Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область центрĕнче таеквондо енĕпе регионсен хушшинчи турнир иртрĕ. Унта 2002-2004 çулта çуралнă ачасемпе хĕрсем хутшăнчĕç. Пурĕ спортсменсем Атăл тăрăхĕнчи çичĕ регионтан килнĕччĕ.
Турнира 2000 çулта Чечня вăрçинче паттăрлăх кăтартса пуçне хунă Псков десантникĕсен 6-мĕш ротине халалланă, вĕсен хушшинче Ульяновск каччи Дмитрий Кожемякин та пулнă, ăна Раççей Геройĕ ятне панă. Ку ротăра 90 çынна яхăн пулнă, вĕсем ункăран тухса тарма шутланă 2 пин ытла боевика пĕр талăк тытса тăнă, ирттерсе яман. Патронсем пĕтсен вара хăюллă çамрăксем сухаллă боевиксемпе алла -аллăн çапăçма тытăнаççĕ. Пурĕ те темиçе десантник кăна сывă юлать ку тытăçу хыççăн, ыттисем Тăван çĕршыв лăпкăлăхĕшĕн, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсен пурнăçне параççĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех 19-20 çулта пулнă...
Командăсем хушшинче Ульяновск спортсменĕсем арçын ачасем хушшинче те, хĕрачасем хушшинче те пĕрремĕш вырăн илчĕç. Пирĕн таеквондистсем Раççей тата тĕнче шайĕнчи турнирсенче те тахçанах хăйсене лайăх енчен кăтартнă ĕнтĕ, çавăнпа ку япаларан тĕлĕнмеллиех çук.
Чăваш Республикинчен килнĕ спортсменсем лайăх кăтартусем тунине курма вара питĕ кăмăллă пулчĕ. Ку регионта таеквондо пĕрремĕш утăмсем çеç тăвать, унти спортсменсем Атăл тăрăхĕнчи ăмăртусене хутшăнма тытăнни те нумаях мар-ха. Хальхинче Шупашкартан 9 спортсмен килнĕччĕ, вĕсенчен виççĕшĕ 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Сăмахран, Анатолий Петров тренерăн вĕренекенĕ Даниил Лобанчиков 33 килограмм таякансем хушшинче икĕ эрне каялла Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăнă. Ульяновскра та чăваш ачи çухалса каймарĕ, ăсталăхне çителĕклĕ кăтартрĕ, Алапукаран тата Хусантан килнĕ ачасене пысăк шутпа çĕнтерчĕ. Çурма финалта çеç хăйĕнчен аслăрах та йывăртарах Е.Кулишкин çĕнтерӳçе (Ульяновск) выляса ячĕ. Чăваш Ен арçын ачисем командăсем хушшинче те 3-мĕш вырăн йышăнса пьедестал çинче кубок илме тивĕçлĕ пулчĕç. Ку вĕсемшĕн пысăк çитĕнӳ.
Çĕнтерӳçĕсене кубоксем, медальсем, Грамотăсем парса чысларĕç.
Çаплах ачасем валли Чечняри Аргун тăвĕн хушăкĕнче вилнĕ Раççей десантникĕсен паттăрлăхĕ çинчен ӳкернĕ фильм кăтартрĕç, çар хĕç-пăшалĕн куравне йĕркелерĕç. Тăхтавсем вăхăтĕнче çамрăк гимнасткăсем, десантниксем пухăннисем умĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
 
: 607, Хаçат: 10 (1359), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: