Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Кăткă тĕми» торт
Ăна хатĕрлеме 500-600 г печени, 1 банка вĕретнĕ сгущенка (хăмăр тĕсли) 100 г услам çу, 2 кашăк хăйма, мăйăр, шăккалат е мăйăр тĕшши кирлĕ.
Печение алăпа вĕтĕ-вĕтĕ ватса тарăн савăта хумалла. Сгущенкăна ăшăннă çупа, хăймапа пĕрле миксерпа пăтратмалла та печени ванчăкĕсем çине ярса лайăх хутăштармалла. Вĕтетнĕ мăйăр хушма та юрать. Хутăша турилкке çине купа туса хумалла. Çиелтен теркăпа хырнă шăккалат, мăйăр е мăкăнь вăрри сапса илемлетмелле. Торта пĕрер сехете холодильника лартмалла.
Кавăн джемĕ
Кавăна хĕл каçипе çисе пĕтереймерĕр пулсан джем пĕçерме пулать. Вăл усăллă, унра калори сахал.
Хуппипе тĕшшинчен тасатнă кавăна вакламалла. Апельсинпа лимона тĕшшинчен тасатса аш арманĕ витĕр кăлармалла. Кастрюле çур стакан шыв тата пахча çимĕç ярса пĕчĕк çулăм çинче пĕçермелле. Тĕпне лара пуçласан кăшт шыв яма юрать. Унтан блендерпа нимĕр тумалла та таса банкăсене тултармалла. Сивĕнсен холодильника лартмалла. Хатĕр джем 2 эрне упранать.
Пĕвер икерчи
Ăна хатĕрлеме 0,5 кг пĕвер, 2 çĕрулми, 1 кишĕр, 2 сухан, 2 çăмарта, 1 апат кашăкĕ çăнăх, 2 касăк батон, 0,5 чей кашăкĕ апат соди, тăвар кирлĕ.
Пĕвере çĕрулмипе, суханпа, кишĕрпе пĕрле аш арманĕ витĕр кăлармалла. Батона сĕтпе йĕпетмелле, аш арманĕ витĕр кăларнă хутăшпа, çăмартапа, çăнăхпа, батонпа, апат содипе, тăварпа хутăштармалла. Унран икерчĕ пĕçермелле.
«Ряба чăх» салат
Ăна хатĕрлеме пĕçернĕ чăхă какайĕ, маринадланă кăмпа, симĕс хăяр, çăмарта, куккурус, вăррисĕр çу çырли (маслины) кирлĕ.
Салата ямалли хутăш валли 1 апат кашăкĕ майонез, апельсин сĕткенĕ, гранатăн çур чей кашăкĕ сĕткенĕ, ешĕл пахча çимĕç, тăвар илмелле.
Пиçнĕ çăмартана тăватта пайламалла. Кăмпана, хăяра, какая турамалла. Пĕр савăта хурса пăтратмалла. Сĕтел çине лартас умĕн çиеле хутăш ярса хутăштармалла.
 
: 201, Хаçат: 11 (1360), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: