Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Купăста кукăлĕ
Ăна пĕçерме 400 г купăста, 250 г хăйма, 200 г çăнăх, 150 г майонез, 2 çăмарта, 1 кишĕр, петрушка, 2 кашăк томат пасти, тип çу, 1 чей кашăкĕ апат соди, вĕтетнĕ хура пăрăç кирлĕ.
Вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырнă кишĕ-ре, туранă купăстана типĕ çу янă çатмара хупласа ăшаламалла (15 минут). Унтан томат пасти, тăвар, пăрăç, вĕттĕн туранă петрушка хушса тата 10 минут хупласа пĕçермелле. Сивĕтмелле. Хăймана, майонеза, тата çăмартана хутăштармалла, апат содипе çăнăх хушса чуста хатĕрлемелле (çăра хăйма евĕрлĕ пулмалла). Çу сĕрнĕ форма çине чустаран çуррине ямалла, ун çине ăшлăх хумалла, çиелтен юлнă чустапа витмелле. Духовкăра 40 минут пĕçермелле.
 
Сийлĕ салат
250-300 г чăхă ашĕ (шурри), 250 г сыр, 6 çăмарта, 1 стакан вăррине кăларнă хура слива, 1 шăл ыхра, 300 г корейла кишĕр, çур стакан аçтăрхан мăйăрĕ (тĕшши), 500 г майонез, тăвар, пăрăç, илемлетме петрушка кирлĕ.
Пĕçернĕ чăхă ашне турамалла. Мăйăра типĕ çатма çинче кăшт ăшаласа илмелле те тураса корейла кишĕ-рпе хутăштармалла. Хура сливăна (чернослив) лайăх çумалла, вĕри шыв ярса 10 минут лартмалла. Унтан хут салфеткăсем çине хурса типĕтмелле те турамалла. Пиçнĕ çăмартана шуррипе саррине пайламалла, уйрăмшарăн теркăпа хырмалла. Сыра вĕтетнĕ ыхрапа тата майонезпа хутăштармалла. Хатĕр çимĕçе сарлака турилкке çине майонезпа сĕре-сĕре сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: хура слива, чăхă ашĕ (тăвар тата пăрăç сапмалла), кишĕрпе мăйăр, сыр, çăмарта шурри, çăмарта сарри. Çиелти сие майонез сĕрмелле мар. Петрушка çулçисемпе илемлетмелле. Салата пĕр-икĕ сехет сивĕ çĕрте тытмалла.
 
Шампиньонпа салат
Ăна хатĕрлеме 300-400 г шампиньон, 1 пысăк пуç сухан, 200 г чăхă ашĕ, 150 г корейла кишĕр, 1-2 хăяр, майонез, укроп тата петрушка кирлĕ.
Ку салатри çимĕçсене те сийĕн-сийĕн вырнаçтармалла: майонезпа сĕрнĕ турилкке çине суханпа пĕрле ăшаланă кăмпа, чăхă ашĕ, майонез, корейла кишĕр, чĕрĕ хăяр, майонез. Çиелтен туранă укроп сапса, петрушка çулçисем хурса илемлетмелле.
 
Кăмпапа чăх какайĕнчен
Ăна хатĕрлеме 200-300 г чăхă какайĕ, 300 г шампиньон, пĕçернĕ 4 çăмарта, 100 г сыр, 100 г майонез, 2 апат кашăкĕ тип çу, 1 чей кашăкĕ тăвар кирлĕ.
Чăхă какайне тăварлă шывра пĕçермелле, сивĕннĕ хыççăн тирне сӳмелле те улăм пĕрчи евĕр вакламалла. Кăмпине те турамалла, çатмара çемçеличчен пĕçермелле (5-6 минут). Çăмарта шуррине сарринчен уйăрмалла. Шуррине теркăпа хырмалла та кăмпапа хутăштармалла, саррине чăх ашĕпе тата майонезпа пăтратмалла. Савăта малтан кăмпаллă хутăша сарса хумалла, ăна кăштах пусмалла, ун çине чăхăпа çăмарта хутăшне сапаламалла. Çиеле теркăпа хырнă сыр сапмаллла. Салата сĕтел çине тӳрех лартма юрать.
 
Чустари сысна ашĕ
Ку апат уяв тĕлне вырăнлă. Сысна ашĕ тутлă та сĕтеклĕ пулать. Ăна тутă кĕртекенĕ – маринад.
5 порци хатĕрлеме 800 г сысна ашĕ, 1 пуç сухан, 3 шăл ыхра, 1 апат кашăкĕ пыл, 2 апат кашăкĕ горчица, 3 апат кашăкĕ тип çу, тăвар тата тутă кĕртекен япаласем кирлĕ. Чуста валли 1 стакан шыв, 400 г çăнăх кирлĕ.
Маринад: пыла ирĕлтермелле, унта горчица, тăвар тата тутă кĕртекен япаласем хушмалла, хутăштармалла. Çак маринадпа аша сĕрмелле те 20 минут тытмалла. Çав вăхăтра чуста хатĕрлетпĕр.
Пельмень чусти пек шывран, тăвартан тата çăнăхран чуста çăратпăр. Йĕтĕрлесе саратпăр. Ун çине пĕр сий сухан, лавр çулçи хуратпăр, çиеле – аш хурса конверт пек чĕркетпĕр. Ăна тип çупа сĕретпĕр те тарăн савăта хурса духовкăна лартатпăр. 40 минутран температурăна 160 градуса çитиччен чакаратпăр тата 1 сехете яхăн тытатпăр. Кăларсан кăшт сивĕтетпĕр те хăнасем умне кăларса лартатпăр.
 
Кавăнпа панулми шарлотки
Ăна пĕçерме 4 çăмарта, 1 стакан сахăр, 1 чей кашăкĕ сода, 1 стакан çăнăх, 2-3 панулми, 200 г кавăн кирлĕ.
Панулмие вакламалла, кавăна та хуппинчен шуратнă хыççăн пайламалла. Пĕçермелли савăта çу сĕрмелле, унта панулмипе кавăн хумалла. Чустине çапларах хатĕрлемелле: çăмартана сахăрпа пăлхатмалла, унтан сода тата çăнăх ямалла. Хатĕр чустана савăта хумалла та духовкăна лартмалла. Сехете яхăн пĕçермелле.
 
: 227, Хаçат: 9 (1358), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: