Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ тата Чăваш халăх сайчĕ сăвă вулакансен «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурсне ирттереççĕ. Унта шкул çулне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем тата ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурсăн тĕллевĕ - чăваш чĕлхине аталантарасси, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарасси, аслисене ку ĕçе хастартарах хутшăнтарасси. Ăмăрту — тӳлевсĕр.
Конкурсра пурĕ 7 номинаци:
•«Пукан çинче» (4 çул çурăран кĕçĕнреххисем)/
•«Шĕвĕркке» (4,5 çултан аслăрах, шкул çулне çитеймен арçын ачасем)*
•«Пукане» (4,5 çултан аслăрах, шкул çулне çитеймен хĕрачасем)*
•«Шăпăрлан» (пуçламăш классенче вĕренекен арçын ачасем)*
•«Чиперук» (пуçламăш классенче вĕренекен хĕрачасем)*
•«Сăпка умĕнче» (аслисем хушшинче)*
•«Чи лайăх видео» (пахалăх тĕлĕшĕпе).
Конкурса хутшăнакансен шкул çулне çитмен тата пуçламăш класра вĕренекен ачасем валли çырнă е ача-пăча сăмахлăхĕнчен илнĕ сăвва пăхмасăр видеокамера умĕнче вуласа памалла.
«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурс валли ĕçсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла. Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне пĕтĕмлетӳ тăвĕç.
Конкурспа тĕплĕнрех унăн положенийĕнче паллашма пулать. Вăл Чăваш халăх сайтĕнчи конкурссен пайĕнче пур.
Видеоконкурса ирттерме ЧНК та хутшăннă.
 
: 778, Хаçат: 10 (1359), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: