерен Чĕкеç сывалса килне таврăнчĕ. Ăна ял каччи Сергей хапха умнех çитерсе ячĕ. Кӳрше каçрĕ. Пăлакирен çăра уççи илсе пушă пӳ-рте кĕрсе тăчĕ. Кĕркурине юлашки çула ăсатайманшăн, çак пӳртре пĕччен тăрса юлнишĕн ӳксе йĕчĕ. Кӳршĕ хĕрарăмĕ те куççульне ирĕке ячĕ. Упăшкине мĕнле пытарнине йĕре-йĕре каласа пачĕ. Качакине хăй патне илсе кайнă иккен вăл. Чăх-чĕпне куллен каçса çитерсе тăрать.
- Мĕн тумалла/ Нимĕн те тăваймăн. Сыввисен малалла пурăнмалла,- лăплантарчĕ Пăлаки Чĕкеçе.
-Эпир Кĕркурипе пӳрт лартас тесе укçа пухнăччĕ. Кирлĕ-и мана халĕ вăл çурт/- терĕ Чĕкеç куççульне шăлса.-Мана халĕ ним те кирлĕ мар.
-Мĕнле кирлĕ мар/! Ара, Ванюш кĕçех салтакран таврăнмалла вĕт... Таврăнсан авланĕ те – кермен пек çурт лартăр акă. Эсĕ халĕ выртса кан. Ун пирки ан шутла. Санăн хăвна упрас пулать. Эпĕ яшка пĕçернĕччĕ, çиччас илсе килсе çитерĕп,-тесе Пăлаки васкаса тухса кайрĕ.
ххх
Хĕллехи сивĕ кунсем сисĕнмесĕ-рех иртсе кайрĕç. Çĕр çийĕ юртан тасалчĕ. Пахча ĕçĕсем тытăнчĕç. Çырмара юр ирĕлсе пĕтмен-ха, пахчари хăйăрлă çĕр типме те ĕлкĕрчĕ. Чĕкеç ял халăхĕпе пĕрле паçмине сухалаттарчĕ. Çĕрулми акрĕ. Иртен пуçласа пахчара чаваланчĕ: чаврĕ, йăрансем турĕ, акрĕ.
Ялти пĕр каччă салтакран таврăнсан Чĕкеç канăçне çухатрĕ – ывăлне кĕтме пуçларĕ.
-Манăн мĕнпур шанчăк – Ванюшра. Тĕрĕс-тĕкел таврăнса лайăх арăм тĕлне çеç пултăрччĕ,- куллен кĕлтурĕ вăл турăш умне тăрса.
Ванюш киле чи илемлĕ вăхăтра таврăнчĕ. Çурт умĕнчи çĕмĕрт, мунча çумĕнчи палан, улмуççипе чие йывăççисем шап-шурă чечекре! Пахчана тухатăн та - ырă шăршăпа пуç çаврăнать.
Шăллĕ таврăннă хыпара илсен Чĕмпĕрти аппăшĕсем килсе çитрĕç. Çавра сĕтел тавра ларса чунĕсем каниччен калаçрĕç, ашшĕне асăнса ĕçрĕç, малашнехи плансене турĕç. Чĕкеç çĕнĕ çурт лартас пирки сăмах хускатрĕ.
- Эпир аçăрпа кăштах укçа пуçтарнăччĕ. Вăл çитейĕ-ши тульккă/
-Ан кулян, анне. Манăн укçа пур. Эпĕ парăп. Хăвăнне хальлĕхе ан тĕкĕн-ха, перекет кассинчех вырттăр,-терĕç Вальăпа упăшки.
Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кĕрĕвĕсем ку шухăшпа килĕшеççĕ. Çу уйăхĕ тытăнсан отпуск илсе яла таврăнма тĕв тăваççĕ.
ххх
Çу каçипе Чĕкеçпе ачисем мĕн шутланине пурнăçа кĕртме пултарчĕç. Çĕмĕрлерен хыр пура туянса килчĕç. Кивĕ çурчĕ çумне никĕс çавăрчĕç. Ял-йыш, тăван-хурăнташ пуçтарăнса нимелле пура çĕклерĕç, хĕрарăмсем мăкне тул енчен те, шал енчен те çапса тухрĕç. Ялти платниксем пуçтарăнса пӳрт çине витрĕç. Юлнă вак ĕçĕсене Ванюш хĕл каçипе пĕччен тукаларĕ. Кăмакине курпалама амăшĕ кăтартнипе Ванюш хăех купаларĕ. Нумай вĕрентрĕ Ванюша нуша. Унччен те ашшĕ çумĕнче платник ĕçне хăнăхнăскер халĕ чăн арçынна çаврăнчĕ. Савăнчĕ Чĕкеç куç тулли кĕрнеклĕ ывăлĕ ĕçленине сăнаса.
Ялти пуян Ивановсен кĕçĕн хĕрĕпе Ольăпа тус тунине пĕлсен пушшех хĕпĕртерĕ. Ольăн аппăшĕсемпе тетĕшĕсем пурте урисем çинче çирĕп тăраççĕ. Тетĕшĕсем – ял фермерĕ-сем. Кашнин умĕнче трактор-машина ларать, çурчĕсем кермен пек.
-Юрĕ-ха, эпир те кине ӳпле пек киле илсе кĕмĕпĕр. Хыр пĕренесенчен тунă çурт сарă çу пекех курăнса ларать. Çĕнĕ кравать, диван илсе лартăпăр. Эпĕ кăмака хыçĕнчи пӳлĕмре те вырнаçăп. Мана нумай кирлĕ мар. Мăнук хыççăн мăнук çуралĕ. Эпĕ вĕсене учукка тăвăп,- ĕмĕтленсе выртрĕ Чĕкеç темĕнччен çывăрса каяймасăр.
ххх
Кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртрĕ. Чĕкеçпе Ванюш иккĕшех пурăнчĕç. Вăл ывăлне авланасси пирки пĕрех май сăмах хускатрĕ. Тарăхтарсах çитерчĕ. Амăшĕ ялти çапкаланчăксемпе çыхланса кайса ĕçме вĕренесрен хăрарĕ ĕнтĕ вăл. Ялта ав ватă хусахсен шучĕ вăтăра та çитсе кайрĕ пулĕ. Ĕçсĕр аптăранипе алă айне мĕн лекнĕ çавна ĕçсе çӳреççĕ. Телее, Ванюш вĕсемпе çыхланмарĕ.
- Анне, - терĕ пĕррехинче ывăлĕ амăшне. - Çĕркаç Ольăпа туй пирки калаçрăмăр. Туйне çурла уйăхĕнче – пахча çимĕç ĕлкĕрсен – тума палăртрăмăр. Эсĕ мĕнле шутлатăн/
-Аван, ывăлăм, эпĕ савăнатăп çеç. Ху пĕлен - эпĕ кун пирки тахçанах ĕмĕтленсе пурăнатăп вĕт. Эппин, туя хатĕрленме тытăнас пулать. Сăра валли салат тума халех пуçăнас пулĕ. Ырашĕ пур-ха. Аппусене хальтерех пĕлтер. Эх, савăнтартăн та мана, Ванюш. Тинех кин кĕртетпĕр иккен! - çĕкленӳллĕ кăмăлпа калаçрĕ Чĕкеç.
ххх
Кĕтнĕ вăхăт хăвăрт çитет. Чĕкеçĕн мĕнпур çывăх тăванĕ пуçтарăннă. Ир-ирех ĕç вĕрет вĕсен килĕнче: кам чуста çăрать, кам салат таврашĕ тăвать, кам çĕрулми шуратать, кам мунча хутать – пурин валли те ĕç тупса тăрать Чĕкеç. Кӳршĕ Куляна вара сурăх пусма чĕнсе килет. Выльăха ун пек ăста та хăвăрт пусакан ялта урăх çук та пулĕ. Çур сехет – сурăх ашĕ хатĕр те. Чĕкеç аша ваклаттарать те чукунра пĕçерсе илет, кайран тимĕр подноссем çине хурса кăмакара типĕтет. Хăнасем çакăн пек хатĕрленĕ аша юратсах çиеççĕ.
Туй сĕтелĕ хатĕрлесе çитерсен Чĕкеç хĕр илме кайма пуçтарăннă туй арăмĕсене пĕрер курка сăра ĕçтерчĕ те юрă пуçласа яма хушрĕ. Купăс кĕввипе хĕрарăмсем юрра тăсса ячĕç. Çапла вĕсем юрласа-ташласа пулас кинĕн çурчĕ умне çитрĕç. Йăли-йĕркине туса каç енне хĕре илсе таврăнчĕç. Чĕкеç çамрăк мăшăра алăк умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Кинĕн чĕлхи çемçе пултăр тесе пĕр кашăк хăйма хыптарчĕ. Кĕрекене ларсан çамрăксене пиллерĕ.
-Телейлĕ пулăр, ачамсем. Килĕ-штерсе пурăнăр. Килти сăмаха урама ан кăларăр, урамрине киле илсе ан кĕрĕр. Ача-пăчаллă пулăр. Эпĕ ватăлăп, вăйсăрланăп. Урам утми, куçăм курми пулĕ. Ун чух мана ан пăрахăр. Эпĕ сире пиллетĕп, Турă та сире пиллетĕр,- терĕ вăл ачисем çине хĕрес хурса. – Акă сире манран парне. Ку укçана юри сире валли пухса пытăм.
Тăванĕсем те çамрăк мăшăра ырă сăмахсем каласа телей сунчĕç. Шурă пĕркенчĕк тăхăннă çĕнĕ çын кăмăллăн кулса ларчĕ. Ирчченех кĕрлерĕ Чĕкеç килĕ. Тепĕр кунне те хăна туха пĕлмерĕ вĕсем патĕнчен. Ялĕпех савăнчĕç çак туйра. Виççĕмĕш кунне кинĕ кăмăлсăр çӳренине асăрхарĕ Чĕкеç. Ăна мĕн е кам кӳрентернине питĕ пĕлес килчĕ пăянамăшĕн. Сăлтавĕ кӳршĕ Куля килсен паллă пулчĕ:
-Пирĕн туй ĕнерех пĕтнĕ, Куля тете. Çитет хăна пулса! - терĕ вăл кӳрши алăк урати урлă каçнă-каçманах. Лешĕ аванмарланса Чĕкеç çине пăхса илчĕ те алăри карттусне тăхăнса кайма тăнăччĕ çеç – Чĕкеç ăна чарчĕ.
-Апла мар, кин. Пирĕн килте ун пек йăла çук, ан пултăр та. Атя, Куля, ирт тĕпелерех,- тесе хăнана сĕтел хушшине вырнаçтарчĕ. Пĕр черккене ӳпĕнтерсен Куля сĕтел çине лартнă тăварланă хăяра çыртмасăрах тăчĕ, каçару ыйтрĕ те кайма васкарĕ. Чĕкеç ăна ăсатма тухрĕ.
-Чĕкеç, эпĕ сана пулас кинӳ пирки тахçанах асăрхаттарасшăнччĕ те – хăяймарăм. Улми улмуççинчен аякка ӳкмест теççĕ. Куратăн-и/ Килнĕренпе виçĕ кун çитмен – йĕрке тăвать. Характерĕ чисти ашшĕн. Вĕсем патне çын çӳренине курнă-и эсĕ/ Курман. Вăт çав... Мĕншĕн çӳремеççĕ/ Юратмаççĕ вĕсем пирĕн пек чухăнсене, - терĕ Куля шăппăн такам илтесрен хăранă пек. - Курăр акă, сирĕн патăра та çын çӳреме пăрахĕ... Тьфу-тьфу - каламанни пултăр.
-Куля, кине халех хурлама васкар мар-ха. Вăл çамрăк, хăна-вĕрле пăхса курман. Хăнăхĕ-ха... Туй-çуй та ывăнтарчĕ пулĕ çамрăксене. Юрĕ, йăлтах йĕркеллĕ пулĕ, ан кулян,- тесе Чĕкеç хăнана ăсатрĕ.
Ку сăмахсемпе вăл кӳршине мар – чи малтан хăйне лăплантарчĕ. Кинне ун пирки урăх аса илтермерĕ, ывăлне те каласа памарĕ.
Çапла кун хыççăн кун иртрĕ. Кинĕ Чĕкеçе «пăянам» та, «анне» тесе те чĕнмерĕ. Унччен «Чĕкеç аппа» тесе чĕннипе е туйра чăваш йăлипе «анне» тесе калаттарманнипе çапла ютшăнчĕ-ши вăл/ Калама хĕн. «Кун пекки пулкалать. Уçăлĕ-ха. Хам та тепĕр уйăхран тин «пăянам» тенĕ,- шутларĕ Чĕкеç.
Кинĕ упăшкипе иккĕшĕ чух савăнчĕ, кулчĕ. Пăянамĕ курăнсанах куçне унран тартрĕ. Чĕкеç унпа уçă та çепĕç пулма тăрăшрĕ, анчах кинĕ темшĕн хутшăнасшăн пулмарĕ.
Пĕррехинче çамрăксем туй укçипе диван илме шутларĕç. Чĕкеç те укçа парса пулăшас терĕ.
-Мейĕр, манран та пулăшу пултăр,- тесе вăл укçине ывăлне сĕнчĕ. Лешĕ арăмĕн куçĕнчен пăхрĕ.
-Кирлĕ мар, пирĕн укçа пур,- касса татрĕ кинĕ. Ăна хирĕç сăмах хушакан пулмарĕ. Чĕкеçĕн хирĕçес килмерĕ. Ванюш хăй сисмесĕрех арăм еккипе кайрĕ.
Чĕкеç кил-çурчĕ часах çĕнĕлĕхпе тулчĕ. Диванпа икĕ креслине малти пӳрте лартрĕç. Вĕсен хыçне, çиеле, илемлĕ кавир çакса хучĕç. Дивана хирĕç çĕнĕ телевизор вырнаçтарчĕç. Вăл кĕленчерен тунă лутра сĕтел çинче ларать. Урайне çĕнĕ палас сарса хучĕç.
Чĕкеçĕн кравачĕ кăмака хыçĕнче вырăн тупрĕ. Унччен кунта кил хуçи арăмĕ пулнă Чĕкеç халĕ малти пӳрте иртме шикленчĕ. Кунĕпех кил картинче, пахчара чаваланчĕ вăл. Ывăнсан мунча пăлтăрĕнчи кивĕ диван çине выртса канчĕ. Каç пулсан тин мунчара шыв ăшăтса çăвăнса-тасалса пӳрте кĕчĕ.
ххх
Кĕркунне те çитрĕ. Кинĕ пахча ĕçĕсене хутшăнмарĕ: çиме хатĕрлерĕ, пӳртре тирпейлесе тăчĕ. Çĕрулми кăларма унăн тетĕшĕ хăй тракторĕпе килсе пулăшрĕ. Хăти-тăхлачи, кӳ-ршисем пуçтарса пычĕç. Çĕрулми ани кăнтăрччен пушанса та юлчĕ. Унпа пĕрлех Чĕкеçе кичем пусрĕ. Чĕкĕнтĕр, купăста йăранĕсем çеç кăшт кăмăла лăплантарчĕç. «Апла манăн вăхăта ирттермелĕх ĕç пур-ха»,- шутларĕ вăл. Çапла куллен пĕрер йăран пĕчченех кăларса тирпейлерĕ. Пĕр курăк юлмиччен çумласа тасатрĕ, йăранĕсене чавса хăварчĕ. «Шурă шăнасем» вĕçме тытăнсан купăстине ывăлĕпе касрĕç. Нӳхрепе йĕркипе çакса тухрĕç. Çапла пахча ĕçĕсем вĕçленчĕç. Ăçта вăхăта ирттермелле Чĕкеçĕн/ Пӳрте кĕрсен кинĕ шыв сыпнă пек – кĕнеке тытса ларать... Каллех чăрмантарнă пек...
Телее, кӳршĕ Пăлаки халĕ килĕнче пĕчченех. Ывăлĕ Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Чĕкеç алĕç тытса унта çӳреме пуçларĕ. Темĕнччен калаçса ларчĕç иккĕшĕ вăрăм каçсене кĕскетсе. Чĕкеç чунрине Пăлакие çеç уçса пама пултарчĕ. Кӳрши ăна шав лăплантарма тăрăшрĕ. «Хăй анне пулĕ те йăлтах ăнланĕ акă. Ан кулян»,- терĕ. Хăш чух Чĕкеç çакăнтах çĕр каçма юлчĕ. Кинĕ-пе ывăлĕ амăшне чĕнме каçмарĕç.
 
(Малалли пулать.)
 
: 370, Хаçат: 8 (1357), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: