Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Калав
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 7-9-мĕш номерсенче.)
 
-Мана чĕнес темерĕр апла... Эпĕ халĕ никам та мар сирĕн шутăрпа,- хăйса чĕнчĕ лăпкăн Чĕкеç.
-Кан, тăхлачă, кан,- терĕ те тăхлачĕ пĕшкĕнсе ĕçе пикенчĕ. «Пире чăрмантарса ан çӳре-ха»,- тенĕнех янăрарĕç çак сăмахсем.
-Апла кĕрсе апат хатĕрлес пулĕ,- терĕ Чĕкеç мĕнпе те пулин усăллă пулас тесе.
-Кирлĕ мар, хамах пĕçереп,- татса хучĕ кинĕ.
Чĕкеç пуçне усса киле кĕчĕ. Хăйне вырăн тупаймарĕ. «Мĕншĕн, мĕншĕн манран çапла мăшкăллаççĕ-ши/»- йĕрсе ячĕ вăл чунĕ кӳтсе килнипе.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Пĕррехинче ывăлĕ ĕçе кайсан Чĕкеç кинĕпе калаçса пăхма шутларĕ. Мĕн-ма вăл ăна курайманнине пĕлес килчĕ унăн.
- Кам эсĕ маншăн/ Ют çын. Халĕ ку çурт санăн мар. Куртăн пулĕ, кунта халĕ йăлтах çĕнĕ. Йăлтах эпир туяннă. Кайса пурăн хĕрӳсем патне! Астуса тăр, пахча та санăн мар!- кăшкăрчĕ кинĕ куçне чарса пăрахса.
Чĕкеçшĕн пĕлĕт хупланчĕ. Сывлăшĕ пӳлĕннипе вăл пӳ-ртрен тухрĕ. Мунча умĕнчи тенкел çине ларса тарăннăн сывларĕ. Пăртак лăплансан пахчана тухрĕ. Суханăн симĕс пуçĕсене кăларнă. Çĕрулми те йĕре ӳкнĕ. Анчах шăтман тĕлсем курăнкалаççĕ. Чĕкеçĕн чĕри чăтаймарĕ, вăл çав вырăнсене çĕнĕрен лартма шутларĕ. Нӳхрепе анса пĕр витре çĕрулми кăларчĕ, касрĕ. Кĕреçе йăтса ана çине тухрĕ. Çур кун утрĕ вăл йĕрĕсем тăрăх. Çумăр ӳккелеме тытăнсан тин кил еннелле утрĕ. Паçма вĕçĕнче ăна кинĕ кĕтсе илчĕ.
-Эсĕ мĕн туса çӳретĕн кунта, чике карчăкĕ!
-Ара, шăтман вырăнсене лартса тухрăм, - пысăк айăп тунăн калаçрĕ Чĕкеç.
-Эсĕ мĕн, кунта ман тӳпе те пур тесе килес çул та кунта пурăнасшăн-и/ Çук, пулмасть кун пекки! - тесе кинĕ Чĕкеçрен кĕреçине туртса илчĕ те унăн аврипе аллинчен пĕтĕм вăйран çапрĕ. Алли ыратнипе Чĕкеç ах! тесе кăшкăрса ячĕ те кукленсе ларчĕ. Урнă кинĕ лăпланмарĕ – тепре çапрĕ. Ку хутĕнче – питĕ-нчен. Чĕкеçĕн çăварĕнчен юн юхса анчĕ.
Сас-чĕве илтсе пахчана апата килнĕ Ванюш чупса тухрĕ. Пахчара чаваланакан кӳршĕ Пăлаки те илтнĕ иккен Чĕкеç йĕнине, вăл та хашкаса чупса çитрĕ. Ванюш юнланса пĕтнĕ амăшне ури çине тăратрĕ. Арăмне киле хăваласа ячĕ. Чĕкеçе мунча пăлтăрне илсе кĕчĕç. Кӳрши çăвăнма пулăшрĕ. «Атя, вырт, Чĕкеç»,- тесе минтерне майласа хучĕ. Çумăр вăйланчĕ, витререн çунă пек тăкма тытăнчĕ.
-Каятăп. Халех йăмăк патне тухса каятăп, - тесе Чĕкеç хăрах аллине тепринпе тытса пăлтăртан тухрĕ.
-Ăçта каятăн, Чĕкеç! Çак çумăр витĕр каясшăн-и эсĕ/ Йăмăку патне çитме вунă çухрăм утмалла вĕт... Çумăр чарăнсан кайăн. Атя, вырт-ха çакăнта, тархасшăн, - тесе Пăлаки ăна вăйпа тенĕ пек пăлтăра туртса кĕчĕ, вырттарса ăшă утиялпа витрĕ. Чĕкеç лăпланиччен ун çумĕнче ларчĕ.
Ванюш пӳрте кĕрсен арăмĕ-пе кăмăлне хытарса калаçрĕ.
-Эпĕ чĕнменнине кура эсĕ çапла иртĕхе пуçларăн-ха! Эпĕ сана аннене урăх кӳрентерме памастăп! Атя, тух та аннерен каçару ыйт! - терĕ.
-Çиччас! Такăна-такăна чупатăп! Итле, паянран кампа пурăнассине суйла: аннӳпе-и, е манпа-и/ Пĕл, анчах эпĕ унпа урăх пĕр кун та пурăнмастăп!
-Эпĕ мĕнле калатăп – çапла пулать!-тесе Ванюш пӳртрен тухса амăшĕ патне кайрĕ.
Оля та çири халачĕпех амăшĕ килне тухса чупрĕ.
Ванюш леш урамри Çируш патне кайса аппăшĕ патне шăнкăравлама шутларĕ.
- Аппа, килеймĕн-ши ыран/ Калаçмалли пур. Аннене начар,- терĕ тĕрĕссине калама тăхтаса.
Тепĕр кунне кăнтăр апачĕ тĕлне Вальăпа упăшки тата йăмăкĕсем килсе те çитрĕç.
-Анне ăçта/ - тӳрех ыйтрĕ Валя.
-Мунча пăлтăрĕнче ...Вăл халĕ унта выртса тăрать вĕт... - пуçне усса хуравларĕ шăллĕ.
-Мемме, - терĕ Валя. - Арçын мар эсĕ. Арăмун юбки айĕнчен тухаймастăн ĕнтĕ! Аннене мунчара усратăр апла!
-Валя, аннепе Оля килĕ-штереймеççĕ. Эпĕ те вĕсен хушшинче вутри пек çунатăп. Тен, хăшĕ те пулин илсе каятăр... - терĕ Ванюш тӳрре тухма хăтланса.
Пурте мунчана васкарĕç. Ачисене курсан Чĕкеç йĕрсе ячĕ.
-Илсе кайăр-ха мана кунтан, тархасшăн... Кин вĕлерет вĕт...
-Анне, сана хăшĕ хĕнерĕ, кин-и/ Турăçăм, икĕ шăлу çук вĕт! Тата мĕн ыратать санăн/
-Сулахай алă хуçăлчĕ пулмалла,- терĕ Чĕкеç шыçса кăвакарнă аллине кăтартса. Çак самантра Вальăн кинне туртса çурас килчĕ. Кинĕн телейĕ – вăл килте пулмарĕ.
Хĕрĕсем паянах – халех амăшне пĕрле илсе кайма шутларĕç. Кĕрĕвĕ Чĕкеçе машинана йăтса тухрĕ. Пĕр курка чей ĕçмесĕрех Чĕмпĕре тухса кайрĕç. Кӳршĕ Пăлаки çеç алă сулса, ĕсĕклесе йĕрсе ăсатрĕ.
ххх
Чĕкеçĕн кĕçĕн хĕрĕсем Зойăпа Лида пĕр ял ачисенех – мăкшă ялне – качча кайнă. Ку ял вăрман хĕрринче сарăлса ларать. Чĕмпĕртен инçех те мар – 50 çухрăмра. Лида çемйипе çак ялтах тĕпленчĕ. Çирĕп хуçалăхпа пурăнать. Амăшне малтанлăха Лида хăй патне илсе каясшăнччĕ. Çак ялта – Лидан çуртĕнчен инçех мар - Зоян пăянамăшĕн те пӳрчĕ пушах ларать. Каярахпа амăшĕ валли çак çурта майлас терĕç хĕрĕсем.Чĕкеç паян кирек ăçта та кайма хатĕр. Вăл Лида патĕнче пурăнма килĕшрĕ. Вальăн чĕри çапах вырăнта мар. «Лидăн упăшкин ĕçки аванах мар. Каллех аннен чĕрине ыраттармалли сăлтав»,- тесе вăл хăй патне хулана илсе кайрĕ. Хăйĕн пуçĕнче çĕнĕ план çуралчĕ: йăмăкĕсем пурăнакан ялтах тепĕр çурт туянма шутларĕ. Шырарĕ, тупрĕ, туянчĕ. Çуртне хăй çине çыртарчĕ. Амăшĕн алли тӳрленсен ăна çак çурта илсе килчĕ.
-Анне, ку çурт халĕ санăн. Пурăн, нимшĕн те ан кулян. Пенси укçине кунта куçарăпăр, килех килсе парĕç. Кунта сана юлташ чăваш кинемейĕсем те пур, паллаштарăп-ха сире,- терĕ амăшне ăшшăн ыталаса. Чĕкеç чи малтан пахча таврашне пăхса çаврăнчĕ. Кил картинче пĕчĕк мунча ларать. Пахча хыçĕнчех – хутăш вăрман. Унта çырла, кăмпа, мăйăр – пуçтарма çеç ан ӳркен.
Кăмăлларĕ ку вырăна Чĕкеç. Ялти тамăк хыççăн çăтмаха лекнĕнех туйăнчĕ ăна. Вальăн мăшăрĕ мунча хутса ячĕ. Йăмăкĕсем сĕтел çине майларĕç. Мунчара çăвăнса тасалнă хыççăн пурте пĕрле ларса амăшĕн сывлăхĕшĕн, çĕнĕ пурнăçшăн ĕçрĕç.
ххх
Нумай пурăнчĕ Чĕкеç çĕнĕ çĕрте. Хĕрĕсен ачисене авлантарса качча пачĕ. Малтанхи çулсенче Çимĕк вăхăчĕ çитсен чунĕ калама çук яла – Кĕркурин вилтăпри çине туртрĕ. Пĕр-икĕ çул кайса курчĕ вăл Çимĕ-кре ял халăхне. Анчах масар çинченех Чĕмпĕре таврăнчĕ. Пĕрре те кĕрес килмерĕ унăн тăван килне. Чунĕ туртмарĕ, сивĕнчĕ.
Вăхăт йăлтах сиплет теççĕ. Çирĕм çул хушшинче Чĕкеç Хурамалсăрах пурăнма хăнăхрĕ. Çак мăкшă ялĕ уншăн тăван ял пекех пулса тăчĕ. Çулла витри-витрипе çырла, кăмпа, мăйăр пуçтарса хĕрĕсемпе мăнукĕ-сем валли варени пĕçерчĕ, кăмпа тăварларĕ. Вăрмана уçăлма тесе кайсан та мунча хутма хăрăк йăтса таврăнчĕ. Ялти хĕрĕ куллен килсе çӳрерĕ. Канмалли кунсенче вăл хуларисене кĕтсе илчĕ. Кичем ларма вăхăт та пулмарĕ унăн. «Акă ăçта вăл – ырлăх!» - шутларĕ вăл. Пĕр ыйту çеç пăшăрхантарчĕ 83 çулхи Чĕкеçе: вилсен Кĕркурийĕ çумĕнче выртайманни.
Вăл Çĕнĕ çул уявĕ умĕн вилсе кайрĕ. Унччен пĕр эрне вăйĕ пĕтнипе выртрĕ. Валя амăшĕ халсăр пулни пирки пурне те шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ют çĕршыври хĕрĕ – Юля та мăшăрĕпе килсе курчĕ.
- Тавах Турра, чунăм тухиччен сана та курса юлтăм, Юля. Халĕ вилсен те юрать,- пăшăлтатрĕ Чĕкеç шала кайнă сассипе. - Эсĕ, хĕрĕм, эп вилсен мана пытарма килсе ан çӳре. Ытла та хаклă çӳреме...
Юльăсем кайсанах Чĕкеç арпашса калаçни палăра пуçларĕ. Çавăн чух тин пĕр вĕçĕм Ванюшне чĕнчĕ.
Шел, ывăлĕ амăшне сывă чух курса юлаймарĕ - пытарма çеç ĕлкĕрчĕ. Юлашки çула ăсатма мĕнпур тăванĕ, çывăх çыннисем пуçтарăнчĕç. Тупăк умĕнче сăнĕпе ватăлнă кинĕ пĕр вĕçĕм тем пăшăлтатрĕ. Ахăртнех, вăл пăянамăшĕнчен каçару ыйтрĕ. Унăн та кĕç-вĕç авланмалли ывăл пур вĕт-ха...
 
: 243, Хаçат: 10 (1359), Категори: Шевле çути

Комментарисем:

александра (2017-03-26 21:46:36):
чуна ыраттарче калавĔаннесене упрама пелменни курентерет

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: