Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Зоя Винюсева Чăваш Кăлаткă ялĕнчи «Çуркунне» ансамбльте юрлать, Бахтеевкăри «Колокольчик» ача пахчинче воспитательте вăй хурать. Çак çĕр çинче пуринчен ытла мăшăрне тата икĕ пултаруллă хĕрне хаклать.
 
- Пирĕн яла, вăл область центрĕнчен пит инçе пулнипе те-и, чăваш артисчĕсем пит сайра килсе çӳреççĕ. Хамăр вара чăваш юррисене питĕ юрататпăр. Шкулта, ача пахчинче ĕçлекен хĕрсемпе шухăшларăмăр та пуçтарăнса юрлама тытăнас терĕмĕр. Чăваш юррисем пĕринчен тепри аван, илемлĕ. Маларах пурте пĕлекеннисене юрлаттăмăр, алĕç тытса лараттăмăр, кайран хĕрсен шучĕ ӳссен «Çуркунне» ятлă юрă ушкăнне йĕркелерĕмĕр, – ял пурнăçĕн вĕр çĕнĕ тапхăрĕ çинчен каласа парать Зоя Николаевна. – Халĕ ял тăрăхĕнче иртекен пур уявсене те пире хапăлласах чĕнеççĕ. Ушкăн репертуарĕнчи чи юратнă юрăсем – анне çинчен çырнисем. Хам та пурнăçра аннесĕр ир тăрса юлнăран та пуль (вăл 34 çултах çĕре кĕнĕ) çак сăмах чĕрене питĕ вирлĕ пырса тивет. Йĕретĕп хам, юрлатăп. Халĕ те анне çитмест мана. Çакна чĕрене тунсăх пусса илнĕ самантсенче уйрăмах вăйлă туятăп. Ун хулпуççийĕ çине пуçа хурăттăм та хавхалансах – çитĕнӳсем, сасса йăвашлатса кулянусем çинчен каласа парăттăм. Ун куçĕнчен пăхса, аллине ачашласа ларăттăм. Унпа канашлăттăм. Вăл мана сĕнӳсем панă пулĕччĕ.
Винюсевсем ялта хисеплĕ çемье. Упăшкипе иккĕшĕ те пĕр ялтан. Мăшăрĕ, Виктор Алексеевич, 40 çул ытла «Бахтеевский» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче механизаторта тăрăшать. Икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ мăшăр. Бахтеевка шкулĕнчен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Виктория Винюсева Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ. Наци (чăваш) уйрăмĕнче вĕреннĕ пике облаçри чăваш çамрăкĕсен канашĕнче тăнă. Вăхăтĕнче пĕр чăваш уявĕнчен те юлман вăл – юрри-ташшипе савăнтаратчĕ. Тăван шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине ăна эпир пурте тем пек хисеплекен Е.В.Васильева вĕрентнĕ. Вĕсен Вика хĕрĕ Тольяттире ĕçлет, килте Глеб ятлă ывăлĕ çитĕнет.
Тепĕр хĕрĕ – Кристина Ульяновскри патшалăх университетĕнче психологи факультетĕнче ăс пухнă, халĕ магистратурăра юриста вĕренет.
- Эпĕ те Сызраньти педагогика училищинчен вĕренсе тухса воспитательте ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 34 çул çитет. Анне чирлĕ пулнă пирки яла юлтăм та хам шăпана тĕл пултăм. Куншăн пĕртте ӳкĕнместĕп. Эпĕ çынсене юрататăп. Ялта вара куллен пĕр-пĕринпе курнăçатăн. Ача пахчине ашшĕ-амăшĕ ачисене леçме, илме килет. Калаçни-шӳтлени мана вăй кĕртет. Тем пек хăна пăхма юрататăп. Чăваш Кăлаткăра та, Бахтеевкăра та ырă, шанчăклă çынсем нумай, – терĕ Зоя Винюсева. – Çывăх юлташсемпе мухтанатăп. Вĕсем: пĕр класра вĕреннĕ Нина Романовна Иванова (пăру пăхаканта тăрăшать) тата Лидия Васильевна Мариан. Кӳршĕпе – Валентина Ивановна Тюхматьевапа – аккăшĕпе йăмăкĕ пек килĕштеретпĕр. Нумай çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Ялта аннен йăмăкĕ Людмила Ивановна Морозова пурăнать. Кирлĕ чухне унпа канашлатăп. Ачасене юрататăп. Упăшкапа пĕрле уйăхне пĕрре те пулин вĕсем патне кайса килме тăрăшатпăр. Карта тулли выльăх-чирлĕх тытатпăр. Çулла тăмлă çĕр çинче çĕрулми çитĕнтеретпĕр. Пĕлетĕр-и, Чăваш Кăлаткăра иккĕмĕш çăкăрăн тухăçĕ пит аван пулать. Хĕрӳ ĕççи вăхăтĕнче ачасем яла килсе хамăра пулăшаççĕ. Тĕпренчĕкĕмсем юнашар пулни вăй парать.
 
Кăлаткăпуç районĕ,
Чăваш Кăлаткă ялĕ.
 
: 658, Хаçат: 11 (1360), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: