Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Содружество» ятлă 17-мĕш библиотекăна пухăнса библиотекарьсем, тăван чĕлхе вĕрентӳçисем, çыравçăсем, журналистсем çавра сĕтел ирттерчĕç.
Унăн ячĕ – «Сохраняя родной язык – сохраняем идентичность региона». Пирĕн облаçра 130 яхăн наци çыннисем пурăнаççĕ, çавăнпа ку темăпа калаçни питĕ вырăнлă. Çавра сĕтеле тăван чĕлхесен вунăкунлăхне тата ку библиотека 45 çул тултарнине халалланă. Ăна О.Г.Юрлова заведующий ертсе пычĕ.
Пухăннисене хулари библиотекăсен тытăмĕн директорĕ О.М.Слепова тата облаçри халăхсен наципе культура автономийĕ-сен пуçлăхĕсем – Р.Ф.Сафин (тутарсен), О.Н.Мустаев (чăвашсен), В.А.Сафонов (мордвасен) – саламларĕç.
О.Г.Юрлова заведующий тăван чĕлхене сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре библиотекăн вырăнĕ пирки каласа пачĕ.
Çаплах облаçри наука библиотекинчи культура хутшăнăвĕсен центрĕн заведующийĕ М.А.Месяцева, этнокультура вĕренĕвĕ пайĕнчи тĕп специалист Н.С.Нурмухаметова, Ульяновск хули администрацийĕнчи вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ А.С. Абутдинова тата ыттисем тухса калаçрĕç.
Вĕрентӳçĕсем ачасене тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентмешкĕн мĕнле меслетсемпе усă курнине каласа пачĕç.
Чăваш Республикин Наци библиотекинчи наци литературипе библиографи заведующийĕ Г.П.Соловьева Шупашкартан хăй калаçнă видеодиск ярса панă. Çавра сĕтеле хутшăнакансем вăл экран çинче калаçнине итлерĕç.
Тутар Республикинчи суккăрсен тата начар куракансен библиотекин директорĕ Н.И.Сафаргалеев вара Хусантан хăй кунта килсе çитнĕ. Вăл калаçнине алă çупса кĕтсе илчĕç тата тимлĕн итлесе ларчĕç.
Чăвашсенчен сăмах калакансем çаксем пулчĕç: 30-мĕш гимназире чăваш чĕлхи кружокне илсе пыракан Г.Н.Прилучных, 15-мĕш библиотекăри ертсе пыракан специалист А.Ф.Алюкова тата «Канаш» хаçатăн редакторĕ Н.Н.Ларионов.
Юлашкинчен аслисене «Искринка» ятлă ача сачĕн шăпăрланĕ-сем сăвă каласа, юрласа-ташласа савăнтарчĕç.
 
: 189, Хаçат: 9 (1358), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: