Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Удмурт Республикин çурçĕр енче, Чепца юханшывĕ тăрăхĕнчи Глазов хули таврашĕнче, хăйсене бесерман текен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем удмурт чĕлхипе калаçаççĕ. Çак çынсене 300-400 çул каялла документсенче чылай чухне «чăваш» тесе асăнаççĕ. Çакă ăнсăртран мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен бесермансем чĕлхипе çеç удмуртсем. Ытти енĕсемпе вĕсем чăвашсене питĕ çывăх. Бесермансем, чăвашсем пекех, Атăлçи Пăлхартан тухнă.
 
: 259, Хаçат: 9 (1358), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: