Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕнче – мартăн 8-мĕшĕнче – Ульяновск облаçĕнче 14 пепке (5 арçын ача тата 9 хĕрача) çут тĕнчене килнĕ. Суров тухтăр урамĕнчи ача çуратмалли çурта Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пырса курнă.
-Хĕрарăмсен кунĕнче ача амăшĕ пулса тăнă чиперккесене саламласси пирĕн ырă йăлана кĕчĕ. Çак ачасенче ĕнтĕ пирĕн Раççей пуласлăхĕ, - тенĕ кĕпĕрнаттăр телейлĕ хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа тата сывлăх сунса.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк тытăннăранпа облаçра 2 пин те 240 ача çуралнă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен ытларах. 1 пин те 19 çемьере пĕрремĕш ача çуралнă, 954 çемьере – иккĕмĕш, 273 çемьере – виççĕмĕш, 117 çемьере – тăваттăмĕш тата ытларах. Вĕсен хушшинче 21 йĕкĕреш тата 1 виçĕреш.
Ача çуратассипе Ульяновск хули, Инза, Мелекесс, Николаевка, Çĕнĕ Малăкла, Павловка, Кивĕ Майна, Кăлаткăпуç, Сăр тата Тереньга районĕсем малта.
 
: 233, Хаçат: 10 (1359), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: