Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри «Восход» Культура керменĕнче Мелекесс тăрăхĕнчи чăвашсен пысăк уявĕ пулчĕ – «Савăнăç» халăх ушкăнĕ (ертӳçи И.Н. Иванюкова) 20 çул тултарнине паллă турĕç.
Савăнăçсен савăнăçне пайлама УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев, эрменсен культура автономи ертӳçи Давид Саакян, украинсен вырăнти ентешлĕх ертӳçи – Майя Клокова тата вырăнти автономи ертӳçи Михаил Сенюта, азербайджансен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн Димитровградри уйрăмĕн председателĕ Ильхам Мусаев, еврейсен вырăнти община председателĕ Ольга Бочкова, мордвасен автономи ертӳçи Анна Нуянзина, тутарсен культура автономин çынни Мунира Джумаева, таджиксен обществин ертӳçи Лутфиддин Норматов, узбексен общинин çынни Алишер Сафаров тата тĕрлĕ çĕртен 15 юрă-ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ.
 
Истори
 
20 çул ушкăншăн – сахал мар. Мĕн чухлĕ савăнăç, пăлхану, кӳренӳ саманчĕсем тӳсме тивнĕ çав хушăра артистсен... Çапах та чуна çĕклекеннисем ытларах пулнă. Савăнăçсем икĕ теçетке çул таврари чăвашсене вырăнти халăх, эстрада юррисене парнелеççĕ. Çапла, çапла... Пĕр укçасăр, чун туртнипе. Паян репертуарта 100 ытла юрă!
1996 çул. Ирина Иваюковапа унăн çывăх юлташĕ Валентина Буцаева юрă ушкăнĕ йĕркелеме шутлаççĕ. Ку тĕле чăваш уявĕсенче Çĕнĕ хулари икĕ ушкăн – «Эревет» (ертӳçи Н.Косырев) тата «Палнай» (ертӳçи В.Сымова) ушкăнсене курма пулатчĕ.
-Мĕн-ма Мелекесс тăрăхĕнче ушкăн йĕркелес мар-ха/ Эпир мĕнрен кая/ – тесе икĕ юлташ юрлама юратакан, пултаруллă хĕрарăмсемпе арçынсене шырама пуçлаççĕ. Репертуар йĕркелес ĕçе Алевтина Латыпова, Галина Танищева, Любовь Павлова, Людмила Дорофеева, Елена Степанова, Николай Симцов хастар хутшăнаççĕ. Вĕсене халăхăмăрăн юрри-ташшине юратни çывăхлатать.
Кĕркуннене ушкăн концерт репертуарне хатĕрлесе çитерет. Чи малтан вĕсем ял хуçалăх ĕçченĕсен умне тухаççĕ.
Ушкăн çĕнĕ юрăçсемпе пуянланса пырать. Туслă йыша Федор Елифанкин, Елизавета Илюнгина, Елена Козина, Геннадий Кочкасов, Ираида Кошкина, Нина Морозова, Петр Улюкин, Надежда Гумен килеççĕ.
Вăл çулсенче район пуçлăхĕ Владимир Чигаков ентешĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тăрăшнă: кĕпесем çĕлеме, пуç хатĕрĕсем туянма - укçа, концертсемпе çӳреме - автобус уйăрнă.
1997 çулта «Савăнăç» тĕрĕк халăхĕ-сен «Музыка степи и пашни» ятпа иртекен пĕтĕм тĕнчери фестивале хутшăнать. Çав çулах – пуш уйăхĕнче - савăнăçсем «Халăх ансамблĕ» ята тивĕçеççĕ. Унтанпа çак ята çирĕплетсех пыраççĕ.
1999 çултанпа ЧР культура министерстви савăнăçсене çулсерен пĕтĕм Раççейри «Родники Поволжья» фестивале чĕнет. Унсăр пуçне Самар облаçĕнчи Акатуйра, Тутарстанри Нурлат тата Тольяттири чăваш уявĕсенче савăнăçсем яланах кĕтнĕ хăнасем. 2001 çулта ушкăн Мускавра Раççей Пăхăнманлăх кунне паллă тунă çĕре хутшăнать. 2006 çулта Мускаври Раççей чăвашĕсен Акатуйĕнче юрлать.
Грамотăсемпе Тав хучĕсен хушшинче Рф культура министерствин Грамоти – чи хакли.
Паян ушкăн 15 çынран тăрать. Тĕрлĕ сăлтава пула кайнисем вырăнне çĕнĕ юрăçсем килнĕ: Светлана Ларионова, Лидия Архипова, Георгий Борисов, Тамара Кошкина, Таисия Егорова. Савăнăçсен баянисчĕ те çĕнĕ - Евгений Кудряшов (Çĕнĕ Малăкла).
 
Уяв
 
Вăл фойерен тытăнчĕ. Хăнасене юрă ушкăнĕсем юрă-ташăпа, кăпăклă сăрапа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Курма пынисем вырăнти ал ăстисен ĕçĕсенчен, тумĕ-юмĕнчен, апат-çимĕçĕнчен йĕркеленĕ анлă куравпа кăсăкланчĕç.
Концерт программине Димитровградри «Карамель» ача-пăча ушкăнĕ чăваш ташшипе уçрĕ. Ун хыççăн юбилярсене халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. «Савăнăç» 20 çул вырăнти юрăсене çырса илсе çĕнĕрен чĕртсе ярассипе ĕçлет-çке-ха. Ку юрăсене куракансем амăшĕсенчен тата асламăшĕсенчен илтсе астуса юлнă. Малтанхи юрри те савăнăçсен Курахвинче çырса илнĕ, Николай Карлин илемлетнĕ «Тăван халăхăм» юрă пулчĕ.
Юбилярсене чи малтан Димитровград хули пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ирина Баканова саламларĕ. Çаплах ăшă сăмахсем район админстраци пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов каларĕ. Вĕсем кашни артиста тата унăн ертӳçине Ирина Иванюкована Тав хучĕсем парса чысларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Çĕнĕ Майнăри чиркӳ настоятелĕ Александр Ишуков юрăçсене çак пархатарлă ĕçе малалла тăсма пил пачĕ.
УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев кĕскен çапла саламларĕ.
- Чăваш яланах юрланă – сăпка юрринчен тытăннă та ăна юлашки çула та юрласах ăсатнă. Ахальтен каламан пире çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах халăхĕ тесе. Юрлăр, савăнăçсем, хамăр культурăна аталантарăр, çак ĕçе çамрăк ăрăва явăçтарăр,- терĕ вăл кашнине Тав хучĕ, чечек тата ертӳçе конвертпа укçа тыттарса. Олег Николаевич кăçал артистсене Мускаври Акатуя илсе кайма шантарчĕ. Хула пуçлăхĕн çумĕпе Ирина Бакаевапа «Савăнăç» ушкăна штат çирĕплетме килĕшсе татăлни пирки пĕлтерчĕ.
Вырăнти усламçăсем те парăмра юлмарĕç. Кăлпасси тата аш таварĕ туса кăларакан «ТиМ» пуçлăхĕ Юрий Михайлов кашни юрăçа предприяти туса кăларакан продукци пуххине парнелерĕ. Николай Иванов, Владимир Чигаков, Анатолий Артамонов, Юрий Алексеев, Николай Благороднов, Юрий Воеводин, Алексей Воспинников, Сергей Герасимов, Елена Гремячкина, Андрей Дружинин, Владимир Кондрашов, Юрий Кудряшов, Андрей Кузьмин, Алексей Легков, Алевтина Ляпунова, Владимир Михайлов, Иван тата Александр Палькеевсем, Валерий Парфенов, Виктор Петин, Анатолий Степанов, Сергей Тойгильдин, Людмила Химич, Станислав Шашков, Людмила Шульга тата Валерий Ястребов кашнине пĕрер чей сервизĕ парса савăнтарчĕç, çитĕнӳсем сунчĕç. Çак чыса «Савăнăçпа» нумай çул ĕçленĕ Николай Симцов баянист та тивĕçрĕ.
Концерт программине Çĕнĕ хулари арçынсен «Сăрнай» ушкăнĕ тăсрĕ. Юрă саламĕсĕр пуçне вĕсем артистсене музыка инструменчĕсен пуххине парнелерĕç. «Палнай» (Çĕнĕ хула), «Телей» (Эврел), «Славица» тата ачасен «Шăпчăксем», «Карамель» (Димитровград), «Çеçпĕл» (Тури Мелекесс), «Шанчăк» тата «Çăлкуç» (Тольятти хули), ачасен «Грация» (Малаел), «Пилеш» тата «Илемпи» (Çĕнĕ Малăкла тата Малаел) ушкăнсем, Анатолий Долгов юрăç (Тольятти) куракансене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, парнесем парса чысларĕç.
Концерт программине «Савăнăç» ушкăн юратнă юррисемпе вĕçлерĕ. Унăн пултарулăх ертӳçи Ирина Николаевна тата УОЧНКА вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Валентина Киргизова килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕç. Уяв мĕнпур ушкăн шăрантаракан тăванлăх юррипе вĕçленчĕ.
 
: 231, Хаçат: 9 (1358), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: