Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче “Чĕмпĕр чăваш шкулĕ.И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче” йăлана кĕнĕ тĕлпулу иртрĕ. Тĕрлĕ çулсенче Ульяновскри чăваш педучилищине вĕренсе пĕтернисем музея пуçтарăнса хăйсем вĕреннĕ вăхăта, преподавательсене аса илчĕç. 1989 çултанпа пухăнаççĕ тĕлпулăва тахçанхи студенсем. Каласа памалли, çамрăксене вĕрентмелли нумай вĕсен.
Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçалхи тĕлпулăва йышлăн пуçтарăнаймарĕç. Музей заведующийĕ Нина Литвинова сăмахĕпе, нумайăшне чĕннĕ, анчах чăваш педучилищине пĕтерекенсенчен йышĕ çулсерен чакса пырать, пурăнакансенчен те нумайăшĕ чире пула килĕнчен тухаймасть.
Вунă çын – А.М.Богатов, П.В.Васильева, Г.В.Васильев, В.С.Коновалов, Р.П.Антонова-Ижотки на, Р.П.Фролова, Л.А. Варгасова, М.Д.Костюнина, З.В.Исаева, М.В.Корчаков – тĕл-пулăва пырса çамрăклăха аса илчĕ.
Чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнисемпе хăнасене Ульяновскри 165-мĕш “Бемби” ача садĕнчи шăпăрлансем (пурĕ 23 çын), культура училищин студенчĕсем ташă-юрăпа саламларĕç. Çамрăксем вырăс юррисене юрларĕç, индипе коряк ташшисене ташларĕç. Шел, чăваш сăмахĕ кăна илтĕнмерĕ Яковлев шкулĕнче.
Тухса калаçакансем хушшинче А.М.Богатов тата М.Д.Костюнина пулчĕç.
Александр Михайлович малтанах Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан, “Воспитанники Яковлевской школы” тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе чăваш педучилищи пирки пичетленнĕ кĕнекесем валли материалсем пуçтарма нумай пулăшнă Нина Васильевна Ратаевана “Чăваш халăх академикĕ” ята парасси пирки каларĕ.
-Нина Васильевна Яковлев шкулĕнче тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ çĕр ытла çынна тата тĕрлĕрен материалсем чылай тупса пачĕ. Унăн таврапĕлӳпе çыхăннă материалĕсем тăтăшах “Канаш” хаçатра пичетленеççĕ. Ульяновскри чăваш педучилищинче вĕреннисен ятĕнчен Шупашкара Нина Ратаевана “Чăваш халăх академикĕ” ята пама ыйтса çырса ярасшăн. Вăл чăннипех тивĕçлĕ çак хисепе, - терĕ.
Александр Богатов 1998 çултанпа Яковлев темипе çыхăннă материалсене пухса сакăр кĕнеке кăларнине палăртрĕ. Вĕсенче Яковлев шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пирки, вĕсен асаилĕвĕсене пичетленĕ. Малашнехи тĕллев – çак темăпа çыхăннă мĕнпур материала тупасси.
Кĕнекесенче Яковлев шкулĕнче вĕреннисемпе вĕрентекенсен коллективлă сăнарне тума, ăна уçса пама пултарнă.
Александр Михайлович Богатов малашне кашни çулах музейра И.Я.Яковлев çуралнă кун тĕлне “Яковлев вулавне” ирттерме сĕнчĕ. Хăй вара Чăваш педучилищинче вĕреннĕ 30 çынна сăвă халалланă.
-Паянхи тĕлпулăва нумайăшĕ килеймен, хăшĕсем çут тĕнчере те çук. Эпĕ: “Мĕнле эсир, хăвăр ăс пухнă тăван педучилищĕне килсе курмасăрах пурнăçран уйрăлма пултарнă?” – тетĕп. Пирĕнтен икĕ çын юлсан та тĕлпулăва килмеллех. Пĕр çын юлсан та Яковлева килсе пуç таймалла, - вĕçлерĕ вăл сăмахне.
Кăçалхи тĕлпулăва йĕркелеме Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, “Ульяновскмебель” производство пĕрлешĕвĕн дирокторсен канашĕн председателĕ Анатолий Еленкин укçа-тенкĕпе пулăшнă. Вăл Чăваш педучилищине пĕтернисем валли Яковлев вырăнĕсем тăрăх хулара экскурси ирттернĕ, “Алые паруса” кафере апат çитернĕ.
 
: 1461, Хаçат: 16 (1108), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: