Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алена Волынщикова Чӳрекел шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренет. Пултаруллă хĕрача пĕрремĕш класранах «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Вĕренӳре уншăн яланах аппăшĕ – Марта тĕслĕх пулнă.
 
- Эпĕ хамăр вĕрентекенсене питĕ хисеплетĕп. Учительсем пире ялан пулăшаççĕ, кашни пуçарăва ырлаççĕ, хăйсен ачисем пек юратаççĕ. Эпĕ шкулти пур предмета та кăмăллатăп. Уроксене хатĕрленсе килмесен çавăн пек ырă учительсен умĕнче намăс пек туйăнать, - каласа парать Алена.
Пушă вăхăтра хĕрача амăшĕпе пĕрле апат пӳлĕмĕнче аппаланма юратать: Интернетри рецептсемпе тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе пăхать, вĕсене сĕтел çине илемлетсе лартать. Шкулти кружока çӳресе Алена тĕрлеме, çыхма вĕреннĕ. Тата вăл сăн ӳкерессипе кăсăкланать: çутçанталăка, уявсемпе мероприятисене фотоаппаратсăр тухмасть.
Ашшĕпе амăшĕ, Наталья Ивановнăпа Юрий Николаевич, Марта аппăшĕ тата пĕчĕк Богдан шăллĕ – унăн чи çывăх çыннисем. Алена ашшĕ-амăшĕ-пе мухтанать, мĕншĕн тесен вĕсем яланах ачисем çумĕнче, вĕсене ырра вĕрентеççĕ, тĕпренчĕкĕсемшĕн вăхăтне шеллемеççĕ, тĕрлĕ лару-тăрура пулăшу аллине тăсма хатĕр. Çав вăхăтрах шкулăн тата ялăн пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, май çитнĕ таран пулăшаççĕ.
Волынщиковсен çемйине ашшĕ спорта явăçтарать. Ахальтен мар Алена районти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса йĕлтĕрпе чупса тата çăмăл атлетикăпа пĕрремĕш, шашкăлла выляса иккĕмĕш вырăна тухнă.
- Аттепе аннен пĕртăванĕсем педагогсем, аннепе атте те педагогика енĕпе аслă пĕлӳ илнĕ. Эпĕ те хамăн пуласлăха ачасемпе ĕçлессинче куратăп, - тет хĕрача.
Алена Волынщикова - шкул мухтавĕ! Вĕренӳри çитĕнӳсемшĕн ăна иккĕмĕш класранах Мухтав хучĕпе чыслама пуçланă. Ун чухне вăл 1-4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинчи вырăс чĕлхипе иртнĕ район олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2014 çулхи олимпиадăсенче Алена чăваш чĕлхипе – пĕрремĕш, историпе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Районти «Вечной памятью живы» вулав марафонĕнче – иккĕмĕш, С.Т. Аксаков çуралнăранпа 221 çул çитнине халалланă «Лучший осенний букет» конкурсра – пĕрремĕш пулать. Çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем Алена Волынщикован нумай. Унăн Грамотăсемпе Дипломсене пухса пынă папки шкулта чи хулăнни.
Алена пурнăçĕнче общество ĕç-хĕлĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл шкулти дружина канашĕн председателĕ. Çавна май хăй ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет, ларусем ирттерет.
Вăрмана, тавралăха сыхлассипе дружина пысăк ĕçсем тăвать. Алена хăй çутçанталăка сыхлассипе тĕрлĕ çĕрте иртекен ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнса пĕрре кăна мар диплома тивĕçнĕ.
Музей ĕçĕ те кăсăклантарать хĕрачана. Вăл шкула курма килекенсемпе экскурси ирттерет, чăвашсен авалхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен каласа парать.
Юрлама, ташлама ăста Алена шкулти «Шăпчăк» фольклор ушкăнне çӳрет.
2016 çулта вăл районти «Ученик года»конкурса та хутшăннă, виççĕмĕш вырăна тухнă. Тăван чĕлхепе иртнĕ Раççей олимпиадин регионти тапхăрĕнче те – призерсем хушшинче.
 
: 717, Хаçат: 10 (1359), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: