Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 7-8-мĕш номерсенче.)
 
Пĕррехинче Чĕмпĕртен хăнана Чĕкеçĕн аслă хĕрĕ Валя килчĕ. Кунта вăл унчченхи пекех ирĕклĕ туйрĕ. Мĕншĕн килти пек/ Вăл тĕп килте-çке - амăшĕ патĕнче ... Пӳртне те хăй укçипе тутарчĕ. Ир тăрсан Валя яшка пĕçерме тытăнчĕ. Телевизор ячĕ. Амăшĕпе, кинĕпе савăнăçлă калаçрĕ. Вăл малтанласа хĕрарăмсем хушшинче йăлтах аван маррине туйсах илеймерĕ-ха. Амăшĕ те каласа пама самант тупаймарĕ.
Ирхи апат çисен Ванюш ĕçе тухса кайрĕ. Арăмĕ сĕтел хушшинчен тухса пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ. Тепĕр самантран килти халатне хывса кĕпе тăхăнса тухрĕ те телевизора сӳнтерсе пӳртрен тухса кайрĕ. Чĕкеçпе хĕрĕ пĕр-пĕрин çине ним ăнланмасăр пăхса юлчĕç.
-Мĕн пулчĕ ку/- ыйтрĕ Валя амăшĕ-нчен. – Телевизора вăл мĕншĕн сӳ-нтерчĕ/ Эпир кунтах ларатпăр вĕт...
-Эй, хĕрĕм. Халĕ пирĕн кунта çапла... Кин куçĕнчен пăхса кăна тăратпăр. Сăмах чĕнме хăратăп - Ванюш хушмасть. «Йывăр çынна пăшăрхантарма юрамасть»,- тет. Хăй те ун еккипе çеç пырать.
- Апла иккен...
-Эпĕ çăвĕпех мунча пăлтăрĕнче çывăрса пурăнтăм. Пĕрре пахчаран ывăнса пӳрте кĕтĕм. Çемçе диван çине канма ларнăччĕ çеç – кин мана вăрçса тăкрĕ: «Хура тумпа диван çине ан ларнă пултăр!» Эпĕ пахчара ĕçленĕ тумпа нихçан та пӳрте кĕмен, яланах шыв ăшăтса, мунчара алă-урана çуса таса çи-пуç тăхăннă. Пĕлместĕп, малалла мĕнле пурăнмалла/..
-Анне, атя сана хĕл каçма хам патăма илсе каятăп. Кăмăлу пулсан - çуркунне таврăнатăн,- терĕ Валя амăшне ыталаса. Чĕкеç савăнсах кайрĕ.
Çапла вĕсем кăнтăрлахи автобуспа Чĕмпĕре кайма шутларĕç. Валя амăшне çула пуçтарчĕ. Чĕкеç кӳрши патне чупса каçса хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Кинĕ таврăниччен кил-çуртне пăхма хушрĕ. Çапла вĕсем хулана тухса кайрĕç.
ххх
Чĕкеç хĕрĕ патĕнче кану çуртĕнчи пекех пурăнчĕ. Анчах хула пурнăçĕ ăна часах йăлăхтара пуçларĕ. Пурте ĕçе тухса кайсан ăна кичем пусрĕ. Юрать-ха, ăна хĕрĕ чăлха-нуски çыхма тĕслĕ çип туянса пачĕ. Вăл кунĕпе çыхрĕ. Ывăнсан выртса канчĕ. Пĕччен урама тухма хăрарĕ вăл. Хулара тем курса тăрăн. Урамри сакă çинче куллен карчăксем лараççĕ, унта тухса ларас - вăл вырăсла калаçма пĕлмест. Чăн нуша.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Чĕкеç яла каяс ĕмĕтпе кун шутлама пуçларĕ. Юр ирĕлсе пĕтессе чăтăмсăр кĕтрĕ. Ăна хĕрĕ юр кайсан леçсе яма пулнăччĕ-çке. Тинех кĕтсе илчĕ Чĕкеç çав куна. Пĕр шăматкун Вальăпа кĕрӳшĕ çăмăл машинипе ăна яла илсе кайрĕç. Чĕкеç çул тăршшĕпе килтисем мĕнле кĕтсе илĕç-ши тесе шутласа пычĕ: «Тен, çак хушăра кинĕпе ывăлĕ маншăн тунсăхланă, кинĕн кăмăлĕ уçăлнă...Кĕçех ачи çуралмалла вĕт...»
ххх
Машинаран тухсан Чĕкеç пĕтĕм кăкăрĕпе сывласа илчĕ. Ялта сывлăш уçă. Çурхи хĕвел вĕсен умне юртан тасатнă. Çурçĕр енчисен выртать-ха. Хăнасене хирĕç никам та тухмарĕ. Пăлтăра иртсен те сас-чӳ илтĕнмерĕ. Вальăпа мăшăрĕ сумккисемпе маларах кĕчĕç. Валя урине хывнă май:
-Эпир килтĕмĕр. Хуçисем пур-и/- тесе тĕпелелле утрĕ.
Ванюшпа арăмĕ чей ĕçсе лараççĕ иккен. Ванюш тинех тăрса хирĕç тухрĕ.
-Килĕр, иртĕр. Шăпах апат вăхăтне çитрĕр,- текелерĕ. Кинĕ вырăнĕнчен те тăмарĕ. «Здрасте»,- тесе кăштă кулам пекки турĕ те урăх чĕнмерĕ. Чĕкеç хăй пӳртне палламасăр пĕр вырăнта темĕнччен çаврăнкаласа тăчĕ. Чӳречесен çийĕнче çакăнса тăракан кивĕ сăнукерчĕксене йăлтах илсе пăрахнă. Турăш умĕнчи тĕрĕллĕ алшăллисем вырăнне тюльрен пĕчĕк чаршав çĕлесе çакнă. Чӳречесем çинче те çĕнĕ тюль. Чĕкеçĕн кивĕ шкапĕ вырăнĕнче - çĕнĕ комод. Вăл хăйĕн краватьне курмарĕ. «Ахăртнех кăларса ывăтнă»,- шутларĕ вăл. Чĕкеçĕн чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. Ура вăйĕ пĕтнипе вăл диван çине ларчĕ. «Мана кунта никам та кĕтмен»,- терĕ вăйсăр сассипе.
-Анне, атя, кил, яшка сивĕнет,- чĕнчĕ Валя.
-Ман çиесех те килмест-ха...- текелесе вăл тĕпеле кĕчĕ. Кунта та унчченхи пек мар: вăрăм тенкелсем вырăнне кĕтеслĕ диван ларать. Сĕтелĕ те урăх, тăрăхла çаврака. Чĕкеç майĕпен диван хĕррине пырса ларчĕ. Чĕтрекен аллипе кашăк тытса яшка ăсса илчĕ. Хыпрĕ те кашăкне калле май сĕтел çине хучĕ. Алли чĕтренипе урăх тытмарĕ. Пӳртре шăп. Калаçу сыпăнмасть.
Апатланнă хыççăн Вальăпа амăшĕ кинне тав турĕç те малти пӳрте иртрĕç. Ольăпа Ванюш тĕпелте савăт-сапа çуса юлчĕç.
-Мĕн, халĕ ку карчăк пирĕн патăмăрта пурăнать-и/ Унăн хĕрĕсем нумай вĕт... Мĕн-ма вĕсем патне пурăма каймасть/ Кала, калле май илсе кайччăр! Мĕн чĕмсĕр тăратăн/ - терĕ Оля шăл витĕр чашкăрса.
Телее, çакна Чĕкеçпе Валя илтмерĕç. Чĕкеç хĕрне хăйĕн кивĕ кравачĕ çукки пирки пăшăрханса каларĕ. Куçĕнчен куççулĕ хăйпе хăй юхрĕ.
-Ан йĕр, анне, эпĕ Ванюшпа калаçăп-ха,- тесе вăл тĕпеле таврăнчĕ. Çамрăксене аванах тустарчĕ пулмалла. Мĕн каланине Чĕкеç итлемерĕ, тăрса урама тухрĕ.
Амăшĕ патне Валя куççульне шăлса тухрĕ. Чунрине йăлтах каларĕ пулас вăл. Валя васкаса япалисене пуçтарчĕ те амăшне йăлтах йĕркеллĕ пуласса шантарса кил картине тухрĕ. Вĕсен хыççăн Ванюш утрĕ.
Чĕкеç халĕ хăйне нихçанхинчен тăлăх туйрĕ. «Турăçăм, тата мĕн курăп-ши/» тесе кулянса-хурланса юлчĕ.
Каç енне Ванюш чăлана кăларса хунă тимĕр кравате илсе кĕчĕ, ăна пуçтарса унчченхи вырăна лартрĕ. Пуçĕ умне тумбочка вырнаçтарчĕ. Çапла Чĕкеç кăмака хыçĕнче выртса тăчĕ. Хăш каç Пăлаки патĕнчех юлчĕ. Кинĕ малтанхи пекех пăянамĕпе хутшăнмарĕ. Çак луру-тăрупа çырлахма тăрăшрĕ Чĕкеç.
ххх
Çĕр типрĕ. Ял çынни пахча ĕçне пуçăнчĕ. Ванюш хуняшшĕн тракторĕ-пе çĕрулми те акса пăрахрĕ. Йăрансем лартмалли çеç юлчĕ. Пĕр ирхине Чĕкеç кӳрши патне кишĕр вăрри илме каçрĕ. Сăмах хыççăн сăмах - самаях ларчĕ пулас унта Чĕкеç. Унтан вăл тӳрех пахчана тухрĕ. Пăхать – унта хăтипе тăхлачи тата Ванюш чаваланаççĕ: кинĕ – паян-ыран çуратмаллискер - пăхса тăрать. Ванюшĕ йăран чавать, хăти сӳрелет, тăхлачи сухан лартать.
Хăй пахчинче хăта-тăхлач хуçаланни Чĕкеçĕн чĕрине çĕçĕпе каснă пек ыраттарчĕ. «Апла эпĕ хам пахчара хам та хуçа мар-и/ Эпĕ вĕсемшĕн пушă вырăн пулса юлтăм...» - шутларĕ Чĕкеç.
-Турă пулăштăр,- терĕ вăл ĕçлекенсем патне пырса.
-Тăхлачă, эпир кунта сухан лартас терĕмĕр-ха, ав лере чĕкĕнтĕрпе кишĕр йăранĕ тăвасшăн.
 
(Малалли пулать.)
 
: 205, Хаçат: 9 (1358), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: