Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сакăр çулхи Евгения Ларина Ульяновскри 40-мĕш лицейра 2-мĕш «Б» класра вĕренет. Уроксем хыççăн 2-мĕш музыкăпа ӳнер шкулне фортепиано калама вĕренме васкать. Унăн тата хорта юрлама та ĕлкĕрмелле.
Пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать вăл. Олимпиадăсене хавхалансах хутшăнать.
- Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче Букварьпе ирттернĕ тĕрĕслевре 1-мĕш вырăн йышăнтăм, ыттисемпе (вырăс чĕлхи, математика, тавралăхри çутçанталăк) – пуринпе те 2-мĕш. Ку вĕренӳ çулĕнче те Наталья Александровнан (Женьăн вĕрентӳçи) питне хĕретмĕп. Ноябрь уйăхĕнче иртнĕ «Медвежонок» ăс-хакăл ăмăртăвĕнче 90 балл пухса шкулта 4-мĕш вырăна тухрăм. Кĕçех – «Кенгуру». Эп вырăс чĕлхине те, математикăна та пĕр пек юрататăп, - тет чăваш хĕрачи.
Женя Аксаков ячĕллĕ ача-пăча вулавăшĕнче яланах кĕтнĕ хăна. Тăватă çултанпах кĕнекесемпе туслă. Вулама çеç мар, хайлава тишкерме, хак пама ăста. Халĕ «Асамлă пурă» юмаха киленсе вулать.
- Женя пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕп эп. Хама хам ăмсанатăп тепĕр чух. «Манăн мăнукăм-çке-ха вăл!» - тетĕп. Вăл çӳрекен кружоксене шутлама тытăнсан икĕ алăри пӳрнесем те çитмеççĕ: «Умники и умницы», «Этикет», «Подвижные игры», «Театр», «Шахматы», «Исследователь», «Прикладное творчество» тата ыттисем те. Пĕлтĕр облаçри вĕрентекенсен «Учитель года-2015» ăмăртăвĕ-нче уçă уроксем ирттерме Женьăн класĕнчи 12 хĕрачана илсе кайни манра мăнаçлăх çуратрĕ. Мăнукăм ыйтусене тарăн шухăшласа, тулли хуравсем паракансенчен пĕри пулнă, - терĕ кукашшĕ Николай Сазардыков.
- Эпĕ пуринчен ытла аннене тата пĕтĕм вăхăтне мана халаллакан кукаçее юрататăп, - терĕ Евгения Ларина.
 
Ульяновск хули.
 
: 208, Хаçат: 11 (1360), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: