Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ ĕмĕрте хĕрарăмсем хушшинче предприяти уçса ертсе пыракансем сахал мар. Бизнес леди теççĕ паян ун пек пултаруллă та ăнăçлă хĕрарăмсене. Чăваш хĕрарăмĕсем те ку енĕпе ыттисенчен кая юлмаççĕ. Кам парикмахерски уçать, кам – илем салонĕ, кам – лавкка.
 
Паян эпĕ халăхăмăра чунран юратакан, йăла-йĕркемĕре куç шăрçи пек упракан, кĕпи-тумĕпе капăрлăхне хăй аллипе ăсталаса халăх умне тухакан, ентешĕмĕрсене чăваш апат-çимĕçĕпе тĕлĕнтерекен тата унпа пĕрлех услам ĕçне ăнăçлă илсе пыракан хĕрарăм çинчен каласа парасшăн. Ку ят «Канаш» хаçат вулаканĕсемшĕн çĕнĕ мар . Вăл Елена Уресметова (Корчакова).
Юлашки икĕ-виçĕ çул унăн ятне «Канаш» хаçатра та, чăваш уявĕсенче те час-часах асăнатпăр. Акă 2016 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕ-нче вăл 27 çынна «Канаш» хаçат çырăнтарнă: кама – ӳкĕтлесе, кама – хăй шутĕнчен. Вĕсенчен ытларахăшĕ хаçата пĕрремĕш хут алла тытса курать. Хăй хаçатпа тахçанах туслă, юратса вулать, «Чăваш тумĕ- чăваш сумĕ» фотоконкурса хутшăнать. Кăçал унăн ĕçĕсене хаçат редакцийĕ чи пысăк хак пачĕ.
Çĕлес тата тĕрлес енĕпе те пултаруллă вăл. Унăн пултарулăхне эпир чăвашсем ирттерекен уявсенче курса киленетпĕр. Иртнĕ çулхи Кĕр сăри уявнех илер. Тĕрĕллĕ çивиттиллĕ вăрăм сĕтел çинче хăй ăсталанă тухья-хушпу-тевет таврашĕ, чăваш тумĕллĕ пуканесем, килти шăрттан, хуплу, кăпăклă сăра – пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Хăй те чăваш тумĕпе пукане пек тăрать. Тĕлĕнмелле вăй-хăват, теприне ырă тăвас туртăм тапса тăрать унра!
Тата тепĕр тĕслĕх. Область кĕпĕрнаттăрĕ Çĕнтерӳ паркĕпе Ипподромра наци кил-çурчĕн комплексне тăвасси пирки йышăну кăларсан çак ĕçе чи малтан чăвашсем пуçăнчĕç. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев чăваш музейĕ валли авалхи ĕç хатĕрĕсем, тум-юм, капăрлăх, савăт-сапа пуçтарма тытăнас пирки «Канашра» пĕлтерсен чăваш хастарĕсем пулăшу аллине тăсрĕç. Елена Уресметова – чи малтан. Вăл капăр арчана, пир станне, алине, пир тăрăхне, ашшĕ ăсталанă сĕтеле, аслашшĕ тунă тăрăхла сакка, хăйсем (çиччĕн) ӳснĕ сăпкана, авалхи кĕпе-саппун тата сурпан таврашне, килте тĕртнĕ урай паласне машина çине тиет те музее леçсе парать... Çак мĕнпур ĕçре ăна Чĕмпĕрте пурăнакан виçĕ аппăшĕ, Анатолий мăшăрĕ пулăшса пыраççĕ.
Хаçатăмăра вуласа мĕнпурне пĕлсе тăракан чăвашсем: «Ăçта пулнă-ха ку пултаруллă çын ку таранччен/»- тесе ыйтма пултараççĕ. Апла Елена Уресметовапа тĕплĕнрех паллашар.
Вăл Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Асанкассинче çуралнă. Çичĕ ачаран – пиллĕкмĕш. Пăчăрлă Пашьелĕнче 10 класс пĕтерсен вăл Шупашкарти патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренме ĕмĕтленнĕ пулнă. Анчах унта пĕр тăван та çуккипе вăл Ульяновскри техника университетне вĕренме кĕрет. Амăшĕ сарăмсăр вилсен ăна иккĕмĕш курс хыççăнах пăрахма тивет. Вĕренĕвне малалла электромеханика техникумĕнче тăсать. Ял ачипе Анатолийпа çемье чăмăртать. Ывăлĕ ача садне çӳреме пуçласан «Комета» завода ĕçлеме вырнаçать. Тăватă çул ĕçленĕ хыççăн услам ĕçне пуçăнать: хуламăрти тĕп пульницара (ЦГБ) апат-çимĕç киоскĕ уçать. Сутуçă тивĕçне чи шанчăклă юлташне – Еленăна – шанса парать.
2015 çулччен унăн ĕçĕсем пĕр тикĕс пыраççĕ. Пульницара выртакансене Елена Леонтьевна тин туса кăларнă таварпа тивĕçтерсе тăрать. Чирлисенчен тав сăмахĕсем çеç илтет. Çын хуйхине ăнланаканскер вырăнпа выртакансем тата ватăсем ыйтнипе сĕт, тăпăрчă, улма-çырла сĕткенне е ытти çимене палатăна хăех улăхса парать. Алăран çитерни те час-часах пулкаланă.
Начарри яланах ăнсăртран килет. Те кам-тăр çăхавĕпе, те кĕвĕçнипе - ăна хĕстерме тытăнаççĕ. Лавккине хуптараççĕ. Çапла унăн çулталăк хушши тĕрĕслĕх шыраса пуçлăхсен пӳлĕмĕсем тăрăх çӳреме тивет. Телее, услам ĕçне каялла тавăрма ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин уйрăм усламçăсен ĕçĕсене аталантарассипе кăларнă саккун пулăшать. Вырăнти влаçсем те çак тĕрĕсмарлăха тӳрлетме пулăшаççĕ. Паян Елена Леонтьевна каллех хăй вырăнĕнче. Халĕ унăн çĕнĕ оборудовани, çĕнĕ тавар. Сутуçи – унчченхи çывăх юлташĕ. Тăкакĕ пирки ыйтсан вăл йăл кулса çеç илчĕ.
- Ĕçсем кал-кал пырсан çеç ытти ăнать: çĕлес, тĕрлес, шăрттан, хуплу, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçерес, уявсене тухса çӳрес, тăвансемпе пуçтарăнса юрлас-ташлас килет. Эпир аппасемпе туя е Çимĕке яланах чăваш тумĕпе тухатпăр,- йăл кулса калаçать усламçă.
- Ал ĕçĕпе хăçантанпа аппаланатăр/ Питĕ çыпăçуллă çĕлетĕр. Эсир ятарлă пĕлӳ илмен-и/ - кăсăклантăм эпĕ.
- Ятарласа вĕренмен. Аннен асатте туянса панă çĕвĕ машини пурччĕ. Ун умне эпĕ 1-мĕш класранах ларнă. Ăна миçе хутчен çĕмĕрмен пулĕ. Анне валли чĕрçитти çĕлерĕм. Унтан хам пуканесене тумлантартăм. Эпĕ йăлтах хам алăпа çĕлетĕп: кĕперен тытăнса чӳрече карри, çивитти таранах. Килти пӳлĕмсене хама кăмăла кайнă пек юсама юрататăп. Ун валли ятарласа дизайнер тата чӳрече каррисем çĕлессипе курссем иртрĕм,- сăпайлăн калаçать Елена Леонтьевна. – Эпĕ хам пурнăçра çакна ăнлантăм: кирек мĕнле лару-тăруран та тухма пулать. Чи малтан - хăвна ху шанни, ĕненни, пурнăçа юратни кирлĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 787, Хаçат: 10 (1359), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: