Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ вырсарникун Винновка ращинче чăвашсем Çăварни уявне паллă турĕç.
Ращара кăçал нихçанхинчен çын нумай пухăнчĕ. Тĕрлĕ халăх çыннисем урамра хĕвел ялкăшса çиçнипе килте чăтса лараймасăр хĕле ăсатма тесе уява васкарĕç. Винновка ращинче тĕрлĕ лапамра конкурссемпе вăйăсем иртрĕç, аттракционсем ĕçлерĕç, куймак-икерчĕпе сăйларĕç.
Купăс каласа такмак çаптаракансем чылай пăхăннă кунта. Яланхи пекех ку пултарулăхпа чăвашсене çитекенсем сахал пулчĕç. Ульяновск купăсçисем – Петр Яковлев, Николай Пидиксеев, Чăнлă район ăстисем – Петр Афиногентов (Аслă Нагаткин) тата Николай Фролов (Телешовка) тĕлĕнмелле илемлĕ кĕвĕсем шăрантарчĕç.
Çăварни ячĕпе чăвашсене саламлама Ульяновск хула мэрĕ Сергей Панчин килсе çитрĕ.
- Пирĕн çĕршыв халăхсен туслăхĕпе çирĕп. Çакăн пек уявсем пурне те çывăхлатаççĕ. Эпĕ сирĕнтен пуринчен те каçару ыйтатăп. Эсир вара – чăвашĕ, вырăсĕ, мордва – паян савăнăр, выльăр-кулăр, юрлăр-ташлăр. Çăварни ячĕпе, - терĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев саламланă май çапла каларĕ:
- Облаçа ертсе пыракансем наци политикине тĕрĕс илсе пынипе регионти тĕрлĕ халăхсем туслă пурăнаççĕ. Кашни нацие аталанма мĕнпур майсем туса панă. Паян эпир Çăварние пухăнни те çакна çирĕплетет. Малашне те пĕрле пулар, пĕрле ĕçлер, пĕрле савăнар.
Çаплах чăвашсене Чукун çул районĕнчи тутарсен автономи пуçлăхĕ Рамиль Абитов районти мĕнпур тутарсен ячĕпе саламларĕ. Хăй те чăвашсемпе пĕрле ӳснипе христиан тĕнĕпе пурăнакансен уявĕсем уншăн çывăх пулнине палăртрĕ.
Концерт программине кăçал Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнчи «Аххаяс» халăх ушкăнĕ кăтартрĕ. Вăтăр çул ытла сцена çинче аххаяссем. Вĕсен пултарлăх ертӳçи Надежда Федотова, баян калаканĕ Николай Андреев. Хĕлĕн юлашки кунĕнчи сивве пăхмасăр артистсем сцена çинче кĕпе вĕççĕн ташларĕç, юрларĕç, пухăннă халăха савăнтарчĕç. Халăх юррисемпе пĕрлех аххаяссем «Пуянкасси асаннисем» (Буран асаннисем евĕрлĕ) эстрада номерне те кăтартса пачĕç. Николай Андреев чăваш ташă кĕвви каласа ярсан куракансем чăтса тăраймарĕç, артистсемпе пĕрле вуниккĕлле çаптарчĕç.
«Аххаяс» халăх ушкăнĕ концертне вĕçлесен сцена çине купăсĕсене йăтса Петр Яковлевпа Петр Афиногентов та васкарĕç. Хĕрсе кайнă халăха ташлаттарчĕç, такмакçăсем те халăхранах тупăнчĕç.
Винновка ращи умĕнчи эстрада лапамĕнче авалхи вырăс тумне тăхăннă, хĕç-пăшалне йăтнă «Дружина «Витязь» клуб хастарĕсем çапăçу самантне кăтартрĕç. Çамрăксем Кире пуканĕ йăтса вăй виçрĕç, хĕрсемпе хĕрарăмсем хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчессипе ăмăртрĕç.
 
: 145, Хаçат: 11 (1360), Категори: Уяв

Комментарисем:

Bert (2016-06-30 16:44:05):
And I thought I was the sensible oneĕ Thanks for setting me sthtgiraĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: