Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
авловкăри пултарулăх çуртĕнче шахмат турнирĕ иртрĕ.
Унта районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç – 7-11-мĕш классем. Ăна хатĕрлекенĕ тата йĕркелекенĕ – шахмат секцийĕн тренерĕ Юрий Карев.
Турнира курма ачасен юлташĕсем, пĕрле вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, вĕрентӳçĕсем, журналистсем пынă.
Пĕрремĕш вырăншăн 8-класра вĕренекен Михаил Рахманов тата Алексей Вальков вылярĕç. Вĕсен вăййи вĕçленсен чăваш каччи – Михаил – ку турнирта чи мала тухни паллă пулчĕ. Часах çĕнтерӳçĕ Димитровградра иртекен облаçри ăмăртăва хутшăнĕ.
М.Рахманова шахматла выляма садика çӳренĕ чухнех Ульяновскра пурăнакан ашшĕ (вăл шахматла выляма питĕ маçтăр) вĕрентнĕ, ку вăйă пурнăçра та нумай усă кӳрет, малтанхи утăмсене шутласа хума пулăшать тесе ăнлантарнă.
Михаил шахматсăр пуçне ытти секцисене çӳрет: бокс, теннис, волейбол, баскетбол, йĕлтĕрпе чупасси... Вăл районти олимпиадăсене хутшăнса малти вырăна та пĕрре мар тухнă.
 
Павловка районĕ.
 
: 554, Хаçат: 9 (1358), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: