Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хулари 55-мĕш шкулта «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» темăпа нацисен хушшинчи конференци иртрĕ.
Унта Ульяновск тата Çĕнĕ Ульяновск хулисенчен, Чăнлă тата Майна районĕсенчен педагогсем пуçтарăнчĕç.
Пухăннисене малтан шкул библиотекарĕ И.М.Алипова музейпа паллаштарчĕ. Кунта Атăл тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнакан халăхсен тум-юмĕ, ĕç хатĕрĕсем, ал ĕçĕсем тата ытти те.
Унтан хăнасем пĕр класа пуçтарăнчĕç. Директор çумĕ Л.Б.Сафиулова кĕскен шкул историйĕ-пе паллаштарчĕ. Вырыпаевкăра шкул XIX-мĕш ĕмĕртех уçăлнă. 1933 çулта вăл çичĕ класлă пулнă. 1957-1961 çулсенче ăна сакăр класлă туса хунă. Хальхи шкула 1967 çулта туса лартнă. 2017 çулта вăл 50 çул тултарнине паллă тăвать.
Паян кунта 31 педагог ĕçлет. Шкулта тĕрлĕ наци ачисем вĕренеççĕ: тутарсем – 187 ача (51 процент), вырăссем – 96 ача (20 процент), чăвашсем – 52 ача (15 процент),12 проценчĕ – ытти халăх ачисем.
1990 çулта шкулта тутар тата чăваш кружокĕ-сем йĕркеленĕ. Çавăнтанпа чĕлхесене предмет тата кружок мелĕпе вĕрентеççĕ. Кунта чăвашсен «Нарспи» тата тутарсемпе чăвашсен пĕрле «Булгар» юрă-ташă ушкăнĕсем чăмăртанă. Вĕсем шкулти тата районти мероприятисене те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть артистсем кунта вĕренекенĕн кукамăшĕ патне кайса 80 çул тултарнă ятпа чăваш юррипе саламланă.
МаÇтăр-класс
С.А. Марышева чăваш чĕлхи предметне 15 çул илсе пырать. Вăл «Анне валли пукане» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Ачасем вырăнĕнче – тĕрлĕ шкулсенчен пуçтарăннă учительсем. Светлана Анатольевна кашнин умне çĕр мамăкĕ, çитсă татăкĕсем, хăю, çип тата ĕç инструменчĕсем хурса тухнă. Вăл пукане ăсталама вĕрентрĕ. 20 минут хушшинче кашни вĕрентекен капăр пукане туса хучĕ.
-Çак урокра ачасем пукане тума çеç мар, çĕнĕ сăмахсене вĕренеççĕ: анне, кĕпе, тутăр, саппун, тĕрĕ, пукане, алă, ура, пуç,- калаçать Светлана Анатольевна. Унтан вĕрентӳçĕсем аннене халалласа каланă ăшă сăмахсенчен чечек çыххи пуçтарчĕç.
Светлана Марышева тата тепĕр проектпа – çак шкула хăй ĕçлеме килнĕ çултан тытăнса паянччен ирттернĕ ĕçĕсемпе – паллаштарчĕ. Урок «Нарспи» ушкăн артисчĕсен юррисемпе тата Николай Недрышкин каланă тăванлăх сăввипе вĕçленчĕ.
Çавра сĔтел
Ăна шкул директорĕ В.А. Мозжухина уçрĕ.
-Эпĕ ку шкулта 1996 çултанпа ĕçлетĕп. Çавăнтанпах эпир нацисен чĕлхисене, культурине ăса хыватпăр. 2002 çултанпа шкул Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурисене вĕрентессине тĕпе хурса ĕçлет. Йăлтах çемьерен килет. ППЭ тытăниччен чĕлхене вĕрентес ыйту пирĕн умра çивĕч тăман. Халĕ ашшĕ-амăшĕ: «Кирлех-и пире наци чĕлхине пĕлни/» -тесе ыйтать. Хăшĕ-пĕри çавăншăнах пепкине тăван чĕлхене вĕрентесшĕн мар. Телее, ачасем чĕлхесемпе кăсăкланаççĕ. Урока хăйсен ирĕкĕпе вĕренме килеççĕ. Кĕске вăхăтрах чи кирлĕ сăмахсене алла илеççĕ. Çапла асламăшĕ-сем патне яла кайсан пĕлĕвĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсен пултарулăхне эсир паян хăвăр куртăр,- терĕ Вера Мозжухина ачасен пултарулăхĕ çине куçса.
Концерта вырăс юрринчен тытăнчĕç. Унтан вăрçă темипе тутарла сценка лартса пачĕç. Чăвашсен хаваслă юрри-ташшине пухăннисем алă çупса йышăнчĕç. Программăна тĕрлĕ наци тумне тăхăннă ачасем туслăх юррипе вĕçлерĕç.
Çавра сĕтел ĕçне облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.А.Архипова тăсрĕ.
- Облаçри вĕренӳ министерстви тата Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр наци культурисене, чĕлхине аталантарма мĕнпур майсем туса парать. Çак шкулта тĕнчери çивĕч лару-тăрăва ăнланса, халăхсен хушшичи туслăха çирĕплетессине тĕпе хурса ĕçлекенсем пуçтарăннă. Паянхи уроксем çакна уççăн кăтартса пачĕç,- терĕ вăл Светлана Марышева учителĕн ĕçне те пысăк хак парса.
Сăмах калакансем татах пулчĕç. Педагогсем çакăн пек мероприятисем пысăк усă пани пирки калаçрĕç, чĕлхесене вĕрентес ĕçри çĕнĕ енĕсене палăртрĕç.
 
: 656, Хаçат: 11 (1360), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: