Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эп каймастăп нихăçан та
Çакă çутă тĕнчерен.
Пурăнатăп мĕн пулсан та –
Кайăк пулăп ирпелен.
 
Панулми чечекĕ пулăп,
Илемлетĕп садсене.
Çил ачи пулса эп юрлăп
Е ачашлăп хирсене.
 
Сар чечек пулса эп ларăп
Çуркунне шыв хĕррине.
Çĕр çине çут ырлăх сарăп,
Сывлăм пулăп ирхине.
 
Мĕн пулсан сывă пулăп,
Килĕп кайăк сассипе.
Кăвакарчăн чунĕ пулăп,
Вĕçĕп улăх хушшипе.
 
: 553, Хаçат: 10 (1359), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: