Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Роза Люксембург – революционерка, Польша, Германи тата пĕтĕм тĕнчери рабочисен юхăмĕн хастарĕ, Германире компарти никĕ-слекенĕсенчен пĕри.
Роза Люксембург (чăн ячĕ – Розалия Люксенбург) Польшăри Замосьц хулинче 1871 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче еврей çемйинче çуралнă. Гимназире вĕреннĕ чухнех вăрттăн кружоксене çӳренĕ, «Пролетариат» партире ĕçленĕ. 1889 çулта вăл арестлесрен хăраса Цюриха тухса каять. Кунти университетра вĕреннĕ чух Г.Плехановпа паллашать. 1893 çулта Польша эмигранчĕ-семпе «Справа работнича» хаçат кăларма пуçлать.1905 çулта Раççейре революци хумĕ çĕкленнине пĕлсен вăл Польшăна вăрттăн таврăнать. Кунти рабочисене революцие чĕнсе статьясем çырать, большевиксемпе паллашать.
В.И. Ленина тата большевиксене мĕнпур енĕпе пулăшса пырать.Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче вăл Германи социал-демокрачĕсен хăш-пĕр пуçлăхне хирĕç кĕрешет. К.Либкнехтпа, Ф.Мерингпа, В.Пикпа пĕрле «Союз Спартака» ятпа вăрттăн организаци туса хурать. Ăна арестлеççĕ. Тĕрмере ларнă чух вăл Юниус псевдонимпа «Кризис социал-демократии» брошюра кăларать.
В.И. Ленин брошюрăри хăш-пĕр шухăшне критиклет.
Р.Люксембург октябрь революцине хаваспах йышăнать. Часах ăна тĕрмерен кăлараççĕ. Вăл каллех революци ĕçне тытăнать: статьясем çырать, митингсенче тухса калаçать.
1919 çулхи январь уйăхĕ-нче Берлин рабочийĕсем пăлхав çĕклеççĕ, вĕсене часах путлантараççĕ. 1919 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Р.Люксембургпа К.Либкнехта тискеррĕн вĕлереççĕ.
В.И.Ленин Р.Люксембургăн ĕçĕсене пысăк хак парать, çамрăксене коммунистла воспитани парас ĕçре усă курма сĕнет.
Ульяновск хулин çурçĕр районĕнчи пĕр урамне Роза Люксембург ятне панă.
 
: 494, Хаçат: 9 (1358), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: