Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Крым утравĕ Раççей çĕршывне кĕнĕ хыççăн Керчь проливĕ урлă кĕпер хывма тытăнаççĕ. Вăл 376 миллиард тенке ларать.
Çак кĕпере хывас шухăш малтан 1901 çулта акăлчан пуçлăхĕсен пуçĕсене пырса кĕрет. Лондон-Дели тĕп çула вĕсем тимĕртен тăвасшăн пулаççĕ. Планĕ тăрăх, икĕ кĕпер тумалла пулнă: пĕри – Ла-Манш, тепри – Керчь проливĕсем урлă. Çак плана пурнăçа кĕртме икĕ çĕршывăн пуçлăхĕ-сем килĕшсе татăлаççĕ. Анчах ку проект пурнăçа кĕреймест. 1904-1905 çулсенче вырăссемпе яппунсен вăрçи тытăнать. Каярахпа – пĕрремĕш тĕнче вăрçи.
Ку кĕпер çинчен ЦК ВКПб тĕп секретарĕ Иосиф Сталин вăхăтĕнче - индустриализаци пынă тапхăрта - аса илеççĕ. Вăл вăхăтра кĕпер тума Совет Республикин вăйĕ çитеймен, çавăнпа та кĕперĕн тимĕр пайĕсене Германире саккас панă. Ку вăхăтра çак патшалăхпа суту-илӳ аван пынă. Кĕперĕн тимĕр пайĕсене илсе килсе Крымра пуçтарма тытăнаççĕ кăна – Аслă вăрçă пуçланса каять.
1942 çулта нимĕçсем кĕперĕн пайĕсене туртса илеççĕ, кĕпере Крым станцийĕнчен тытăнса Чушка утравĕ еннелле хăйсем тума тытăнаççĕ. Вăрçа пула кĕпере тума пăрахма тивет. Вара канатлă кĕпере пуçăнаççĕ. Ку кĕпер урлă нимĕçсем кунне 500-600-шар тонна япала каçарнă. Каярахпа çурутрава Совет çарĕсем çавăрса илеççĕ. 1944 çулхи февраль уйăхĕнче Тамань тата Крым çурутравĕ-сене ирĕке кăлараççĕ. Совет инженерĕсем канат кĕпере 5 çухрăма тăсаççĕ. Ун çинче 150 вагонетка пулнă, вĕсем кунне 300 тонна тиев турттарнă. Нимĕçсем хăйсем тунă канат кĕперне сирпĕтнĕ.
Тăшмана хăваласа янă хыççăн Крымра нимĕçсен пысăк кранĕсемпе бульдозерĕсем, никĕс çапакан машинасемпе сварка аппарачĕсем юлаççĕ. Вара вăрçă пĕтичченех кĕпере пуçтарма тытăнаççĕ. Вăрçă хатĕрĕсене хамăр промышленность кăларнипе ку тĕле кĕпере тума майсем уçăлаççĕ. Кĕпер 115 тĕреврен тăнă, пролетсен хушши 27 метр пулнă. Кĕперĕн варрине карапсемпе пăрахутсене ирттерсе яма 90 градус çаврăнса уçăлакан конструкци вырнаçтарнă. Кĕперĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнипе ăна 150 кун хушшинче туса пĕтереççĕ. 1944 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче – Октябрь революцийĕ 27 çул çитнĕ тĕле – уçаççĕ. 1945 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăл тухать, пăр катăкĕсем кĕперĕн 50 тĕревне ӳкереççĕ. Ятарлă органсем çак инкек кам айăпĕпе пулнине шырама тытăнаççĕ, явап тыттарасшăн пулаççĕ. Иосиф Сталин айăплисене шырама чарать, йăлтах хăй çине илет. Апла пулин те кĕпер тăвакан инженерсен кăкăрĕсем çинчен медалĕсене хывса илеççĕ.
Улттăмăш ĕмĕрте Тамань çурутравĕ çинче пăлхар-чăвашсен çĕршывĕ пулнă. Тĕп хули – Фанагория. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче çак вырăнсенче Мускав археологĕсем II-III ĕмĕрте пурăннă çын шăммисене тата ытти япаласене тупнă.
 
: 467, Хаçат: 10 (1359), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: