Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин черетлĕ ларăвĕ 17-мĕш библиотекăра иртрĕ. Ăна общество членĕ Галина Никитина ертсе пычĕ.
Общество ертӳçи Алексей Мордовкин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ыйтусене хуравларĕ.
Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен председателĕ Николай Казаков вырăнти таврапĕлӳçĕсен çулталăкри ĕçĕсене пăхса тухрĕ. Н.Н.Кирюшин, И.М.Кирпичников, Н.Г.Кондрашкин, В.Е.Ярухин таврапĕлӳçĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕ: «Вĕсем пурте чăваш наци культурине аталантарас ĕçре хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшрĕç, кĕнекесем кăларчĕç. Николай Кирюшин хăй укçипе тĕрлĕ çĕрсене çитсе курчĕ, мĕн курни-илтнине «Канаш» хаçатра çырса кăтартрĕ, кĕнеке кăларчĕ. Николай Кондрашкин бюстсем лартрĕ».
Ертӳçĕ Владимир Ярухинăн пултарулăхне палăртса хăварчĕ. Вăл хăй çуралса ӳснĕ Упи ялĕнче (Тутарстан Республики) несĕлĕсене асăнса юпа лартнă, виççĕмĕш çул уяв ирттернĕ. Чĕмпĕр таврапĕлӳçисем те çак уява çитсе курнă. Унсăр пуçне вăл хăй укçипе Аслă вăрçăра вилнисене асăнса тата халĕ пурăнакан ветерансен кун-çулне тĕпчесе сумлă кĕнеке кăларнă. Çак пархатарлă ĕçсемшĕн ертӳçĕ ăна тав турĕ.
Ларура тухса калаçакансем пулчĕç. В.И. Сваев, Н.Г.Кондрашкин, Л.Ф.Ярославская, Г.Н.Прилучных, Н.П.Мулендеев, В.К.Пушкин шкулсенче чăвашла вĕрентес ыйтăва сӳтсе яврĕç. УОЧНКА председателĕн çумĕ Владимир Бабайкин çав тĕллевпе Ульяновскри гимназире ачасене чăвашла вĕрентме учителе тӳлевлĕ тытса тăма май пурри пирки пĕлтерчĕ.
Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту – суйлав. Общество председателĕн çумĕ пулма пĕр саслăн П.И. Петров полковника суйларĕç.
Вĕçĕнче чи хастар таврапĕлӳçĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. «Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ культурăпа çутĕç обществи» обществăлла организацин членĕн билечĕсене пачĕç.
 
: 266, Хаçат: 9 (1358), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: