Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мартăн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта вĕрентекенсен хушшинчи «Поликультурное образование как фактор укрепления национальной идентичности» темăпа конференци иртрĕ.
Унта регионти Чăнлă, Ульяновск районĕсенчи, хулари шкулсенчи географи, истори, технологи, вырăс, тутар, чăваш, мордва, акăлчанпа нимĕç чĕлхисен вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç.
Шкулти Чăваш культура центрĕнче тĕрлĕ курав йĕркеленĕччĕ. Вĕсенче ӳнерĕн ăсталăхне алла илекен ачасен ĕçĕсемпе, вĕренӳре усă куракан тĕрлĕ наци литературипе паллашма, чăваш, тутар, мордва халăхĕсен наци апат-çимĕçне тутанса курма пулатчĕ.
Вĕрентекенсене тĕрлĕ наци тумне тăхăннă шкул ачисем юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Салам сăмахĕпе Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳпе системăллă çĕнĕлĕхсен центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн ертӳçи Т.В.Николаева тухса калаçрĕ. 64-мĕш вăтам шкул директорĕ Л.Ф.Мустафина хăнасене саламланă май поликультура вĕренĕвне илсе пыракан пĕлӳ çурчĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, шкулта йĕркеленĕ чăваш, тутар, мордва Культура центрĕсен ĕçĕ-хĕлĕн хăтлавне ирттерчĕ.
- Пирĕн шкула 28 тĕрлĕ халăх ачи çӳрет. 595 ачаран 256-шĕ тăван чĕлхене вĕренет. Чăваш тата мордва чĕлхипе культурине эпир факультатив майĕпе вĕрентетпĕр пулсан тутар чĕлхине предмет евĕр. Пирĕн учреждени тĕнчери, Раççейри, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен фестивалĕсене, семинарĕсене, учительсен конференцийĕсене, ăмăртăвĕ-сене, ачасен пултарулăх конкурсĕсене, концерчĕсене ирттерет. Çулсерен «Атăлçи халăхĕсен еткерлĕхĕ» конференци йĕркелесе вĕрентекенсене ĕçлĕ тĕлпулăва пухатпăр, çивĕч ыйтусене сӳтсе яватпăр. Шкулти этнографи музейĕ кăçал облаçĕпе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Шăпăрлансен «Çăлкуç» тата «Ляйсан» фольклор ушкăнĕсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, – терĕ хăйĕн калаçăвĕнче Лилия Фагимовна.
«Туслăх кăшăлĕ» ятпа хатĕрленĕ концерт программи наци чĕлхипе литературине, культурипе еткерлĕх çӳпçине, вĕренекен ачасен пултарулăхне туллин кăтартса пачĕ. Ульяновскри 72-мĕш вăтам шкулти «Тештине» мордва ансамблĕ, 64-мĕш шкулти тутар тата чăваш ачисем («Çăлкуç» тата «Ляйсан» ушкăнсен солисчĕсем) пухăннисене савăнтарчĕç.
Малалла учительсем тăватă ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Чăвашсем палăртса хунă çул-йĕр: «Атăлçи халăхĕсен культурине вĕрентнĕ хушăра ачасемпе тĕпчев ĕçĕ-хĕлне йĕркелесси» темăна уçса парасси.
64-мĕш шкулти пуçламăш классен учителĕ Ф.К.Айметова урок тулашĕнче ирттермелли «Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки» заняти ирттерчĕ. Фирюза Киямовна 2-мĕш класс ачисене (пухăннă учительсене те) хуплу пĕçерме вĕрентрĕ, юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ, кăткăс та интереслĕ ыйтусемпе ĕçлеттерчĕ.
Географи учителĕ, «Чăваш халăхĕн культурипе кулленхи пурнăçĕ» кружок ертӳçи М.М.Карпова чăваш наци тумĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем тĕрĕ-эреш пĕлтерĕшне уçса пама тăрăшрĕç, кĕпе-тум, капăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç.
72-мĕш вăтам шкулти технологи учителĕ Л.И.Кривова «Ăнăçу кӳрекен чăваш пукани» маçтăр-класс ирттерчĕ. Кĕске хушăра тĕрлĕ тĕслĕ пусмаран пукане тума вĕрентрĕ.
Конференци вĕçĕнче унăн ĕçне хутшăннисем пурте Мускаври вĕренӳ аталанăвĕн федераллă институтĕнчи этнокультура стратегийĕн центрĕн ертӳçипе, О.И. Артеменко доцентпа тĕл пулма васкарĕç. Ольга Ивановнана тĕрлĕ кăсăк ыйтусемпе ĕçлеттерчĕç, унăн пĕлтерĕшлĕ калаçăвне тимлерĕç.
 
: 665, Хаçат: 11 (1360), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: