Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ саккунпа Ульяновск облаçĕ иккĕмĕш сехет тăрăхĕнчен виççĕмĕшне куçать. Çавăнпа малашне Мускав вăхăчĕ çумне пĕр сехет хушмалла пулĕ.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансен мартăн 27-мĕшĕнче çĕрле 2.00-ре сехет йĕпписене пĕр сехет малалла куçармалла.
Облаçра вăхăта улăштарасси пирки малтан ахаль çынсем калаçма тытăннă. Çак ыйтупа депутатсене ĕçлеме ыйтнă. Сăлтавĕ – çуллахи вăхăтра ирпе час çутăлни тата каçпа хăвăрт тĕттĕмленни. Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем документсем хатĕрлесе Патшалăх Думине çитернĕ.
Çуллахи вăхăт çине çаплах Алтай тăрăхĕпе Алтай Республики куçĕç.
 
Ял хуçалхĕсене – патшалăх пулăшăвĕ
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх таварĕ-сем туса кăларакансене патшалăх пулăшать.
Ĕçлесе илнĕ тупăша регионти хуçалăхсем производствине тата акмалли çĕрсен лаптăкĕ-сене ӳстерме уйăраççĕ. Ун пирки «Наша Родина» предприятин пуçлăхĕ Андрей Шадышков Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра пĕлтернĕ. Кĕпĕрнаттăр регионти кăнтăр ен районĕнчи «Наша Родина» хуçалăха çитсе курнă. 2015 çулта вăл патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Ку хуçалăх пĕрчĕллĕ, пăрçаллă тата техника культурисене ӳстерессипе ĕçлет. Çак хуçалăхри «Оптиматик-15» цех тулă, урпа, хуратул, куккурус тата вир кĕрписене туса кăларать.
Регион 435 миллион тенкĕ субсиди илессипе РФ ял хуçалăх министерствипе килĕшӳ тунă. Регион пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, 2016 çулта субсиди пĕлтĕрхинчен иртерех килнĕ. Çулталăка уйăрнă укçа çурхи ĕçсем тытăниччен килмелле. Вăл ака-суха ирттерме, экономика программисене пурнăçа кĕртме, пĕчĕк кредитсене тӳлесе татма тата типĕ çанталăка пула шар курнисен тăкакĕсене саплаштарма кайĕ. Цехри çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнăранпа продукцие 800 грамран тытăнса 50 килограмлă чĕркесене тултараççĕ.
Облаçри ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, халĕ хуçалăхсенче техникăна юсас, машина-трактор паркне çураки тĕлне хатĕрлес ĕç хĕрсех пырать. Ку тĕле облаçра 4 пин те 431 трактор, 1 пин те 612 плуг, 2 пин те 628 сеялка, 2 пин те 213 культиватор.
Кăçалхи çуракинче пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсене акма 61 пин тонна ытла вăрлăх кирлĕ. Пӳлмере 62 тонна вăрлăх упранать, вĕсенчен 57 пин тоннăн пахалăхне тĕрĕсленĕ. «АгроИнвест» хуçалăх, тĕслĕхрен, паян тесен паян çуракине тухма хатĕр.
 
: 261, Хаçат: 11 (1360), Категори: Хыпарсем

Комментарисем:

Tasmine (2016-06-30 16:50:42):
Way to use the internet to help people solve preosbml!

Derex (2016-07-02 02:33:47):
What a plseruae<Ӳa> to find someone who thinks through the issues

Kaiden (2016-07-02 08:50:54):
What an awesome way to explain this-now I know evghetriny! http,ӲӲbimatwĕcom [urlçhttp,ӲӲemkjdvĕc om]emkjdv[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲwuknzst bĕcom]wuknzstb[Ӳlink]

Chianna (2016-07-04 20:53:54):
Unlrlalaeped accuracyĔ unequivocal clarityĔ and undeniable importance! http,ӲӲaytpfjqmxkĕc om [urlçhttp,ӲӲdjrzhksj ĕcom]djrzhksj[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲyesrupz pgiĕcom]yesrupzpgi[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: