Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче пире кашни çулах пулма тивет: е уявра, е шкулти мероприятире, е уçă урокра. Уявсенче шкулта – яланах ватти-вĕтти!
 
Чӳрекел çыннисемшĕн шкул ют вырăн мар – социокультура центрĕ. Вăл ачасене тарăн пĕлӳ, пур енлĕн аталанма май паракан, ватти-вĕттине уявсенче пухса савăнтаракан вырăн. Чӳрекел ачисемшĕн шкул – иккĕмĕш тăван кил. Ир-ирех вĕсем кунта васкаççĕ, уроксем хыççăн вара тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çӳреççĕ, çу кунĕсенче те шкул таврашне тирпей-илем кĕртсе тăраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Шел, Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен шучĕ чакса пырать. 2015-2016 вĕренӳ çулĕнче кунта 21 ача кăна пĕлӳ пухать. Çавăнпа шкула хупса хурас хăрушлăх вĕсен çийĕн Дамокл хĕçĕ пек çакăнса тăрать.
Ял 18-мĕш ĕмĕртех йĕркеленнĕ, тен, маларах та. 1797 çулта Чӳрекелĕнче 82 кил-çуртра 446 çын пурăннă, 1913 çулта – 220 çуртра 1220 çын. 1901 çулта Чӳрекелĕнче пĕр класлă халăх училищи уçăлнă. Октябрьти Аслă революци хыççăн вăл тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкул пулса тăнă. 1947 çулта унăн никĕсĕнче çичĕ çуллă шкул, 1960-мĕшĕнче – сакăр класли уçăлнă. 1960-мĕш çулсенче кунта 200 ытла ача пĕлӳ пухнă. 1956 çултанпа сакăр класс хыççăн вăтам пĕлӳ илме ачасен кӳршĕ Кивĕ Мăклавăш ялне çӳреме тивнĕ.
1990 çулта шкул çĕнĕ çурта куçнă. 1991 çулта таврапĕлӳ музейне йĕркеленĕ.
2007 çулта шкулта 53 ача вĕреннĕ.
2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕш тĕлне Чӳрекелĕ-нче 308 çын пурăннă. Кăçал 162 ача вырнаçма пултаракан икĕ хутлă кирпĕч шкулта - 21 ача:
1-мĕш класс пачах çук, 2, 3, 4-мĕш классенче икшер ача, 5-мĕшĕнче – пĕрре, 6,7-мĕшсенче – виçшер, 8,9-мĕшсенче – тăватшар.
Педагогсем шутласа пăхнă тăрăх, 2018 çулччен шкулта ачасен шучĕ чакмалла мар-ха, 23-27 таранччен тытăнса тăмалла.
Ачасене нумай çул ĕçлекен пысăк пĕлӳллĕ 8 педагог вĕрентет. Вĕсем пурте шкулта 20-шер çул ытла вăй хураççĕ ĕнтĕ. Сакăр педагогран 7-шĕ аслă пĕлӳллĕ, пысăк хисепе тивĕçнĕ: С.Г.Ярославский тата П.Г.Ушканов – РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерствин грамотине, Л.Ф.Ярославская – РФ тава тивĕçлĕ учителĕ, Т.Н. Ларкина – Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ вĕренӳ ĕçченĕ.
Шкулăн, ялăн «генераторĕ» Л.Ф.Ярославская тесен пĕртте йăнăш пулмасть. Вăл ертсе пынипе вĕренекенсем шкул, район, область, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрне çак статьяра асăнса хăварасшăн: Раççей шайĕнчи «Бичуринские чтения» тата регионсем хушшинчи «Сохраним леса России – сохраним Россию», «Старт в науку», «Без культуры нет науки», «Сердце – Родине, честь – никому» ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, «Возродим Русь святую», «Пасха радость нам несет» конкурссем, кашни çулах облаçра иртекен музейсен фестивалĕ, экологипе таврапĕлӳ конкурсĕ тата сăнӳкерчĕксен куравĕ, районти «Овеянный славой флаг наш и герб», «Вечной памятью живем» вулав марафонĕ, ача-пăча пултарулăх конкурсĕ – «Глазами детей». Раççей шайĕнче математикăпа, вырăс чĕлхипе, историпе иртекен олимпиадăсенче те Чӳрекел ачисем пĕлĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ. Çаплах чӳрекелсем спорт ăмăртăвĕсенче те хастар: йĕлтĕрпе е çуран чупмалла-и, шашка-шахматла, волейболла е баскетболла вылямалла-и – яланах малтисем.
Юлашки вăхăтра Раççей правительстви, РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерстви ачасене патриотла воспитани парас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
-Тăван çĕршыва юратни вăл чи малтан çемьене, тăвансене, атте-аннепе аслăраххисене, тăван шкулпа тăван яла юратнинчен тытăннине шута илетпĕр. Хамăр йăх историне пĕлмен ача мĕнле çын пултăр-ха/ Çавăнпа эпир ачасене «Символы семьи», «Крупицы народной мудрости», «Есть у подвига начало, но нет у подвига конца», «История Похвальной грамоты» тĕпчев ĕçĕсем çыртартăмăр, - каласа пачĕ шкул директорĕ С.Г. Ярославский. - Ачасем хаваспах «Живи, родник», «Мы против сжигания палых трав», «Сбор подписей против сжигания бурьяна», «Помоги оборудовать территорию кладбища» тăвăмсене хутшăнчĕç.
Çутçанталăка, вăрмана сыхлассипе, таврапĕлӳпе Чӳрекел шкулĕнче тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем илсе пыраççĕ: ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, вĕсене ăслăлăх конференцийĕсенче хӳтĕлеççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, вăрмана, уй-хирпе çырма-çатрана, çăлкуçсене сăн ӳкереççĕ. Пĕр хутчен кăна мар Шупашкарта Чăваш Ен таврапĕлӳçисене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.
Шкулта пурнăç вĕресе тăрать. Вĕренекенсен кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Уçăлма тухсан та вĕсем хăнăхнă йăлапа çутçанталăк пулăмĕсене е кайăк-кĕшĕке сăнаççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи пĕр шкул та «Канаш» хаçатпа чӳрекелсем пек тачă çыхăну тытмасть. Тĕлĕнмелле сочиненисем çыраççĕ вĕсем! Пуçламăш класра вĕренекенсем те çутçанталăк, тĕнчери лару-тăру, вăрçă, çынсем хушшинчи хутшăнусем пирки пысăк çын пек шухăшлаççĕ.
Паллах, ку ĕçе йĕркелемелле, педагогăн ӳркенмелле мар. Л.Ф. Ярославская çырусене хăй редакцие кӳрсе парать.
Шкул ял çыннисемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Шухăшсем нумай шкулта: ял масарне тирпейлес ыйтăва та кунта çĕкленĕ. Ачасемпе вĕрентекенсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме ытларах чухне Наталья Ивановнапа Юрий Николаевич Волынщиковсен туслă çемйи пулăшать. Ачасене конференцисемпе конкурссене илсе каяссине те вĕсем хăйсем çине илнĕ.
Майна районĕнче Чӳрекел шкулĕ – чăвашла вĕрентекен пĕртен-пĕр вĕренӳ учрежденийĕ. Вăл ачасем шкулта тăван чĕлхе тарăнрах вĕреннипе кăна уйрăлса тăмасть. Чӳрекел шкулĕ çамрăк ăрăва пур енлĕн аталанма тĕрлĕ майсем туса парать. Кунта çынлăх, чунлăх, сăпайлăх, паттăрлăх ăнлавсем кашни ачан ăс-тăнĕнче. Чăвашла таса та илемлĕ пуплеççĕ çак ял ачисем.
Анчах оптимизаци текен пулăм Чӳрекелĕнчи пек сахал ачаллă шкулсене "çăтать". Ачасен ют ялти ют шкула çӳреме тивет. Ют çĕрте кăвайт та ăшăтмасть теççĕ мар-и/ Ачасемшĕн тăван шкулне хупни – тăлăха хăварниех. Çак шкула çухатас марччĕ!
 
: 720, Хаçат: 10 (1359), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: