Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Благороднова Ульяновскри 56-мĕш шкулта 1987 çултанпа ачасене историпе обществознани предмечĕсене ăса хывма пулăшать.
 
Çав вăхăтрах пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ чăваш чĕлхипе культурин кружокне илсе пырать. Кăçал çак ĕçе 7 «А» класс никĕсĕнче йĕркеленĕ. Унăн пархатарлă ĕçне РФ вĕренӳпе ăслăлăх министерстви Хисеп грамотипе палăртнă.
Людмила Кузьминична Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Вера Степановна Благороднован тата унпа пĕртăванĕ Анна Степановна ял шкулĕнче вĕрентнĕ. Вĕсен ĕçне мĕн пĕчĕкрен сăнанă хĕрача умĕнче ӳссен кам пулас ыйту тăман: учитель профессине илессе пĕлнĕ. Çавăнпа 8 класс хыççăн Çинкĕлти педучилищĕне кайса кĕнĕ. 1973 çулта ăна ăнăçлă пĕтерсе направленипе Ульяновскри 37-мĕш шкулта вĕрентме тытăннă. Çемье çавăрсан вара Аслă Нагаткина куçса кайнă. Çак вăхăтра куçăмсăр майпа Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнчи истори уйрăмне пĕтернĕ.
Сăмах май, Людмила Кузьминичнан иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕ те вĕрентекен çулне суйласа илнĕ. Халĕ вĕсен йăхĕн педагогика стажĕ 150 çул ытла.
- Эпир облаçри чăваш ачисем хушшинчи кашни конкурса хутшăнатпăр: 2010 çулта Александра Ярускина «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра çĕнтерчĕ, Кристина Шубинапа Ксения Узалукова – «Путенере». Иртнĕ çул саккăрмĕш класа çитнĕ Ксения Узалукова пултарулăхне «Сарпике» конкурсра кăтартрĕ. Хĕрачан малашлăхĕ пур, ĕçлемелле кăна. Кăçал та конкурссене хутшăнасшăн, - каласа парать вĕрентекен.
Людмила Благороднова каланă тăрăх, хула шкулĕнче чăваш ачисене тупса чăваш кружокне çӳреттересси – пысăк ĕç. Çапах та вĕрентекен кружока пĕр çул сиктермесĕр 19 çул илсе пырать. Унта ытларах 5-8-мĕш классем çӳреççĕ.
-Аслăраххисене те явăçтарма пулать, анчах та вĕсен экзаменсене нумай хатĕрленмелле. Чăрмантарас килмест. Кружока вара хăш класра чăвашсем нумайрах, çавăнта йĕркелетĕп. Юлашки çулсенче йывăрлăхсем тата хутшăнчĕç, шкулăн пĕрремĕш хутĕнче ача сачĕ уçнипе чăваш ачисемпе пĕрле пухăнма пӳлĕм çук, - тет Людмила Кузьминична.
Л.К.Благороднова тивĕçлĕ канăва ултă çул каяллах тухнă, анчах хальлĕхе ăна шкултан ямаççĕ. Çамрăксем кунта ĕç укçи пĕчĕк пулнипе университет хыççăн шкула васкамаççĕ, килсе пăхнисем те пĕр-икĕ уйăхранах тараççĕ. Тата вăл та кунтан кайсан чăваш ачисене тăван культурăна явăçтаракан пулмĕ.
Людмила Кузьминичнан тетĕшĕ Ульяновск районĕнчи чăвашсен наципе культура автономине ертсе пырать. Нумаях пулмасть кунта юрă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Малтанхи репетицисене Ульяновскран илемлĕ саслă Людмила Кузьминична та çӳренĕ. Ушкăна «Ĕмĕт» ят памаллине те вăлах сĕннĕ.
 
: 646, Хаçат: 11 (1360), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: